Налук калăпăшĕ ÿсĕмлĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертÿçипе Марина Петровăпа курнăçнă. Тĕлпулура тĕрлĕ шайри бюджетсем валли налук пухассипе çыхăннă лару-тăрăва тишкернĕ, çулталăклăх прогноза сÿтсе явнă. Çавăн пекех тÿрĕ кăмăллă мар налук тÿлекенсемпе ĕçлес ыйтăва пăхса тухнă
"Экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăр Налук службин управленийĕ тухăçлă ĕçлет. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2016 çулхи çичĕ уйăхра налук тÿлевĕсен виçине ÿстерме пултарнă. Республикăн 2017-2019 çулсенчи бюджечĕпе ĕçленĕ май пире тăкаксене тĕрĕс пайламашкăн эсир тĕплĕ шутласа палăртнă прогноз кирлĕ", — тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Марина Петрова кăрлач-утă уйăхĕсенче республикăн пĕрлехи бюджетне налуксене 14,2 миллиард тенкĕ хывнине палăртнă — иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 1,3 миллиард тенкĕ ытларах. Ÿсĕм — 10% патнелле. "Эпир кăçалхи тăхăр уйăх валли прогноз турăмăр. Шутласа пăхнă тăрăх — ÿсĕм 1 миллиард тенкĕ патнелле пулмалла. Çулталăк тăршшĕпе çак туртăма упраса хăварма тăрăшăпăр, çак самант тĕлне ку енĕпе хăрушлăх курмастпăр", — çирĕплетнĕ вăл.
Управлени ертÿçи республика Пуçлăхĕпе пĕрле ĕçленĕ май тивĕçлĕ комиссие чĕнсе итленĕ организацисенчен 50 миллион тенкĕ ытла хушма налук илни çинчен каланă. Михаил Игнатьев официаллă мар майпа ĕçлессипе, вăрттăн ĕç укçине легализацилессипе çыхăннă ыйтусене муниципалитетсенче халăхпа ирттерекен тĕлпулусенче те сÿтсе явнине аса илтернĕ.
Вăл республикăри организацисен яваплăха туякан ертÿçисене налук саккунĕсене çирĕп пăхăннăшăн тав тунă, ФНС управленийĕпе малашне те алла-аллăн ĕçлеме хатĕррине çирĕплетнĕ.
К.ИЛЬИН.