Комментари хушас

16 Çурла, 2016

«Саспаллисене палламанни телейлĕ пулма кансĕрлемерĕ»

Ачалăхĕ асаплă вăрçă çулĕсене лекнĕрен шкулта пĕр кун та вĕренеймен вăл. Телее, вулама, çырма пĕлменни, вырăсла калаçнине ăнланманни ăна пурнăçра ура хуман...

Александра Мешкова Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăкра пилĕк ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. «Эпĕ çут тĕнчене килнĕ çул /1933 çул/ ялта «Красноармейский» колхоз йĕркеленнĕ. Аттепе анне колхоза чи малтан кĕнĕ. 1941 çулта атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайрĕ. Эпĕ ун чухне саккăртаччĕ. Анне йĕрет, ун чухне тăхăнмалли те, çимелли те çук. Анне хăйĕн сăхманне пăсса икĕ тетене шкула кайма пиншак çĕлесе пачĕ. Ман валли çук. «Хĕрĕ ниçта та каяс çук-ха, ывăлĕсене вĕрентсен те çитет», — тетчĕ анне учительсем мана чĕнме килсен. Атте граждан вăрçинче те пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен вара таврăнаймарĕ. Анне пире, 5 ачине, пĕчченех ура çине тăратрĕ. Курăк, ут кăшкарĕ çинĕ. Выçăпа мĕн чухлĕ çын вилчĕ. Пирĕн ĕне пулнă та курăк çине сĕт ярса çикеленĕ. «Мана пурте куçран пăхаççĕ», — тесе йĕретчĕ анне. Выçă ха-та, унăн куçĕнчен пăхнă ĕнтĕ. Пире, аслăрах виçĕ ачине, малтан çитеретчĕ. Кайран хăйĕн тата икĕ шăллăм валли тепре хуран çакса пĕçеретчĕ. Йывăр пулнă. Тăхăнмалли кĕпе-йĕм те, пушмак та çукчĕ. Çăпати те пасара кайса илмесĕр пулман. Аслă Арапуç пасарĕнчен çăпата, тăвар туяннă. Эпĕ аннепе пĕрле колхоза ĕçлеме каяттăм. Калча çинчи çума çумлаттăмăр. Кайран, çул çитмен чухне, тырă вырнă. Çутăличченех кайса выртаттăмăр-ха ана çине. Таврана хура чатăр карсан çеç киле таврăнаттăмăр. Пĕве кĕрсен тырă алланă çĕрте, йĕтем çинче ĕçлеттĕм. Кунĕн-çĕрĕн тырă миххисене сĕтĕреттĕмĕр. Пурнăç начар пулнипе качча та каяймарăм. Аннешĕн тертлĕ вăрçă çулĕсем хăйсен йĕрне хăварчĕç-хăварчĕçех. Çывăх çыннăм ревматизмпа чирлерĕ. Алли-ури сурнипе аптăратчĕ. Ăна пăхса пурăнтăм, качча тухмарăм. Хăтана килекенсем те пулнă. Аннене юлашки çула ăсатмасăр ниçта та хускалмарăм. Тетесем — Григорий, Василий, Владимир, Анатолий — пурте авланса çемьеллĕ пулнăччĕ ĕнтĕ. Сăмах май, халĕ ĕнтĕ вĕсем пурте пурнăçран уйрăлнă. Пурăнаканни эпĕ кăна.

39 çулта Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхальти тăватă ачаллă урçана качча тухрăм. Ваççапа 17 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнтăмăр. Вăрçă инваличĕччĕ вăл. 27 çул каялла йывăр чире пула ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. 44 çул пурăнатăп ĕнтĕ ку ялта. Эпĕ качча килнĕ чухне ачисем çитĕннĕччĕ ĕнтĕ. Чи кĕçĕнни Галя та вунсакăртаччĕ. Пурте анне теççĕ мана. Хĕрĕсем малтанах анне тесе каламарĕç. Асли Славик, Çĕпĕртен таврăннăччĕ те: «Анне вырăнне килнĕ тĕк анне вăл», — терĕ. Ун хыççăн вара пурте анне теме тытăнчĕç. Ачасем килсех çÿреççĕ. Акă тин кăна шпалер çапрĕç. Риммăпа Галя — Çĕнĕ Шупашкарта, Вячеславпа Владимир Çĕпĕрте пурăнаççĕ. 13 мăнук, мăнуксен 6 ачи манăн. Пурте мана тăван амăшĕ вырăнне хурса хисеплеççĕ», — сăмах çăмхине майĕпен сÿтрĕ Александра Иосифовна.

Ялта ăна Санькка аппа тесе чĕнеççĕ. Йÿç Шăхальне качча килсенех ăна йĕтем çине ĕçлеме илсе кайнă. Александра Мешкова /хĕр чухнехи хушамачĕ Марлынова/ колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хăйĕн шăпине ÿпкелемест вăл. Вĕсен, вăрçă ачисен, пурнăçĕ çăмăлах килмен пулин те... «Телейĕ-мĕнĕ, ватă çынна качча тухнă ĕнтĕ. Упăшка манран 13 çул аслăччĕ. Вăл аслăрах пулни нимĕн чухлĕ те кансĕрлемен-ха. Аван пурăнтăмăр, вăрçăнман, çапăçман. Телее, эрех-сăрапа иртĕхмен вăл. Лавккана та хам çÿренĕ. Пĕччен кичемми кичем те, мĕн тăвăн ĕнтĕ? Çын теме те хăнăхать. Ачасем канмалли кунсенче килеççĕ те каяççĕ. 27 çул ĕнтĕ пĕччен пурăнатăп», — пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Çапах пĕччен тесе кичемленсе лармасть Санькка аппа. Качака, чăх-чĕп йышлă усрать. Вăй питти çынсенчен кая мар пахча çимĕç туса илет. Çĕрулми лартать. Утă çулать, вутă çурать, çум çумлать. Чупса çÿрет, ăна никам та 83 çулта тесе калаймасть. «Сĕре маттур!» — ырлаççĕ ăна ял çыннисем. Пушă вăхăтра вара вăл çĕвĕ машини умне ларать: чăваш кĕписемпе саппунĕсене çĕлет, вĕсене тĕрлесе капăрлатать. Çăм арласа ачисемпе мăнукĕсем валли алсиш-нуски çыхать.

«Тетесене тумлантарас тесе ялан çăм арламаллаччĕ, чăлха çыхмаллачĕ, кĕпе-тумтир çĕлемеллеччĕ манăн. Пурнăçĕ халĕ аван ĕнтĕ. Кĕçех вилмелле тесе пурăнатăп. Çапах пурнăç, тем тесен те, ĕлккен те илемлĕ. Пулни-иртни куç умне час-часах тухать. Ачалăхăм кăна мар, арлă-арăмлă пулнă вăхăта та аса илетĕп. Пулас мăшăрăм вĕçĕмсĕр пыратчĕ мана качча илессишĕн. Тетесене кашни кунах пырса анрататчĕ. Эпĕ ăна ватăрах тесе качча тухма шухăшламан та. «Кайса пăх-ха, мая килмесен каялла илсе килĕпĕр», — терĕ аптăранă енне шăллăм Володя. Килтĕм те, мĕн каялла каятăн ĕнтĕ унта? Кунта килнĕшĕн ÿкĕнместĕп. Ватлăхра кайнă пулсан та телей тупрăм. Ĕлĕкхи пурнăç та лайăхчĕ. Вăййа тухаттăмăр, улах лараттăмăр. Эпир ун чухне çынсемпе нумай хутшăннă. Халĕ çамрăксем ниçта та тухмаççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана та çÿремеççĕ. Кашни — харпăр хăйшĕн. Ĕлĕк ĕçкĕ нумай тунă. Ханша, хур-кăвакал йăтса каяттăмăр. Тырă ханши пулнă та, хăватлах марччĕ — ÿсĕрĕлмен. Юрланă та, ташланă та. «Аппа, эсĕ аттесемшĕн те пурăн-ха», — тет мана тăтăшах шăллăмăн хĕрĕ Лариса. Качча килсен хаçат çине пăхса ларсах вулама кăштах вĕрентĕм. Алă пусма та пĕлетĕп ĕнтĕ. «Кил-çурт, хушма хуçалăх» çырăнса илетĕп. Качча киличчен хаçат, кĕнеке тытма-и унта? Тулĕк ĕçлемелле пулнă манăн.

Кукаçипе кукамай пуян пурăннă. Тыр-пул нумай туса илнĕ. Темиçе кĕлет пулнă, тырă сутнă. Анне кукаçипе лава çÿренĕ. Аннене вăййа тухсан Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç каччи вăрласа кĕнĕ. Граждан вăрçине кайнă мăшăрне кĕтсе 6 çул пурăннă вăл унта. Шел, кĕтсе илеймен. Кукаçи хĕрне кайса илнĕ. Каярахпа анне аттене качча тухнă. Атте 9 ачаллă çемьере ÿснĕ. «Эсир ман хыççăн темĕн чухлĕ пырсан та мана каялла илсе юлаймастăр, кайăр киле. Ĕлĕкхи вăрçăран таврăнтăм, кунтан темĕн...», — çапла каланă тенĕ атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне аннепе тетене. Вĕсем ăна Аслă Арапуçран Йÿç Шăхаль кĕперĕ патне çитичченех ăсатнă. Атте вăрçăра артиллерист пулнă.

Сакăр теçетке çул ытла иртнĕ пулин те пĕрре те нумай пурăннă пек туйăнмасть. Телейлех тетĕп хама. Кÿршĕ-аршăпа, уйрăмах Нина Павловăпа питĕ килĕштеретпĕр», — пытармарĕ Санькка аппа.

— Ача çуратманшăн ку­лянмастăн-и? — аван мар пулин те хăйса ыйтрăм эпĕ.

— Кулянатăп çав. Хырăм юлнăччĕ, упăшка пăрахтарчĕ. Çитĕннĕ ачисенчен вăтанчĕ пулĕ. Ачасене хурламастăп, хамăн ача пекех питĕ лайăх пăхаççĕ вĕсем мана. Çапах çуратнă пулсан хамăн тĕпренчĕкĕм, тăван ача пулатчĕ. «Пăрахмалла пулман, эпир нимĕн те каламастăмăр», — тет Римма та, — чунне уçрĕ Александра Мешкова.

Çынна ырă тунине ырă кăмăллисем хаклаççĕ, чунсăррисем манаççĕ, путсĕррисем тата та путсĕрленеççĕ. Телее, Санькка аппан тетĕшĕсемпе шăллĕсем çемьери пĕртен-пĕр «кĕмĕле» куç шăрçи пек упранă, хăйсем пурăннă чухне яланах пулăшса, хавхалантарса пынă. Çакă та хăйне телейлĕ туйма май панă Александра Иосифовнăна.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.