Комментари хушас

19 Çурла, 2016

Кипеç сырĕ Чулхулана тарни, чăваш бройлерĕн нуши тата ытти тавра

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Комсомольски тата Шупашкар районĕсенче ĕçлĕ çулçÿревре пулнă, вĕсен ертÿçисемпе, халăхпа курнăçнă, районсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Каçал тăрăхĕнче Михаил Игнатьева малтанах сĕт пухакан тата тирпейлекен производство кооперативĕсен ĕçĕ интереслентернĕ — «Молцентр», «НУР» кооперативсенче пулнă. Республика Пуçлăхĕ предпринимательсен сĕтрен тĕрлĕ продукци хатĕрлес енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă — сырсем туса кăларасси таранах. Сĕт завочĕсен хăвачĕсем çапла тума май параççĕ. Çавăн пекех халăхран сутăн илекен сĕт пахалăхне лайăхлатмалла — çынсемшĕн çу шайĕ пысăк сĕт сутасси тупăшлăрах пултăр.

Район, райадминистраци пуç­лăхĕсемпе Хасиятулла Идиатуллинпа тата Алексей Самаркинпа ирттернĕ тĕлпулура, вырăнти активпа йĕркеленĕ канашлура район аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкернĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районăн пĕрлехи бюджетне 278 миллион тенке яхăн тупăш кĕнĕ — ÿсĕм пур. Тĕштырă культурисене лаптăксен 80 ытла процентĕнчен пухса илнĕ. Районта усă курман ял хуçалăх çĕрĕсем çук.

Кăмăлсăрри пирки те калаçу пулнă: Алексей Самаркин пĕлтернĕ тăрăх — сыр туса кăларакан паллă предприяти — «Изамбаевский» ООО — хăйĕн юридици адресне улăштарнă, Чулхулара регистрациленнĕ. Тĕп сăлтавĕ — предприяти умне çăмăллăхлă кредит илес тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăни, тĕрĕслевпе надзор органĕсен «ытлашши» тимлĕхĕ. Икĕ çул çурăра налук служби кăна 16 тĕрĕслев ирттернĕ-мĕн. Михаил Игнатьев тĕрĕслевпе надзор органĕсен представителĕсене, район администрацине тата предпринимателе çак лару-тăрăва тĕплĕн тишкерме чĕнсе каланă.

Шупашкар районĕнчи çул­çÿреве Михаил Игнатьев ĕççи мĕнле пынипе тата ку тăрăхри чи ăнăçлă ĕçлекен предприятисенчен пĕрин — Ленин ячĕллĕ колхозăн — ĕçĕпе паллашнинчен пуçланă. Фермăра пулнă май кунта ĕçлекенсемпе сĕт хакĕ пирки калаçнă. «Сĕт производствине аталантармалла. Ку паян — малашлăхлă çул-йĕрсенчен пĕри», — тенĕ вăл çĕршывра сĕт дефицичĕ сакăр миллион тоннăпа танлашнине аса илтернĕ май.

Район пуçлăхĕпе Андрей Николаевпа, райадминистраци пуç­лă­­­хĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриевпа тĕлпулу ирттернĕ, активпа канашланă. Кăрлач-утă уйăхĕсенче районăн пĕрлехи бюджетне 461 миллион тенкĕ ытла тупăш кĕнĕ. Инвестицисен калăпăшĕ те пысăк — 925 миллион тенкĕ. Çак виçен тĕп пайне агропромышленноç комплексне аталантарма янă. Хушма 88 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Районта аш-какай туса илесси 1,5 хут ÿснĕ — 38 пин тонна ытла.

Çав вăхăтрах усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес енĕпе ĕçлемелле — унашкаллисене 4 пин гектар ытла тупса палăртнă. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче районта вăтам ĕç укçи 20042 тенкĕпе танлашнă.

Уйрăм тема — «Чăваш бройлерĕ» АУОри лару-тăру. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх — 296 çынна ĕçрен хăтарасси çинчен асăрхаттарнă. 271 çын умĕнче ĕç укçи енĕпе капланнă парăм — 2,6 миллион тенке яхăн. Тĕп учредитель — РФ Патшалăх Думин депутачĕ Александр Четвериков — чăх-чĕп валли апат туянма тесе Краснодар крайне 14 миллион тенкĕ куçарнă, анчах предприятие тырă килмен. 7 миллион тенке каялла тавăрайман. «Предприяти ĕçченĕсем ĕçсĕр юлмĕç. Фабрика тепĕр хут ĕçлесе кайĕ», — пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВ

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.