Комментари хушас

29 Пуш, 2014

Культура ĕçченĕсене чысларĕç

Мероприятие Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов уçрĕ. Салам сăмахĕнче вăл тăван тăрăхăн культура еткерлĕхне ÿстерсе, аталантарса пынин, упраса хăварнин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ, ăрусен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, нумай енлĕ культура уçлăхне йĕркелеме патшалăх пысăк тÿпе хывнине каларĕ. Унтан куллен­хи ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене Тав çырăвĕсемпе тата компьютер техникипе чысларĕ. Хула пуçлăхĕ хавхалантарнисен шутĕнче - П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕн директорĕ И.Гаврилова, Шупашкарти Акцыновсен ячĕллĕ ача-пăча ÿнер шкулĕн директорĕ В.Аксенов, ачасен вулавăшĕсен централизациленĕ тытăмĕн директорĕ Е.Бондарев.

«Культура аслă тата çамрăк ăру çыннисен туслăхне çирĕплетме, обществăна аталантарма, пысăк тĕллевсем лартма пулăшать», - терĕ ЧР культура министрĕн çумĕ Иван Иванов. Тăван республикăн культура аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, çитĕнÿсемпе палăрнăшăн культура тытăмĕн ĕçченĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.

Шупашкар хула депутатсен пухăвĕн социаллă аталану тата экологи комиссийĕн председателĕ Ирина Клементьева культура ĕç­ченĕсем çыннăн тавра курăмне йĕркелес, кăмăл-сипет никĕсне хывас енĕпе пунăçлакан ĕç-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ.

Уявра пултарулăх ушкăнĕсемпе артистсем пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.