Çĕнĕ шкул уçăлчĕ
Ĕнер Комсомольски районĕнчи Чăваш Элпуç ялĕнче çĕнĕ шкул хута кайрĕ. Ăна уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.
Вĕренÿ учрежденийĕ 165 ачана тата шкул çулне çитмен 40 пепкене йышăнма хатĕр. Обьекта тума 159 млн тенкĕ укçа тăкакланă. Аса илтерер, малтанхи çулсенче вĕренекенсем Явăш ялĕнчи шкула çÿренĕ. Вăл кивĕ, йывăçран хăпартнăскер пулнă. Вĕренĕве 2012-2020 çулсенче аталантармалли патшалăх программи вара ун вырăнне çĕнни çĕклеме май панă.
Унта паха пĕлÿ, воспитани илме пĕтĕм услови пур: пĕрремĕш хутра 70 ача ларса апатланмалли пÿлĕмпе столовăй, спортпа мероприятисем ирттермелли залсем, кĕçĕннисем валли вĕренÿ класĕсем, медицина пÿлĕмĕсем вырнаçнă. Иккĕмĕш хутра - вĕренÿ кабинечĕсем, библиотека тата ытти те. Шкул çумĕнче стадион, гимнастика, баскетбол тата волейбол площадкисем йĕркеленĕ, хоккейла выляма та май пур.
Паянтан çĕнĕ шкулта 105 ача /Чăваш Элпуç, Явăш, Хирти Мăрат, Хумри Выçли ялĕсенчен\ вĕренме тытăнать, çав шутра 16-шĕ пуçласа парта хушшине ларать.
Чăваш Ен ертÿçи палăртнă тăрăх – республикăра çулсерен пĕрер-икшер шкул хута кайĕ. Вĕренĕве аталантармалли стратегипе килĕшÿллĕн вунă çулта 32 çĕнĕ шкул тума е тĕпрен юсама палăртнă. Тĕллеве пурнăçлама 12,5 млрд тенкĕ уйăрнă.