Комментари хушас

2 Авăн, 2016

"Вăрттăнни" тавра

Кандидатсемпе çыхăннă кăмăлсăр кăтартусем çиеле тухнă

Суйлав çывхарнă май обществăн депутатсен мандачĕсемшĕн кĕрешекенсемпе çыхăннă интересĕ те вăй илет. Вĕсен биографийĕсене суйлав комиссийĕсем, социологсем, политологсем тата, паллах, суйлавçăсен сассисемшĕн

кĕрешекен конкурентсем тĕплĕ тишкереççĕ.

Мансах кайнă!

Суйлав уççăнлăхĕ обществă¬шăн питĕ лайăх, хăшпĕр канди¬датшăн вара лайăхах мар. Сак¬кунпа килĕшÿллĕн хăвăн пирки мĕнпур кăтартăва пĕлтермелле- çке: пурлăх, судпа айăпланни е айăпланманни çинчен, çавăн пе¬кех кăмăллах мар ытти самант пирки те манма юрамасть. Çакăн¬та вара халăх суйланă çын пу¬лас тĕллевлĕ хăшпĕр кандидатăн тĕлĕнмелле склероз паллисем палăраççĕ. Партисен федераци шайĕнчи списокĕсем таса-ха, ре¬гионсенче вара питех те кăсăклă вăрттăнлăхсем çиеле тухаççĕ.

10 кандидат унччен судпа ай¬ăпланнă

Тĕслĕхрен, "Справедливая Россия", РФКП тата РЛДП Пат¬шалăх Думин депутатне суйлан¬ма тăратнă кандидатсен парти списокĕсенчи пĕтĕмĕшле йышăн 1/3 яхăн пайĕ хăйсен хăшпĕр пур¬лăхне кăтартма "маннă". Манăçу степенĕ тĕрлĕ. Банкри шут çинчи 22000 тенкĕрен /ку укçа пирки çын чăнласах аса илмессе пултарнă/ пуçласа гаражсем, çĕр лаптăкĕ¬сем, хаклă хваттерсем, акцисем тата предприятисенчи тÿпесем таран. Яваплăх тĕрлĕ пулма пул¬тарать. Анчах çакă "çын матери¬алĕн" пахалăхне питех те лайăх кăтартать.

"Меллĕ мар" фактсем-и?

Шута ан илĕр!

Общество питех те кăсăкла¬накан тепĕр тема — хăшпĕр кан¬дидат судпа айăпланни. Паллах, унчченех явап тытнă. Паллах, айăплав вăхăчĕ иртнĕ. Саккун¬па килĕшÿллĕн çыннăн мĕнпур правине тавăрнă, çав шутра — депутата суйланмалли правă¬на та. Анчах суйлавçă çакнаш¬кал кандидата мĕнле хакла¬ни — урăх калаçу. Ан тив, саккун тĕлĕшĕнчен судпа айăпланни иртнĕ пултăр, анчах халăх био¬графийĕсем ултавшăн, укçана тăкакласа пĕтернĕшĕн, вăр¬ланăшăн, элек сарнăшăн, на¬лук тÿлессинчен пăрăннăшăн, çăмăлттайлăхшăн, çавăн пекех кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен иккĕ¬ленÿ çуратакан ытти преступле¬нишĕн айăпланипе вараланнă çынсене шанĕ-и?

Хăйсен ретĕнче çавнашкал "таса мар" биографиллĕ çынсем пуласран политика партийĕсен хăйсен сыхланмалла пек ĕнтĕ. Хăшĕсем çапла тăваççĕ те. Ка¬лăпăр, РЛДП кандидачĕсен хуш¬шинче судпа айăпланнă çын ту¬пăнчĕ тĕк — регионти коорди¬натор должноçсăр юлма пулта¬рать. Çакна Жириновский хăй çирĕп сăнаса тăрать. Унччен суд-па айăпланнисем "Единая Рос¬сия" ретĕнче те çук: парти рет¬сен тасалăхне малтанхи сасă¬лава хатĕрленнĕ тата ирттернĕ тапхăртах, çав шутра "Канди¬дат" проекта пурнăçланă чухне тĕплĕ тĕрĕсленĕ. РФКП Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депу¬тачĕ пулма тăратнă кандидатсен хушшинче вара çавнашкаллисем виçĕ çын иккен.

Çапах чăваш коммунисчĕ¬сем те пÿрнепе тĕллесе кăтар¬тма пултараççĕ. "Справедливая Россия" партин "судпа айăплан¬нă" паллăллисем — çичĕ канди¬дат. Кунта судпа айăпланнине кă¬тартма "маннă", çак сăлтава пула суйлав умĕнхи кĕрешÿрен тух¬са ÿкнĕ пĕр кандидат кĕмен-ха. Сисчĕвлентерекенни вара пул¬нă. Икĕ çул каялла уйрăмах пысăк виçепе укçана кĕсьене чикнĕшĕн тата тăкакласа пĕтернĕшĕн пĕр банк сотрудникĕ тĕлĕшпе айă¬плав тăратнă, банкра ĕçленисĕр пуçне вăл Патшалăх Думине Чăваш Енрен суйланă депутат- справоросс пулăшуçи те пулнă.

Çавăн чухне унран хăвăрт ют¬шăнчĕç — пирĕн мар... Урок усса кайман иккен, халĕ те саккунпа урлă пулни çак партире ăнăçлă политика карьери тума чăрман¬тармасть пулас. "Ман шутпа — патшалăх интересĕсемшĕн кĕре¬шетпĕр тесе пĕлтерекен парти¬сен хăйсем тăратакан кандидат¬сен списокĕсене йĕркеленĕ чухне питĕ тимлĕ тата яваплăрах пул-малла", — тенĕччĕ Правитель¬ство çуртĕнчи пĕр канашлура Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комис¬сийĕн председателĕ Александр Цветков.

Тепĕр тесен юлашки сăмаха суйлавçă калама тивĕç. Кĕтмел¬ли нумай юлмарĕ.

Сăмах май, кандидат хăй судпа айăпланни çинчен кала¬кан информацие пытарнă тăк — ку ăна суйлав кĕрешĕвне хут¬шăнмашкăн регистрацилеме хирĕçлемелли сăлтав пулса тă-рать.

/"Аргументы и факты" -

Чувашия"/.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.