Комментари хушас

16 Çурла, 2016

Марафон чупăвĕ çăмăл мар

Çапла калаççĕ вăрăм дистанцисене чупакан атлетсем. Бразилире хĕрÿ тупăшусем пынă вăхăтра Олимп вăййисене хутшăнма ирĕк паман спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем Пĕтĕм тĕнчери марафонсенче вăй виçрĕç. Унта Чăваш Ен атлечĕсем те палăрчĕç.

Екатеринбург хулинче иртнĕ ăмăрту стартне 17 çĕршыври 5000 яхăн çын тухнă. Вĕсем 3, 10, 21 тата 42 километрлă дистанцисенче тупăшнă. Марафонçăсен турнирне 735 спортсмен хутшăннă. Пирĕн республика чысне унта Олимп вăййисен призерĕ Татьяна Архипова тата 2008 çулхи Олимпиада хастарĕ Татьяна Арясова хÿтĕленĕ. Вĕсем палăртнă дистанцие ăнăçлă вĕçлесе кĕмĕлпе бронза медальсене çĕнсе илнĕ.

Чăваш Ен атлечĕсем Çĕпĕрти марафонран та наградăсемпе таврăннă. Омск хулинче 27-мĕш хут иртнĕ ăмăртура Хусанти Универсиада призерĕсем Алина Прокопьевăпа Ирина Юманова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Ку марафонра пирĕн ентешсем пĕрре мар малтисен ретĕнче пулнă. Олимп вăййисене темиçе хут та хутшăннă спортăн тĕнче класлă мастерĕ Альбина Майорова 2002 çулта 42 çухрăмлă дистанцие 2 сехет те 30 минутра вĕçлесе ăмăрту рекордне çĕнетнĕ. Çак кăтартăва паянхи кунччен те никам та лайăхлатайман-ха.

Сăмах май, Рио-де-Жанейрăра Раççей спортсменĕсем 9 кунра 30 медаль çĕнсе илме пултарчĕç. Роман Власов кĕрешÿçĕ, Екатерина Макаровăпа Елена Веснина теннисисткăсем, Алия Мустафина гимнастка тата хĕрсен ушкăнĕ — Софья Великая, Яна Егорян, Екатерина Дьяченко, Юлия Гаврилова — фехтовани турнирĕнче, Тимур Сафин, Артур Ахматхузин тата Алексей Черемисинов рапиристсем пухмача "ылтăнпа" пуянлатрĕç.

А.ПЕТРОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.