Комментари хушас

16 Çурла, 2016

Çамрăксем çав-çавах юриста, экономиста вĕренесшĕн

Аслă вĕренӳ заведенийĕсемшĕн утă-çурла уйăхĕсем — хĕрӳ тапхăр. Йышăну кампанийĕ пĕр авăкпа кăна вĕçленменни те çакнах çирĕплетет. Раççей, çавăн пекех Чăваш Ен вузĕсенче бюджет вырăнĕсене вĕренме илес тапхăр вĕçленчĕ ĕнтĕ. Республикăри аслă шкулсем вăл ăнăçлă иртнине палăртаççĕ. Мĕнпур вузра хатĕрлекен пĕтĕм направленипех вĕренме кĕрес текенсен хушшинче конкурс йĕркеленнĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, пирĕн тăрăхри аслă пĕлӳ паракан учрежденисенчен чи пысăкки, 2015-2016 вĕренӳ çулне 110 программăпа /çав шутра — бакалавриат, специалитет, магистратура программисем/ пĕлӳ илме йыхравлать. Бакалавриатпа специалитетăн бюджетран уйăрнă вырăнсене 9310 ыйту тăратнă. Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне, аслă шкулăн йышăну комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, куçăн майпа вĕренмелли бюджет вырăнсене «пайласа» пĕтернĕ. Куçăн мар вĕренмелли уйрăма тата магистратурăна каяс текенсен çурла уйăхĕн 30-мĕшĕччен ыйту çырмалла, документсем тăратмалла. Комисси членĕсем университета тӳлевлĕ вĕренме кĕрес текенсен йышĕ те пĕчĕк маррине пĕлтерчĕç: 1300-е яхăн ыйту тăратнă.

Вăтамран илсен — асăннă аслă шкулта 1 вырăншăн 8 абитуриент тупăшнă. Чылай çул тухса тăракан ӳкерчĕк — экономика тата юриспруденци енĕпе вĕренме кĕрес текенсен йышĕ пысăкки — кăçал та сыхланса юлнă. Ку факультетсенче 1 вырăншăн 20 абитуриент тупăшнă. Истори-географи факультетне те абитуриентсем йышлăн кăмăллани палăрать: пĕр вырăна — 17 çын. Çĕршыв правительстви техника специальноçĕсемпе пĕлӳ парассине пĕлтерĕшлĕ шая çĕклесшĕн тăрăшни, çакăн витĕмĕ палăрни савăнтарать: хăш-пĕр направленипе вĕренме кĕрес текенсен йышĕ бюджет вырăнĕсенчен 12 хут ытларах.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ- ра абитуриентсен йышĕ, вырăн шучĕпе танлаштарсан, вăтамран 11 хут нумайрах пулнине пĕлтерчĕç кунти йышăну комиссийĕнче. Ют чĕлхесен, вырăс чĕлхипе литературин, историпе общество пĕлĕвĕн, математикăпа информатика факультечĕсене вĕренме кĕрес текен — пуринчен ытла.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче лару-тăру мĕн­лерех-ши тата? Юлашки çулсенчи йышăну кампанийĕсемпе танлаштарсан кăçалхи чи ăнăçли теме пулать иккен. Бюджет вырăнĕсене хушма йышăнусăрах тултарнă. Республикăри пĕртен-пĕр аграри вузне хамăрăн тăрăхри шкулсемпе техникумсенчен, колледжсенчен вĕренсе тухнă каччăсемпе хĕрсем кăна мар, Мари Элта, Тутарстанра, Пушкăртстанра, Мордовире, Чулхула, Киров, Чĕмпĕр, Самар, Тюмень, Пермь хутлăхĕсенче вăтам пĕлӳ илнĕ çамрăксем те, ют çĕршыв çыннисем те ăс пухма килĕç.

Академин бакалавриатпа специалитет программисемпе кăçал 329 çынна куçăн майпа вĕренме илнĕ. Кăçалхи йышăну кампанийĕн ăнăçлă кăтартăвĕсене аслă шкул ертӳлĕхĕ Раççей Ял хуçалăх министерствипе, Чăваш Республикин аграри ведомствипе туслă çыхăнса ĕçленипе, кирлĕ йышăнусем тунипе сăлтавлать. Абитуриентсен йышĕ палăрмаллах ӳсессине профориентаци ĕç-хĕлне тĕрĕс йĕркелени те витĕм кӳрет.

Уйрăмлăхсене тишкерес тĕк кăçал экономика факультетне вĕренме икĕ хут ытларах йышăннине асăнмалла. Абитуриентсен йышĕ «Транспорт процесĕсен технологийĕ», «Транспорт-технологи машинисене тата комплексĕсене ĕçлеттересси» направленисемпе пуринчен ытла пулнă. Ветеринари медицинипе зоотехника факультетне вĕренме кĕрес текенсен хушшинче те, йăлана кĕнĕ пекех, конкурс йĕркеленнĕ.

Пытарма кирлĕ мар: патшалăх тĕрĕслевĕсенче чи нумай балл пухнă выпускниксем республика тулашĕнчи пысăк хуласене, сумлă аслă шкулсене вĕренме каяççĕ. Хусан, Мускав, Питĕр — мал ĕмĕтлĕ çамрăксен чи пысăк йышĕ çак хуласене иленет. Кăçал Раççей тĕрлĕ кĕтесĕнчи аслă вĕренӳ заведенийĕсене пирĕн çамрăк ентешсем миçен тухса кайни хальлĕхе паллă мар.

Ирина ИВАНОВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.