Комментари хушас

25 Çурла, 2016

Богомол — кунта та пур

Хулари паркра çутă симĕс тĕслĕ, тăсланкă шăрчăк евĕр кăпшанкăна темиçе те асăрхарăм. Шкул ачисем ăна богомол терĕç. Халиччен пирĕн тăрăхра çак кăпшанкăна асăрхаман. Тĕплĕнрех ун çинчен пĕлес килет.

Виктория УТКИНА

Çĕрпÿ хули.

Кăçал ăшă çанталăк вăрах тăрать. Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕччен шăрăх çанталăк тăнине астумастăп та. Помидор-хăяр та ăшă çанталăка кура кăмпа чирĕсемпе питех аптăрамарĕ. Пахчаçимĕç аван пулни савăнтарать.

Çанталăк ăшăтса пынине палăртаççĕ ăсчахсем. Çавна пула-ши пирĕн тăрăхра халиччен тĕл пулман чĕрчунсем, ÿсен-тăран курăнкала пуçларĕç? Пахчаçăсем те ăшша кăмăллакан абрикоса, черешньăна, иçĕме çитĕнтерме пикенеççĕ.

Пирĕн тăрăхра халиччен курăнман Богомол та çанталăк ăшăтнипех çыхăннă-тăр. Çак кăпшанкăна çулланнă çынсем те уйăраймаççĕ, шăрчăк тесе палăртаççĕ. Анчах богомол пачах урăх «шăрчăк».

Хăйĕн ятне çак кăпшанкă кĕлеткине çĕклесе, малти урисене çÿлелле тытса тăма кăмăлланине кура тивĕçнĕ. Богомол кÿлепи турра кĕл тăвакана аса илтернине кура Европăра ăна Mantis religiosa тесе палăртнă. Çак кăпшанкă хăйнеевĕрлĕхне пула чылай халăхăн мифĕсемпе халапĕсенче сăнарланнă. Китай çыннисем ăна тÿрĕлĕхпе, хапсăнчăклăхпа çыхăнтарнă, грексем вăл çут çанталăк улшăнăвне пĕлсе тăрать тенĕ. Бушменсемшĕн богомол — чеелĕхпе çаврăнăçулăх сăнарĕ, тĕрĕксем Меккăна чыслать тенĕ.

Богомол — самаях пысăк кăпшанкă 6-9 см çитет. Ăшă вырăнсенче, лайăх условисенче шултрарах пулать. Тĕсĕ — тĕрлĕрен, пирĕн тăрăхра — шуранкă симĕс, сарă симĕс. Вăл йĕри-таврари тĕссемпе хутшăнса каять. Турат çинче лараканскерне асăрхама çăмăлах мар. Пуçĕ — виçкĕтеслĕх пек, 1800 пăркаланать, малти урисем вăйлă аталаннă. Богомол — кăпшанкăсемпе тăранса пурăнать /хищник/. Унăн тăватă çунат, анчах ытларах вăрăм урисемпе чупать, вĕçме юратсах каймасть. Вăл ытлашши куçса çÿремест, пысăк йышпа пурăнмасть. Малти урисене çÿлелле çĕклесе вăрах тăрать — /шăпах çакă богомол ята илме пулăшнă/. Ку пулас «апата» кĕтсе тапăнма хатĕрленекен мел. Богомолăн апачĕ вăрăмтуна, шăна, таракан, сăпса-вĕлле хурчĕ, хурт-таракан, тĕрлĕ нăрă-кăпшанкă. Тепĕр чухне тин çеç тухнă пĕчĕк шапасемпе калтасем те ун «аллине» çакланаççĕ. Паллах, богомол ытларах вĕтĕ «апата» кăмăллать. Калта-шапаран асăрханать, мĕншĕн тесен хăй сунарçăран лешсен апачĕ пулса тăма пултарать-çке. Апат çителĕклĕ тĕк хăй ĕмĕрне богомол ик-виç йывăçран ытла куçмасăрах ирттерет. Йывăç хушшинче уйăрма йывăр пулин те час-часах унпа кайăксем апатланаççĕ. Çунатлă агрессортан хăтăлма ăна вăрăм урисем те икĕ мăшăр çуначĕ те пулăшаймаççĕ.

Богомолăн «туй» вăхăчĕ çулла вĕçĕ, кĕркунне пуçламăшĕ. Аçисем кĕр енне амисене шырама пуçлаççĕ. Тупнă хыççăн ама умĕнче хăйнеевĕр ташша кăтартаççĕ. Ку ташă ăна ама тапăнасран паллашма кирлĕ-мĕн. Пĕтĕленнĕ ама 50-200 çăмарта хурать. Вĕсене ятарлă шĕвекпе витет, шĕвек хытса капсула пулать. Лайăх хĕл каçсассăн çуркунне «пÿртрен» çунатсăр личинкăсем тухаççĕ. Вĕсем вĕтĕ трипссемпе, курăк пыйтисемпе тăранса пурăнаççĕ. Çу каçипе кĕркуннеччен ÿссе çитсе çĕнĕ ăру хăвараççĕ те сивĕсем килсен шăнса пĕтеççĕ.

Богомолсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Ăсчахсем вĕсен 200 ытла тĕсне палăртаççĕ. Уй-ир ĕçĕнче хими наркăмăшĕпе усă курни богомолсене самах сиенлет. Пирĕн тăрăхра богомола ĕрчеме йывăртарах условисенче пушшех те, çак кăпшанкăна хÿтлĕхе илмелле. Вăл — сад-пахча санитарĕ.

Э.ИВАНОВА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.