Мĕн вaл – "энзим"?
Япала çумалли порошок хутаçĕ çине «энзим хушнă» тесе палăртни пур. Вăл мĕне пĕлтерет?
Ольга СТЕПАНОВА.
Вăрмар районĕ.
Энзим – чĕрĕ биологи япали, çутçанталăкра кашни чĕрĕ организмра пур вăл, веществосен ылмашăвне йĕркелеме пулăшакан фермент. Энзим ĕçленипе организмра апат ирĕлет,тĕрлĕ хими реакцийĕсем пĕр чарăнми пулса пыраççĕ.
Порошокри энзимсем вараланчăк япалари органика сийне тасатма пулăшаççĕ. Çу, сĕткен, белок, крахмал вараланчăкĕсемпе реакцине кĕрсе вĕсене «çисе» яраççĕ.
Энизм-ферментсем тĕрлĕ енлĕ ĕçлеççĕ. Липаз энизмсем çăва, тара тасатаççĕ, протеаз /щелочлă ферментсем\ белок вараланчăкĕсене – юна, курăк сĕткенĕсене «çиеççĕ». Амилаз шоклада, тĕрлĕрен соуссене, сĕткенсене пĕтерет. Амилазпа протеаз пĕрле пулсан порошок тата витĕмлĕрех.
Ытларах чухне порошокра пĕр-пĕр йышши вараланчăка тасатакан энзимсем çеç. Туяннă чухне япала ытларах мĕнпе вараланнине шута илмелле.
Энзим – чĕрĕ фермент. Вăл вĕрипе вилет. Порошокри фермент япала çăвакан шыв 40-45 градусран вĕрирех пулсан усăсăрах пĕтет. Энзимлă порошокпа ытлашши вĕри мар шывпа çумалла е кĕлерсе лартмалла. 34-38 градус шывра фермент витĕмĕ вăйлăрах.
Пурçăн /шелк\ тата таса çăмран /сурăх, качака, кролик т.ыт\ тунă япалана энзимлă порошокпа тăтăш çумалла мар. Вĕсене энзимсем сиенлеççĕ – япала вăйлă çийĕнет. Ятарласа «для деликатной стирки» тесе палăртнă порошока суйламалла.