Комментари хушас

24 Çурла, 2016

Сăн-пит илемне сăнласа Катьăн чун илемне кăтартнă

Патăрьел районĕнчи Турханта çулсеренех иртекен Пĕтĕм тĕнчери пленэрта асра юлмалли яланах пулать. Кăçал, сăмахран, юбилейлĕ X пленэра пухăннă сăрă ăстисем хăйсен ĕçĕсенче чăваш хĕрарăмĕн илемне, сăпайлăхне кăтартнă. Ăна хĕрачаран пуçласа ватлăх тапхăрĕчченех сăнланă. Чи пахи тата ĕлккенни — чиперуксене чăваш кĕпипе капăрчăкĕсене тăхăнтартса ÿкернĕ. Самартан килнĕ Владимир Башкиров художник Тури Тăрмăшра çуралнă, Турхан шкулĕнче вĕренекен Катя Маштаковăна ÿкернĕ картина питех те ăнăçлă пулса тухнă. Ăна Марина Карягина поэт Фейсбук социаллă сетьре вырнаçтарнă. Ÿкерчĕке Сербире турккăлла тухакан «Туркчем» /«манăн турккă чĕлхи» тенине пĕлтерет/ ача-пăча журналĕн редакторĕ асăрханă, питĕ килĕштернĕ. Çапла вара чăваш хĕрачин портретне Европа журналĕн хуплашкинче пичетленĕ.

«Зуфар Гимаевăн ĕçĕ ытларах килĕшрĕ»

«Ку пленэрта хамăн ачасене тахçанах ÿкерттерсе пăхасшăнччĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ хам та сăрă тĕнчине мĕн ачаранпах кăмăллатăп. Шкулта вĕреннĕ çулсенче яланах редколлегире пулнă. Катьăн портретне ÿкерессине пĕлсен питĕ хĕпĕртерĕм. Ăна харăсах темиçе художник та сăнларĕ. Вĕсенче кашнинчех хĕрĕм сăнĕ тухрĕ. Кăçалхи сăрă ăстисен ĕçĕсенче ытти ача сăнне те куртăм. Катьăн портречĕ Европăри журнал хуплашкинче тухни вара пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. Ку хыпара илтсен, эй Турă, хам тăрăх сивĕ чупса кайрĕ! Тĕлĕнмелле вĕт», — хĕпĕртевне пытармарĕ Турхан шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Николаевна.

Эпир Тури Тăрмăшра, Маштаковсен тирпейлĕ те хăтлă килĕнче. Кăмакаран тин кăна тухнă хуплу шăрши сăмсана кăтăклать... Тăваттăмĕш класран «5» паллăсемпе кăна вĕренсе тухнă Катюша анатри чăвашсен çи-пуçне тăхăннă. Çакă, вулаканăм, маншăн питех те кăмăллă пулчĕ. Туслă çемьере паян кил хуçисĕр пуçне пурте килте-мĕн. Михаил Брониславович кÿршĕ республикăна тыр-пул пухса кĕртме кайнă. Таня, Павел, Настя, Катя тата вĕсен амăшĕ — пурте пĕрле сĕтел хушшине вырнаçрăмăр. Сиплĕ курăкран вĕретнĕ чейпе хуплу астивнĕ май пирĕн калаçу çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ.

«Эпĕ мĕн ачаранпах картлашка çума юрататăп. Тĕлĕкре те яланах хама картлашкапа хăпарнине куратăп. Халĕ хĕрсем мана çутармаççĕ ăна», — эпĕ вĕр çĕнĕ картлашкасене куç илмесĕр пăхнине сиссе ăнлантарчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Пирĕн калаçу Катюша пиркиех-ха. «Хĕрĕм кĕнеке вулама питĕ юратать. «Анне, ман валли кĕнеке илсе кил», — тет хăть ăçта кайсан та. Пукане те, ыттине те ыйтмасть. Астăватăп-ха: калаçма вĕренсенех ăна Патăрьеле кайсан пĕрремĕш кĕнеке — «Телефон» — туянса панăччĕ. Киле çитнĕ çĕре вуласа тухрĕ вăл ăна. Тепĕр кунхине пăхмасăр каласа пачĕ. Питĕ тĕлĕнтернĕччĕ вăл пире ун чухне. Садикре ăна ашшĕ-амăшĕ умĕнче те калаттарнă. Аслисем маттур тени сĕре хăпартлантарнă. Ун хыççăн сăвăсене тата ытларах хавхаланса вĕренме пуçларĕ. Сăвă туйăмĕ пур унăн. Мĕн пĕчĕкренех рифма тупмалла вылятпăр. Эпĕ сăвă йĕркисем пуçласа паратăп — вăл вĕçлет. Каярахпа туйма пуçларăм: ритмĕ те кăштах пур. Халĕ чăвашла та, вырăсла та сăвăсем çырать. Пĕрремĕш утăмсем кăна-ха вĕсем. Эпĕ сăвă вуланине итлеме юрататăп. Таня пирĕн вĕсене калама ăста», — паллаштарчĕ Елена Николаевна.

«Эпир художниксене чăваш тумĕ тăхăнса çăкăр-тăварпа кĕтсе илтĕмĕр. Мана çăкăр тыттарнăччĕ. Художниксем тепĕр кунхине чăваш кĕпи тăхăнса шкула пыма чĕнчĕç. Мана улттăн ÿкерчĕç. Пĕрремĕш кунхине 3 сехет ларма тиврĕ. Телее, кăшт уткаласа çÿреме ирĕк пачĕç. Хусан художникĕ Зуфар Гимаев ÿкерни кăмăла килчĕ. Унăн картини çинче эпĕ хам пекрех. Эпĕ ыттисен çинче те хитре, кашни ĕçĕнче тĕрлĕрен. Пĕри манăн кăмăла кăтартать, тепри — йăл куллăма, виççĕмĕшĕ шалти тĕнчене уçса парать. Владимир Башкировăн ĕçне «Туркчем» журнал пичетленине пĕлсен сĕре тĕлĕнтĕм. Чăваш тумне питĕ кăмăллатăп. Тухйи çинче миçе тĕрлĕ шăрçа та... Тенкисем те интереслĕ. Пĕчĕк чухнех чăваш çи-пуçне килте тăхăнса çÿреме юрататтăм», — пытармарĕ Катя Маштакова.

Вăл пленэр вăхăтĕнче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ художниксемпе туслашнă, вĕсене халалласа сăвă та çырнă. Ăна юлашки кунĕнче вуланă.

«Сăрă ăстисем шкулта пурăннă вăхăтра кашни каçах хăяр шăварма çÿреттĕмĕр. Пĕлÿ çурчĕ кĕрлетчĕ. Пушă шкула юратмастăп. Пленэр хупăннă хыççăн кайрăм та — никам та çук. Чунăм хурланса килчĕ, чутах йĕрсе яраттăм. Шкула шеллесе пăрахрăм. Эпĕ çынна ăсатма юратмастăп. Кайнă чухне çын чĕререн веçех илсе тухса кайнăн туйăнать. Катюша юлашки кунхине ÿкерĕнме кайса килчĕ те куçĕнче тунсăх палăрчĕ — чи çывăх юлташĕсемпе сывпуллашнă тейĕн. Тепĕр ирхине тăчĕ те: «Аннеçĕм, мĕнле сăлтав тупса шкула каям-ши? Манăн питĕ каяс килет», — терĕ. «Эсĕ ахаль те нумай хăналантăн, аван мар», — теме çеç пултартăм. Хăнасене сăйлас тесе хуплу пĕçерсе кайнăччĕ. Катерина 4 кун художниксемпе пулнă хыççăн самай улшăнчĕ. Зуфар Гимаев /Хусанти ÿнер шкулĕн директорĕ. — Авт./ ăна пĕрре те ахаль лартман, пуçватмăшсем туптарнă, задачăсем шутлаттарнă — хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа панă», — пĕлтерчĕ Елена Николаевна.

Елена Мылова ачисем Турхан шкулĕнче вĕреннĕшĕн хĕпĕртет. Кунта пултарулăха аталантарма мĕнпур услови пуррине палăртать. Ÿнер шкулĕ те ĕçлет, пленэр та иртет. Куншăн вăл Владимир Васильев профессора тав тăвать.

«Манăн ачасен пултарулăхĕнче тăвансен, тус-юлташăн, Шăхач ял çыннисен, Турхан шкулĕн вĕрентекенĕсен тÿпи те, тивлечĕ те пур. Вĕсем мана йывăр вăхăтра пăрахман, хавхалантарса, пулăшса пынă», — чунне уçрĕ Елена Николаевна.

«Туятăн-и: ачасем сана атте теççĕ, мĕн тери пысăк тивлет вăл»

«Эпĕ икĕ хĕрĕмпе упăшкаран çамрăклах тăлăха юлтăм. Миша та арăмне çухатнă. Ывăлне Павела пĕчченех ÿстеретчĕ. Çемье çавăриччен эпир нумай калаçрăмăр, чылай шухăшларăмăр. «Ачуна илсе килсе кăтарт-ха малтан, уншăн анне пулайăп-и?» — терĕм пĕррехинче Мишăна. Тĕрĕссипе, çемйине эпĕ хамшăн мар, ачасемшĕн турăм. Аслă хĕрĕм Таня ашшĕне сĕре юрататчĕ. «Атте пулсанччĕ пирĕн», — тунсăхлатчĕ ялан. Çакна та асрах тытрăм. Миша Павела Шăхача илсе пычĕ. Ун чухне эпир йывăç пÿртре пурăнаттăмăр. Арçын ача ман çумран каймарĕ те. Кĕç чĕрçи çине «мама» тесе упаленсе хăпарчĕ. Мĕнле килĕшмĕн амăшĕ пулма? «Эпĕ ниçта та каймастăп, кунтах çывăрма юлатăп», — терĕ киле кайма вăхăт çитсен. Ун чухне вăл 5 те тултарайманччĕ. Пĕрлешрĕмĕр вара. Çут тĕнчене Катя килчĕ. Асли Таня халĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлÿ илет. Павел — 11-мĕшне, Настя — 10-мĕшне, Катя 5-мĕш класа куçнă. Павелпа Настя садикре йĕкĕреш пекех çÿрерĕç. Телее, ачасем пĕр-пĕринпе питĕ туслă. «Эй!» тенине кăна илтес марччĕ. Миша ачасене шутсăр юратать. Тĕпренчĕкĕмсем те ун патнелле туртăнаççĕ. Пĕрре шкултан килтĕм те — кухньăра Таньăпа Миша шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлеççĕ. Упăшка — çĕрулми, Таня кишĕр шуратать. Эпĕ вăрттăн итлесе тăтăм. Таня темле хăй сисмесĕрех атте терĕ. Ун чухне вăл 1-мĕш класс ачи кăначчĕ. Вĕсем хăйсемех пĕр чĕлхе тупнишĕн питĕ савăнтăм. «Туятăн-и: сана ачасем атте теççĕ, мĕн пысăкăш тивлет, яваплăх вăл. Эпĕ вĕрентмен вĕсене, хăв тивĕçлĕ. Çак ята вĕçне çитичченех йăт ĕнтĕ», — терĕм. Вăт пурăнатпăр çапла», — паллаштарчĕ Елена Николаевна.

Елена Мылова вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет пулин те чăваш йăли-йĕркине, культурине çав тери хисеплет, наци кĕпине тăхăнма юратать. Хăйне ятăн чăваш кĕпи те çĕлетнĕ. «Катьăн та пур-ха вăл. Аслă хĕрĕмсене те çĕлетсе памалла. Чăваш хĕрарăмĕсенчен халĕ те тĕлĕнсе пурăнатăп. Çак чăваш кĕпиех маншăн питĕ тĕлĕнмелле япала. Ăна, икĕ аркăллăскере, мĕнле ăслă хĕрарăм шухăшласа кăларнă-ши? Çÿлерехри арки лайăхрах упранать, аялти арки вăхăт иртсен кивелет. Ăна илсе пăрахса çÿлерехрине куçарса çĕнĕ аркă тума пулать», — шухăшне палăртрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Пирĕн калаçу Катя патнех çитрĕ. Вăл чĕрчунсене питĕ юратать-мĕн, ветеринар пулма ĕмĕтленет. Сăввисене те чĕрчунсене халаллать. Çавăнпах çемье Ромашка ятлă лаша усранă. Халĕ вара ăна хапха умĕнче тăракан «тимĕр лашапа» улăштарнă. Вăл хĕлле апат ыйтмасть. Таня та, Павел та унпа çÿреме хăнăхаççĕ. Елена Мылова ачасем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнччăр, сывă та таса пулччăр тет. Кунтан пахи тата мĕн пултăр?..

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.