Комментари хушас

29 Пуш, 2014

Çăлăнăç кÿрекен тормоз

Çулсем çинчи инкексен тĕп пайĕ - транспорт хатĕрĕсем çапăнни тата çуран çынсене таптани. Аварисемшĕн тĕпрен илсен водительсем яваплă: вĕсен айăпĕпе Раççейре пĕлтĕр 180 пине яхăн инкек пулнă, çав аварисенче 23 пин ытла çын вилнĕ, 235 пин çын суранланнă. Çуран çынсем нумайăн шар кураççĕ.

Республикăра пулнă аварисен 35-40% - шăпах çуран çынсене таптанă тĕслĕхсем. 2013 çулта çавнашкал 722 инкек пулнă - 87 çуран çын пурнăçĕ татăлнă, 673-ĕн аманнă. Кашни виççĕмĕш тĕслĕх çынсем çул урлă каçакан вырăнсенче пулнă.

Шелсĕр статистика

Ыйту çивĕчлĕхĕ куç кĕрет. Çавăнпах ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕ ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен «Тормоза пус!» социаллă кампани ирттерет. Çак тапхăрта ача сачĕсенче, шкулсенче, вузсенче хăрушсăрлăхпа çыхăннă тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Çулсем çинчи йĕркелĕх хуралçисем журналистсене те çак ĕçрен айккинче хăвармарĕç - иртнĕ ытлари кун Пĕтĕм Раççейри автомобилистсен обществин Чăваш Енри уйрăмĕн автошкулĕнче хăйне евĕрлĕ тĕл пулу иртрĕ. Ку çеç те мар: массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем руль умне ларса тормоза вăхăтра пуснин пĕлтерĕшĕ пысăккине хăйсем курса ĕненме пултарчĕç.

Асăннă кампани Раççейĕпех пырать. Мускавран «Хăрушлăхсăр çул çÿрев» эксперт центрĕн представителĕсем те килнĕ. Чăннипех интереслĕ калаçу пулчĕ. ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов пĕлтернĕ тăрăх - республикăра çулталăк пуçламăшĕнчи икĕ уйăхра 232 авари пулнă, вĕсенче 26 çын вилнĕ. Юлашки цифра пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен чылай пĕчĕкрех пулин те ПАИ ертÿçи ĕç-пуç çивĕччине пытармасть. Водительсем руль умне çав-çавах ÿсĕрле лараççĕ, вĕсен айăпĕпе 13 авари пулнă. 49 инкекшĕн çуран çынсем хăйсем айăплă - çав аварисенче 7-ĕн вилнĕ. Вĕсем юраман çĕрте çул урлă каçнă чух шар кураççĕ, водитель кĕтмен çĕртен çул çине тухса тăраççĕ. Ÿсĕрсем тенĕрен, эрех ĕçнĕ хыççăн транспорт хатĕрĕпе çула тухма шикленменнисем ытла та нумай - ÿсĕр пулнăшăн е медицина тĕрĕслевне кайма килĕшменшĕн 820 водителе тытса чарнă.

Хăрушлăха хирĕç - пурте пĕрле

Владимир Геннадьевич та водитель тормоз педальне вăхăтра пуснин пĕлтерĕшĕ питех те пысăккине палăртать. Шел те, руль умне ларакансенчен нумайăшĕ машинăна тăруках чарма пĕлмест - хăнăхман. Автошкулсенче те унашкаллине вĕрентмеççĕ. Тĕттĕм чухне транспорт хатĕрĕ умĕнче çуран çын е пĕр-пĕр чăрмав кĕтмен çĕртен курăнса кайма пултарать - çакăн пек чухне нумай водитель çухалса каять. Кăтартăвĕ - çынсен вилĕмĕ. Çул йĕпе, пăрлак чухне хăрушлăх пушшех ÿсет. Çийĕнчен - машина хăвăртлăхĕ пысăк пулсан...

Çавăнпах ПАИ хăвăртлăха виçекен фотофиксаци приборĕсен шутне ÿстерме тăрăшать. ЧР транспорт министрĕн çумĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх - кăçал республикăра тата 40-е яхăн çавнашкал прибор лартасшăн. «Хăрушлăхсăр хула» программа та çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетмешкĕн пулăшма тивĕç.

Инкеке лекнисен пурнăçне сыхласа хăварас тĕлĕшпе вăхăтра медпулăшу кÿни пĕлтерĕшли паллă. Сывлăх сыхлавĕн министерствин пай пуçлăхĕ Евгения Гурьянова палăртнă тăрăх - Чăваш Енре аварисенче шар курнисене медпулăшу кÿме виçĕ шайлă тытăм туса хунă. Сурансен йывăрлăхне кура вăл е ку медучреждение леçеççĕ. Паллах, тепĕр чухне инкек хăш территорире пулнине те шута илме тивет - районăн е хулан çывăхри больницине ăсатаççĕ. Çапах кун пек тĕслĕхсенче те квалификациллĕ врачсемпе консультаци йĕркелес тĕлĕшпе чăрмав çук. Пулăшу кÿмелли тĕслĕхсен 90% васкавлă медпулăшу вырăна вăхăтра /20 минут таран/ çитет. Анчах, шел те, автоаварисенчи вилĕмсен 60% медиксем пырса çитиччен пулать. Кăçал министерство аварисенче шар курнисене пулăшмалли программăна хутшăнса тивĕçлĕ медоборудовани илĕ - çакă ĕçре пулăшмаллах.

Чăваш Енри автомобилистсен федерацийĕн техдиректорĕ Юрий Иванов иккĕленмест: пурте усă куракан çулсем çинче ашкăнас вырăнне ятарлă трассăсем çинче «пăс кăларса яни» лайăхрах. Федерацин çавнашкал икĕ трасса пур. Хĕлле Шупашкар заливĕнче те пăр трасса çине тухма пулать. Автомобиль спорчĕ республикăра та аталанса пырать.

Унччен чылай сахалрах пулнă, юлашки çулсенче вара федераци çуллен автомобилистсен 10-12 ăмăртăвне ирттерме мехел çитерет. Кăçал пĕтĕм Раççейри ăмăрту турне те йĕркелеме пултарнă. Ю.Иванов çамрăксем çак спортпа ытларах та ытларах туслашнине хавхаланса палăртрĕ.

Вилĕм - темиçе сантиметрта

«Тормоза пус!» акци валли ятарлă видеофильм та ÿкернĕ. Ÿкерĕве Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери автомобилистсен ăмăртăвĕсен чемпионĕн ятне темиçе хут та тивĕçнĕ Михаил Алешин пилота явăçтарнă. Вăл ку енĕпе чăн-чăн ăста ĕнтĕ, анчах тормоза вăхăтра пусасси уншăн та çăмăл мар иккен. Хăйне евĕрлĕ сăнав йĕркелÿçисем услови палăртаççĕ: пĕр 100 метрта конус евĕр чăрмав лартаççĕ - вăл çуран çынна «сăнлать». Пилотăн машинăна лармалла та хăвăртлăха çак дистанцире май пур таран ÿстермелле, хайхи «çуран çын» патне çывхарнă май тормоза пусмалла. Май пур таран ун патне çывăхрах чарăнмалла, анчах конуса «таптама» юрамасть.

Акă Алешин руль умне вырнаçрĕ, хускалчĕ... Хăвăртлăх самай пысăк - тормоз! Кустăрмасем асфальт тăрăх шăхăрса малалла шăваççĕ, машина бамперĕпе хайхи конуса пырса çапнă хыççăн тин чарăнчĕ... Иккĕмĕш дубль: каллех çавнашкал ÿкерчĕк. Виççĕмĕшĕнче тин автомобиль конус патне çитиччен маларах чарăнчĕ. Вăт, мĕнешкел ăстасем те тормоз çулĕн тăршшĕне тĕп-тĕрĕс палăртаймаççĕ те - ахаль водительсем пирки мĕн калаçмалли?

Ахаль водительсем вара, журналистсем, çак сăнава автошкул автодромĕнче хăйсем те хутшăнчĕç. Çав шутра - çак йĕркесен авторĕ те. Кĕске инструктаж - руль умне вырнаçатăп. Раципе команда янăрать: хускал! Тапранатăп, пĕрремĕш передача, иккĕмĕш... Дистанци вăрăм мар та - виççĕмĕш çине куçса ĕлкĕрме çук, тормоза пусмалла... Пусатăп! Кустăрмасем çухăраççĕ - автомобиле шел /тепĕр тесен вăл хамăн мар-ха.../, хайхи конус патне çитиччен темиçе метрта чарăнтăм. Çумри инструктор ăс парать: «Сцепление маларах пусрăн, ăна тормозпа пĕрле тин пусмаллаччĕ». Юрать, шута илтĕмĕр. Тепĕр хут хăтланса пăхар. Машина малалла ыткăнать - каллех тормоз. Ку хутĕнче конус патне çывăхарах чарăнтăм, çапах пур пĕр пĕтĕмпех ăнăçлă пулаймарĕ. Виççĕмĕш хутĕнче те çаплах пулса тухрĕ.

«Çуран çын» патне çитичченех чарăнтăм, эппин, никама та таптамарăм - çакă та аван», - хама çапла каласа лăплантармалли çеç юлчĕ. Журналистсенчен хăшĕ-пĕри вара авă конуса «таптама» та ĕлкĕрнĕ. Упражнение тунисенчен чи ăнăçли - ПАИ пуçлăхĕ Владимир Романов: вăл пĕрремĕш хутĕнчех машинăна конусран темиçе сантиметрта чарма пултарнă. Пĕлмен-туман автомобильпе вĕт - чăннипех тĕлĕнтерчĕ. Юрĕ-çке, вăл мар тăк - тата кам?

Ытла та вăрăм...  тормоз çулĕ

Интереслĕ сăнавсем вара çакăнпа кăна вĕçленмерĕç-ха. Мускавран килнĕ экспертсем тормозпах çыхăннă тепĕр сăнавпа та тĕлĕнтерчĕç. Машинăн сехетри хăвăртлăхĕ 20 километр. Ак çакăнта тормоз педальне тĕпне çитиччен тăруках пуссан вăл ăçта чарăнĕ? Паллах, пĕлместпĕр. Ну, пăхар-ха... Машина килет, тормоз... Кустăрмасем кусмаççĕ, анчах автомобиль пур пĕрех тормоза пуснă вырăнта чарăнмасть - инерципе малалла куçать. Икĕ метртан тин чарăнчĕ. «Вăт, хăвăрах шухăшласа пăхăр, 20 километрпа пырсан та çуран çын машина умĕнче тăруках курăнса кайсан транспорт хатĕрне тÿрех чарма çук», - комментари параççĕ Мускав эксперчĕсем.

Çак упражнениех автомобиль хăвăртлăхне 40 километр таран ÿстерсе туса кăтартрĕç. Хальхинче, паллах, кустăрмасем икĕ метр кăна мар, чылай ытларах шуса кайрĕç. Унтан - 60 километр. Тормоз çулĕ темиçе хут пысăкланчĕ. Хулара çÿреме юракан хăвăртлăх - шăпах 60 километр, вăт, çакнашкал хăвăртлăхпа пырсан «зебра» патне çывхарнă май ăна чакармасан инкек пуласси часах - водитель çул урлă каçма тăнă çынна асăрхасан та, тормоза пуссан та машинăна «зебра» çине кĕриччен чарса ĕлкĕреймĕ.

Çакна ĕнентерекен тепĕр упражнени те пулчĕ. Хулара транспорт юхăмĕ пысăк пулнă май машинăсем пĕр-пĕрин хыççăнах пыраççĕ, дистанци 5-6 метр кăна - кунашкал ÿкерчĕке куллен куратăн. Çакăнта хăрушлăх пур-и? Пур иккен - пысăк хăрушлăх.

Икĕ машина - пĕр-пĕрин хыççăнах хускалаççĕ. Малтин рулĕ умĕнче - эксперт, кайрине Автомобилистсен федерацийĕн ертÿçи Юрий Иванов тытса пырать. Унăн 5-6 метрлă дистанцие пăхăнса малти автомобильтен юлмалла мар. Йĕркеллех пыраççĕ. Кăштахран дистанци пысăкланчĕ - ăна тытса пыма ансат мар çав. Сасартăк малти машина чарăнчĕ. Хыçалтин водителĕ тепĕр самантранах çакна ăнланчĕ, тормоза пусрĕ, анчах... чарăнса ĕлкĕреймерĕ.

Владимир Романов тÿрех «ну, протокол çырар...» тесе шÿтлерĕ-ха, анчах, хăраса ан ÿкĕр, авари пулмарĕ. Экспертсем çапла пулма пултарассине малтанах пĕлнĕ ĕнтĕ, çавăнпа кайри машина малти хыççăнах мар, унпа юнашар йĕрпе пычĕ. Хулари çулсем çинчи пек хыççăнах пынă тăк, паллах, министр çумĕ эксперт автомобильне «купарчинчен» шаплаттаратчех. Питĕ лайăх урок: «Реакци валли, малти машина тăруках чарăннине асăрхаса тормоза пусмашкăн, водителе пĕр çеккунт кирлĕ. Çав вăхăтрах 5-6 метрлă дистанцие хыçа хăвармашкăн машинăшăн çур çеккунт та çителĕклĕ. Ку хăвăртлăх 20 километрпа танлашнă чухне кăна-ха. Хăвăртлăх пысăкрах тăк - çав вăхăт пушшех кĕскелет», - ăнлантарчĕç Мускавран килнĕ хăнасем. Пĕр сăмахпа, хăвăртлăха юранинчен ÿстерни - хăрушă, çавăн пекех транспорт хатĕрĕсен хушшинчи дистанцие ытла та пĕчĕк тытса пыни те аварипе вĕçленесси часах.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.