Комментари хушас

30 Çурла, 2016

Сасăлав саккунлă пултăр

Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕччен — РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕччен — вăхăт нумай юлмарĕ. Кандидатсен регистрацийĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ, суйлав кампанийĕ чăннипех çивĕч тапхăра кĕчĕ — агитаци пырать. Çак тапхăрта саккунлăх ыйтăвĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ, саккуна пăснипе çыхăннă яваплăх пирки аса илтерни те вырăнлă — Шупашкар районĕн прокурорĕпе Зельфинас КАРАМАПА шăпах çак тема тавра калаçрăмăр.

— Пулас депутатсен компетентлăхĕ, ячĕ-сумĕ шăпах граждансем сасăлава хастар хутшăннинчен, суйлавра тата унăн умĕнхи тапхăрта суйлавпа çыхăннă право хутшăнăвĕсене йĕркелекен саккунсене уянинчен килет, — терĕ Зельфинас Миннетагирович. — Çитес суйлав республикăн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ тата федерацин Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ çинчен калакан саккунĕсен никĕсĕ çинче иртет. Çак саккунсем суйлава хатĕрленмелли, кандидатсене тăратмалли, сасăлав умĕн агитацилемелли, сасăламалли, суйлав кăтартăвĕсене пĕтĕмлетмелли йĕркене, суйлав комиссийĕсен ĕçне, ытти ыйтăва уçăмлатаççĕ.

Суйлав саккунĕсене пăснăшăн федераци саккунĕсемпе административлă тата уголовлă яваплăх палăртнă. Вĕсем, федерацин суйлав прависен тĕп гарантийĕсем çинчен калакан саккунĕ, РФ Конституцийĕ 18 çул тултарнă кашни гражданин пуринпе пĕртан правăпа суйлава хутшăнма пултарассине гарантилеççĕ. Кашни гражданин, общество пĕрлешĕвĕсем кирек хăш кандидат майлă е хирĕç пĕр чăрмавсăр агитацилеме пултараççĕ.

Анчах кам та пулин граждансен ирĕклĕ сасăлавне чăрмантарать тĕк — УК 140 статйипе уголовлă майпа явап тытасси те часах. Саккуна пăснăшăн — 80 пин таран тенкĕлĕх штрафлаççĕ е çулталăк таран ĕçлесе юсанмалли айăплав палăртаççĕ. «Чăрмантарни» тенине мĕнле ăнланмалла-ха? Çак шутра — суйлавçă урăх вырăна куçнă май сасăламалли удостоверени илес, суйлав участокне пырас, суйлав бюллетенĕсене илес тĕлĕшпе кăларса тăратнă чăрмавсем, вăрттăн сасăлама май паманни тата ытти те.

Çапла чăрмантарни сутăн илнипе, ултавпа, ирĕксĕрленипе, вăйпа усă курнипе е унпа усă курассипе хăратнипе, çавăн пекех çын хăйĕн служба вырăнĕпе усă курнипе, чăрмантарнипе çыхăннă ĕçе ушкăнпа тунипе çыхăннă тăк — 5 çуллăхах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ е 100-300 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ. Суйлав ăнăçлă иртесси суйлав комиссийĕсенчен нумай килет. Çавна май вĕсен ĕçне витĕм кÿни те УК 140 статйипе уголовлă яваплăх патне илсе пырать — 4 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма, 80 пин тенкĕ таран е 200-500 пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ.

Унчченхи суйлавсем кăтартнă тăрăх — тĕпрен илсен агитаци мероприятийĕсен вăхăтĕнче саккун требованийĕсене пăсаççĕ. Çавăнпа та саккуна пăсасран сыхланса агитаторсене хăшпĕр саманта аса илтерни вырăнлă.

Саккун патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене, патшалăх е муниципалитет службинчи çынсене хăйсен должноç тивĕçĕсене пурнăçланă чухне, çар учрежденийĕсемпе организацийĕсене, ыркăмăллăх тата тĕн пĕрлешĕвĕсене, тĕн пĕрлешĕвĕсен представителĕсене тĕн йăли-йĕркине пурнăçланă чухне, суйлав комиссийĕсен членĕсене суйлав умĕнхи агитаци ирттерме, агитаци материалĕсем сарма чарать. 18 çултан кĕçĕнрех çамрăксене агитацие явăçтарма, çавăн пекех сасăлав кунĕнче тата ун умĕнхи кун агитацилеме юрамасть.

Мĕнпур кандидатăн агитаци ирттермелли условисем пĕрешкел пулмалла. Патшалăх тата муниципалитет организацийĕсен, патшалăх, муниципалитет пичет кăларăмĕсен редакцийĕсен, телекуравпа радион çавнашкал условисене тивĕçтермелле. Патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен кандидатсене пухусем йĕркелеме, суйлавçăсемпе тĕл пулма, митингсем, демонстрацисем ирттерме пулăшмалла.

Мĕнпур кандидатăн пичет тата ытти агитаци материалĕсем чăрмавсăр кăлармалли, сармалли право пур. Çав материалсенче вĕсене хатĕрленĕ организаци ячĕ, юридици адресĕ, вĕсене саккас панă организаци ячĕ /е çын ячĕ-шывĕ/, çавăн пекех тиража тата хăçан кăларнине кăтартакан информаци пулмалла. Вĕсене сарма пуçличчен агитаци материалĕсен экземплярĕсене тивĕçлĕ суйлав комиссийĕсене памалла. Çак условисене пăхăнмасăр материалсене сарма юрамасть.

Суйлав умĕнхи агитаци йĕркине пăхăннине суйлав комиссийĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ. Енчен те вĕсене «агиткăсем» сарнă чух йĕркене пăсни е суя материалсем сарни пирки асăрхаттарнă тăк — комиссисен çак ĕçе пÿлмелле, саккунсăр агитаци продукцине туртса илмелле.

Агитаци условийĕсене пăснăшăн та яваплăх пур. Тĕслĕхрен, юраман тапхăрта е юраман вырăнсенче агитаци ирттернĕшĕн граждансене — 1-1,5 пин, должноçри çынсене — 2-5 пин, юридици тытăмĕсене 20-100 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.

Çапла тума чарнă çынсем агитациленĕшĕн, çавăн пекех 18 çултан кĕçĕнрех çамрăксене агитацие явăçтарнăшăн та пуçран шăлмаççĕ: граждансене — 1-1,5 пин, должноçри çынсене — 2-3 пин, юридици тытăмĕсене 20-30 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ.

Çÿлерех асăннă требованисене пăсса агитаци материалĕсем хатĕрлени тата сарни те — административлă правăна пăсни. Кунашкаллишĕн те штрафсем палăртнă. Çавăн пекех саккунпа килĕшÿллĕн вырнаçтарнă пичет материалĕсене тĕп тунăшăн е çавнашкал материалсем çине çырнăшăн е ÿкернĕшĕн те штраф тÿлеттереççĕ.

Сасăлав вăхăтĕнче те йĕркене пăсасси пулма пултарать. Саккунпа килĕшÿллĕн кашни суйлавçă хăй тĕллĕн сасăлать, урăх çыншăн сасăлама юрамасть. Сасăлава хутшăнакансене суйлав докуменчĕсене паспорт е ăна улăштаракан урăх документ кăтартсан параççĕ. Суйлавçă хăй /е вăл килĕшнипе участокри суйлав комиссийĕн членĕ/ суйлавçăсен списокĕнче паспорт серийĕпе номерне çырать. Хăйсен тĕллĕн алă пусма, бюллетеньре паллă тума пултарайманнисем комисси членĕн, кандидатăн шаннă çыннин, сăнавçă мар урăх суйлавçă пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ.

Суйлав комиссийĕн членĕсем урăх çыншăн е пĕр хутран ытларах сасăлаттарас тĕллевпе суйлав бюллетенĕ панăшăн административлă майпа явап тытаççĕ — 2-3 пин тенкĕ. Асăннă тĕллевпе суйлав комиссийĕнче бюллетень илнĕ гражданин та яваплăхсăр юлмасть: штраф — 1,5-3 пин тенкĕ.

Ултав, суя суйлав докуменчĕсем хатĕрлени, сасăсен шутне ятарласа тĕрĕс мар шутлани обществăшăн уйрăмах хăрушă. Суйлав комиссийĕн членĕсем, суйлав пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, суйлавçăсен ушкăнĕсем, кандидат е унăн представителĕ суя документсем — суйлавçăсен списокĕсене, алă пусмалли хутсене тата ыттисене — хатĕрленине палăртсан уголовлă яваплăхран пăрăнаймĕç. Штраф виçи те пысăк — 100-300 пин тенкĕ. Е 4 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Сасăлав кăтартăвĕсене улталаса пĕтĕмлетнĕшĕн — «ытлашши» бюллетеньсене шута илнĕшĕн, суйлавçăсен вырăнне алă пуснăшăн, бюллетеньсене пăснăшăн тата тĕп тунăшăн, сасăсене пĕлсе тăрсах тĕрĕс мар шутланăшăн, сасăлава пĕтĕмлетекен протокола пĕлсе тăрсах тĕрĕс мар хатĕрленĕшĕн тата ыттишĕн — суйлав комиссийĕсен членĕсене уголовлă майпа явап тыттарса 200-500 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ е 4 çул таран ирĕклĕхсĕр хăвараççĕ.

Суйлав — пысăк пĕлтерĕшлĕ политика мероприятийĕ — саккунпа килĕшÿллĕн иртессе, суй­лавçăсем сасăлава хастар хутшăнасса шанатпăр.

Николай ДМИТРИЕВ

ыйтса пĕлнĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.