Комментари хушас

5 Çурла, 2016

Предприяти çĕнĕ хăват илчĕ

Ĕнер «Чăвашçăкăрпродукчĕ» акционер обществин Çĕмĕрлери тăватă çуллăха хупнă филиалĕ модернизациленĕ хыççăн çĕнĕрен уçăлчĕ. Канаш районĕнчи Иван Лукиянов хресчен-фермер хуçалăхĕнчен кĕрхи тулă йышăнчĕ.

— Темиçе çул каялла республикăра тырă калăпăшĕ чакнăран Çĕмĕрлери тырă йышăнакан пункт кирлех пулман. Çитменнине, вăл тăкаклă ĕçленĕ. Çавăнпа ăна вăхăтлăха хупма йышăннă, — пĕлтерчĕ акционер обществин право тата кадр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Владимир Кириллов.

Предприяти ăна темиçе хут та сутасшăн пулнă. Анчах ишĕлме тытăннăскере никам та туянма килĕшмен.

«Чăвашçăкăрпродукчĕ» АО юлашки 6 çулта производство калăпăшне 2 хут ÿстернĕ. Пĕлтĕр 138962 тонна тырă тирпейленĕ, 106872 тонна тулă тата ыраш çăнăхĕ хатĕрленĕ. Халĕ вăл федерацин Атăлçи округĕнчи ăнăçлă аталанакан предприяти шутланать. Кăçал пĕлтĕрхинчен те ÿсĕмлĕрех ĕçлесшĕн. Шел те, тĕллеве пурнăçлама складсем çитмеççĕ. Çавăнпа Çĕмĕрлери филиал объекчĕсене тĕпрен юсаса çĕнĕрен хута яма палăртнă. Кăçалхи пуш уйăхĕнче Владимир Яковлева гендиректора лартсан лав вырăнтан хускалнă.

Филиал директорĕ Владимир Чернышов пире 2016 çулта пурнăçланă пысăк улшăнусемпе паллаштарчĕ.

— Складсен тăррине юсарăмăр, чÿречесене, электрооборудование, шыв пăрăхĕсене, транспортер пайĕсене улăштартăмăр. Лаборатори валли çĕнĕ оборудовани туянтăмăр. Тата нумай ĕç турăмăр, — терĕ Владимир Анатольевич.

Тырă йышăнакан пункта уçма Çĕмĕрле райадминистраци пуç­лăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Андрей Мостайкин, хула администрацийĕн ертÿçи Александр Зиновьев хутшăнчĕç. Вĕсем республикăри тырă йышăнакан предприяти çĕнĕ хăват илнине пысăк хак пачĕç.

Филиала çĕнĕ тырă йышăнма 1,7 миллион тенкĕлĕх реконструкциленĕ. 22 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ.

В.ГРИГОРЬЕВ.

А.СЕМЕНОВ сăнÿкерчĕкĕсем

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.