Комментари хушас

10 Çурла, 2016

Çĕмĕрлесен бюджет тупăшĕ ÿсĕмлĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер ĕçлĕ визитпа Çĕмĕрле районĕнче пулнă.

Муниципалитет ертÿçисемпе район бюджечĕн тупăшне пысăклатассипе, ял хуçалăх çĕрĕсемпе туллин усă курассипе, бюджет сферинче вăй хуракансен ĕç укçипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан бюджет тупăшĕ кăçал 37,7% хушăннă. Райадминистраци пуçлăхĕ Лев Рафинов кĕрхи культурăсене акса хăвармалли лаптăксене пысăклатасси çинчен пĕлтернĕ.

Район активĕпе пĕрле муниципалитетăн çур çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ. Михаил Игнатьев çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе, шалăва ÿстерсе пырассипе çыхăннă ыйтусене çĕкленĕ. «Акакан-сухалакан çĕр лаптăкĕсем пысăкланнă, çĕнĕ инвесторсем пур. Ял çыннисем яваплăха туйса ĕçлеççĕ», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Тĕп кăтартусен шутĕнче вăл çавăн пекех районта ача çуратасси 21% ÿснине, çынсем вилесси пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 11% яхăн чакнине асăннă.

Лев Рафинов хăйĕн докладĕнче утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ 78,1 миллион тенкĕпе танлашнине палăртнă — ÿсĕм пысăк. Ял хуçалăх организацийĕсем, фермер хуçалăхĕсем тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕпе республикăра малтисен шутĕнче — гектартан 32,1 центнер. Çав вăхăтрах аш-какай туса илесси, сĕт суса илесси палăрмаллах чакнă. Çакă лейкоза пула пĕр фермăна пĕтерме тивнипе çыхăннă. Администраци пуçлăхĕ çывăх вăхăтра 200 ĕне усрамалли çĕнĕ ферма тума пуçласси çинчен пĕлтернĕ, çакă сĕтпе, аш-какайпа çыхăннă кăтартусене лайăхлатма май парĕ.

Республика Пуçлăхĕ сĕт пухакансен хушшинчи конкурентлăха тивĕçтермелли, халăхран пухакан сĕт пахалăхне лайăхлатмалли çинчен каланă. «Чăваш Енре çу тата белок виçине кура паха сĕтĕн пĕр литрĕ 20 тенкĕрен кая мар», — тенĕ вăл. Çавăн пекех шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене çĕкленĕ, районта пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравланă. Вĕсене çулсемпе кĕперсем тăвасси, çĕнĕ урамсене газ кĕртесси тата ытти ыйту пăшăрхантарнă.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Васильевич районта пурăнакансене ырми-канми ĕçшĕн тав тунă, республикăра бизнеса аталантарма лайăх условисем йĕркеленине палăртнă, çынсен социаллă гарантийĕсене, экологи хăрушсăрлăхне тата йĕркелĕхе тивĕçтересси Чăваш Енре патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ пулнине çирĕплетнĕ.

К.ЯКОВЛЕВ.

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.