Комментари хушас

18 Çурла, 2016

Туй вырçнне — виле

ТУЙРА САВĂНАС ВЫРĂННЕ ПАТĂРЬЕЛ РАЙОНĔНЧИ ШĂНКĂРТАМРА ÇАМРĂК КАЧЧĂНА ЮЛАШКИ ÇУЛА ĂСАТНĂ.

Ашшĕпе ывăлĕ тăван ялне кайма тухнă. Çĕрпÿ районĕнче груз турттаракан машинăпа çапăннă. Аварире аманнă виçĕ çынна больницăна илсе çитернĕ. Анчах каччă йывăр сурансене пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.

Йĕкĕт вара çывăх вăхăтра çемье çавăрма, туй кĕрлеттерме палăртнă. Вĕсем паллă саманта хатĕрленме те пуçланă-мĕн. Шел, хăрушă инкек ĕмĕтленнине пурнăçа кĕме паман. Ашшĕ те больницăра выртать. Малтанлăха палăртнă тăрăх - груз турттаракан машина транспорт хирĕç килекен çул çине тухса кайнă.

Тепĕр инкек вара Канашра пулса иртнĕ. Ÿсĕр водитель хулари клубран киле кайма тухнă. Анчах кĕçех газ пăрăхĕн тимĕр-бетон юпине пырса çапăннă. Аварире водителĕн 28 çулти мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă. Çемье Тăвай районĕнче пурăннă. Патăрьел районĕнчи водитель ВАЗ машинипе çул хĕррипе велосипедпа пыракан 48 çулти хĕрарăма çапса хăварнă. Вăл çавăнтах вилнĕ. Водитель ÿсĕр пулни палăрнă. Елчĕк районĕнче те инкек сиксе тухнă. Сăлтавĕ - водитель ÿсĕрле руль умне ларни. Лаш Таяпара пурăнакансем тăр кăнтăрла ял тăрăх ÿсĕр арçын машинăпа ĕрĕхтерсе çÿренине асăрхасан чăтайман, право органне шăнкăравланă. Йĕрке хуралçисем УАЗ машинăна хăвăрт хăваласа çитнĕ, водителе чарăнма ыйтнă. Анчах вăл "хурçă утне" тата хытăрах хăвалама, тарса ÿкме хăтланнă. Анчах техникăна тытса чарайман, çаврăнса ÿкнĕ. 55 çулти арçынна васкавлăн больницăна ăсатнă.

Вăрмар районĕнчи 20-ри хĕр урах пулнă-ха, çапах инкекрен пăрăнайман. Машинăпа пыраканскер сасартăк ун умне 3 çулти ача чупса тухасса кĕтмен-тĕр. Арçын ача та пĕччен пулман, аслисемпе садикрен таврăннă. Анчах ăна алăран тытакан пулман. Кĕтмен çĕртен вăл аслă çул çине, техника умнех тапса сикнĕ.

Çул çинче çине-çинех инкек сиксе тухни шухăша ярать. Çулсерен машинăсен хисепĕ ÿссе пыни, асăрханусăрлăх, ÿсĕрле çул çине ларни... çын пурнăçне вăхăтсăр татать. Иртнĕ çул ÿсĕр водительсен айăпĕпе 59 çын вилнĕ. Чăн та, кăçалхи çур çулта кун пек аварисен йышĕ 32 процент чакнă ?124 аварирен 85 таран%, анчах каллех 17 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Республикăра çур çулта вара 500 ытла авари пулнă. Ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен сахалрах. Элĕк, Комсомольски, Пăрачкав районĕсенче çул çинчи инкек хисепĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çав шутра аманнисемпе вилнисен шучĕ те.

Çак кунсенче Элĕк районĕнче хăрушă инкекре 8 çулти ача ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче каçхине 48 çулти водитель «ГАЗ» машинипе Шупашкартан кайма тухнă. Пысăк хăвăртлăхпа пыраканскер чăрăнса ĕлкĕреймен, малта çулпа пыракан мотоблока пырса çапнă. Мотоблок çинче ларса пыракан арçын ача йывăр сурансене пула çавăнтах вилнĕ. Автомобильти икĕ пассажира та васкавлă пулăшу пама тивнĕ.

Л. АЛА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.