Комментари хушас

29 Пуш, 2014

Семен Ислюков тата республикăн «кĕмĕл ĕмĕрĕ»

Семен Матвеевич Ислюков 1915 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Тутар Республикин Теччĕ районĕнчи Чăваш Таяпи ялĕнче çуралнă.

Ĕç биографине вăл 1932 çулта Теччĕ районĕнчи Ивановка ялĕнчи пуçламăш шкул заведующийĕпе учителĕнче вăй хунинчен пуçланă. 1939 çулта Хусан юридици институтне пĕтерсен Семен Ислюкова вĕренÿ отличникĕ тесе аспирантурăра хăварнă. Анчах ăна çав çулхи чÿк уйăхĕнчех партин аслă шкулне вĕренме янă. Унта пĕлĕвне тарăнлатнă чухне каччă кандидат диссертацийĕ те çырнă - ăна каярахпа, 1950 çулта, Общество наукисен академийĕнче тавра курăмне анлăлатнă тапхăрта, хÿтĕленĕ, юридици ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă.

Семен Матвеевич 1941 çулхи çурла-раштав уйăхĕсенче ВКП/б/ обком лекторĕнче ĕçленĕ, унтан ăна партин Чăваш обкомĕн виççĕмĕш секретарьне суйланă. 1955 çулхи нарăс уйăхĕнче ЧАССР Министрсен Канашĕн Председателĕн должноçне шанса панă. Çав çулхи чÿк уйăхĕнче парти обкомĕн пĕрремĕш секретарьне уйăрса лартнă, унта вăл 1968 çулччен тăрăшнă. Шăпах çав çулсенче С.Ислюковăн вăйлă йĕркелÿçĕ тата лидер пултарулăхĕ уççăн палăрнă. Унăн ĕç-хĕлĕн çак тапхăрне республикăн «кĕмĕл ĕмĕрĕ» теççĕ. Акă мĕншĕн.

Çав çулсенче Чăваш Енре С.М.Ислюков пуçарăвĕпе республикăна талккăшĕпех электрификацилес тата индустриализацилес ĕç пурнăçланнă. Регионра промышленноçăн çĕнĕ отраслĕсем йĕркеленнĕ, электротехника промышленноçĕн предприятийĕсен ушкăнне туса хунă. Çапла вара Чăваш Ен çĕр-шывăн аталаннă регионĕсен йышне кĕнĕ тата электротехника промышленноçĕн центрĕсенчен пĕри пулнă. Ял хуçалăхĕнче те пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулса иртнĕ. Культура тытăмĕ пирки те çавнах каламалла. С.Ислюков интеллигенци представителĕсемпе тăтăшах тĕл пулнă. Культурăпа искусствăра çĕр-çĕр çĕнĕ ят çуралнă, вĕсенчен хăшĕ-пĕри тĕнче шайĕнче палăрнă. Семен Матвеевич хăй вăхăтĕнче пулас космонавт Андриян Николаев пирки татăклă сăмах каланă. Вăл тĕнче уçлăхне хăпарсан чăваш халăхĕ пирки пĕтĕм тĕнче пĕлме пуçланă.

Семен Ислюков хăвăрт аталанакан региона техника çĕнĕ кадрĕсем кирлине аван ăнланнă. Унăн пуçарăвĕпе 1960 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш электротехника ăслăлăх-тĕпчев институчĕ йĕркеленнĕ, каярахпа ăна пĕтĕм çĕр-шывĕпех ВНИИР пек пĕлме пуçланă. 1961 çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Семен Матвеевич çине тăнипех Мускав энергетика институчĕн Атăлçи филиалне уçнă, унта республика тата çĕр-шыв предприятийĕсем валли специалистсем хатĕрлеме пуçланă. Семен Ислюков тата филиал директорĕ Анатолий Федоров профессор пĕрле килĕштерсе ĕçленĕрен аслă шкулăн пурлăхпа техника çирĕп никĕсне туса хума май килнĕ, нумай хутлă 10 корпус, студентсем валли общежитисем хăпартнă. Филиал электротехника промышленноçĕн предприятийĕсене кадрсемпе тивĕçтерессин çивĕч ыйтăвĕсене кĕске вăхăтрах татса панă: 5 çулта 412 инженер вĕрентсе хатĕрленĕ.

Асăннă филиал никĕсĕ çинче хăй тĕллĕн ĕçлекен техника аслă шкулĕ те йĕркелеме май килнĕ. Анчах, С.М.Ислюков шухăшĕпе, республикăна университет кирлĕ пулнă. Çавна май вăл 1967 çула пĕтĕмпех Чăваш патшалăх университетне уçас ĕçе халалланă, тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтернĕ. СССР Аслă вĕренÿ министерстви Чăваш Енре университет уçмашкăн кирлĕ условисем çук тесе шухăшланă. Семен Матвеевичăн çак ыйтупа КПСС Тĕп комитетне кайма тивнĕ. Унти ятарлă уйрăм та республика ертÿлĕхĕн пуçарăвне пит кăмăллăнах йышăнман. Пĕрремĕш секретарĕн КПСС ТК политбюровĕн членĕсене ЧПУ уçни кирлех тесе ĕнентерес тесе çине тăма тивнĕ: вăл хăйне кирлĕ визăсăр ниçта та каймассине пĕлтернĕ. Ку визăна кун вĕçĕнче çеç панă, ăна ыйтупа пĕрле КПСС ТК генеральнăй секретарĕ Л.И.Брежнев патне çитернĕ. Политбюро Чăваш Енре университет уçма ирĕк панă, СССР Правительствине тивĕçлĕ хушусем çитернĕ. Çапла вара Чăваш патшалăх университечĕн идея хавхалантаруçи С.М.Ислюков пулнă. ЧПУ ертÿлĕхĕ «Университет аталанăвне тÿпе хывнăшăн» медале çирĕплетсе тĕрĕс тунă, ку наградăна Семен Матвеевича 2013 çулта /вилнĕ хыççăн/ панă. Хастар çыннăн ЧПУна уçас ĕçри пуçарулăхĕ пирки пурте пĕлмеççĕ, çавăнпа та, пирĕн шухăшпа, çакăн пирки университетра курăнакан вырăнта асăнмалăх çырса хуни пулсан аван.

Семен Ислюков республикăн тĕп хулин аталанăвне те тимлĕн сăнаса тăнă. Вăл хула ĕçтăвкомĕн ĕç стильне тĕпрен улăштарас тĕллевпе Шупашкар хулин пуçлăхне Николай Александрович Рождественские - Омск хула ĕçтăвкомĕн председателĕнче чылай çул тăрăшнăскерне, ăна Çĕпĕрти чи лайăх хуласенчен пĕрне çавăрнăскерне - уйăрса лартнă. Çĕнĕ пуçлăх чи малтанах хулари çурма çĕрнĕ хÿмесене илтернĕ. Шупашкар тÿрĕ та сарлака урамĕсемпе илĕртме пуçланă, чăрăшсем лартнă, çÿллĕ çуртсем хăпарма, троллейбуссем çÿреме тытăннă. Хулан санитари тата экологи тăрăмĕ лайăхланнă.

Семен Матвеевич регионăн социаллă ытти ыйтăвне те татса пама хутшăннă. Çав тапхăрта промышленноç предприятийĕсем çеç мар, социаллă объектсем те çине-çинех хута кайнă: хăтлă хваттерсем, шкулсем, ача-пăча учрежденийĕсем, библиотекăсем, театрсем, инвалидсемпе ваттисем валли интернатсем. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисен, вилнĕ салтаксен çемйисен пурăнмалли тата йăла условийĕсем аванланнă. Пĕтĕмлетсе каласан - пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе нумай ĕç тунă. Çивĕч тепĕр ыйтăва та - халăх республикăран урăх çĕре куçса кайни /ĕç вырăнĕсем çукран тата шалу пĕчĕкрен/ - татса пама май килнĕ. Çĕнĕ предприятисем хута кайни, ял хуçалăхĕнчи улшăнусем те пулăшнă ку енĕпе.

Хастарлăхĕпе палăрса тăнăскер СССР арканнăшăн, республика экономики чăхăмлама пуçланăшăн çав тери куляннă. Сывлăхĕ хавшанăран вырăнти условисенчех сипленнĕ. Ăна пулăшас тĕллевпе республика парламенчĕ пурнăç тăршшĕпех патшалăх пособийĕ пама йышăннă. Канмасăр ĕçлени ахаль иртмен: темиçе инсультпа инфаркт чăтса ирттернĕ, 1998 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче больницăра вилнĕ.

Ăна çĕр-шывăн чылай орден-медалĕпе наградăланă, ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Семен Ислюков - Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ. Хулари пĕр урам унăн ячĕпе хисепленет. Вăл пурăннă çурт - Ленинград урамĕнчи 14-мĕш çурт - çине Асăну хăми çирĕплетнĕ. Пирĕн шухăшпа - Чăваш Ен историйĕнчи унăн вырăнĕпе пĕлтерĕшне хăй вăхăтĕнче тивĕçлипе хакласа çитереймен. Чăваш Ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Семен Ислюковăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки музей уçас тата унăн палăкне лартас ыйтăва сÿтсе явма вăхăт çитрĕ.

,

истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.