Комментари хушас

4 Çурла, 2016

Мĕнле хăтăлас ку каччăран?

Вуннăмĕш класа куçсан мана пĕр çул маларах вĕренсе пыракан каччă куç хывнине сисрĕм. Шкулта вăл ман патран иртсе пынă чухне ăнсăртран пек тĕртсе илме тăрăшатчĕ. Эпĕ кăмăлсăр пулнă пек ăна хирĕç тĕкеттĕм те пирĕн хăваламалли вăйă пуçланатчĕ. Шăнкăрав пулсан çеç кашни хăйĕн класне каяттăмăр. Туссем хĕрпе каччă тесе йĕплеме тытăнчĕç. Каçхине клуба тухсан та çав каччă манран хăпмастчĕ, пĕрмаях ташша чĕнетчĕ. Вара шухăшларăм та, эпĕ ăна килĕшетĕп пуль терĕм.

Каникул çитсен ман пирки манса каять пуль терĕм те…

Пĕр кунхине йăмăкпа иксĕмĕр картишре выльăх-чĕрлĕх пăхаттăмăр. Урамра такам шăхăрчĕ. Пирĕн яваплă ĕç пуçланнă-çке: йăмăкпа иксĕмĕр пĕрер ĕне сăватпăр. Çавăнпа шăхăракан патне тухакан пулмарĕ. Вăл вара тепре иккĕ-виççĕ шăхăрчĕ те шăпланчĕ.

Ĕне суса пĕтерсен урама тухса пăхрăм та алăк умĕнче сурăхсем юратсах темĕн чăмланине асăрхарăм. Патĕнчех пĕчĕк çыру та выртать. «Çак чечек çыххи санăн илемне çитеймест», — тенĕ унта. Пĕр сурăх çăварĕнчен тухса тăракан чечек тунине куртăм та: «Паллах, çитеймест», — терĕм сасăпах.

Тепĕр кунне каллех çав вăхăталлах урамра шăхăракан тупăнчĕ. Хальхинче кам килнине куратăпах тесе тÿрех чупса тухрăм — ĕлкĕреймерĕм. Алăк умĕнче чечек çыххи тăлăххăн выртать. Пĕчĕк çырăва вулатăп: «Сан пек илемлĕ хĕр эпĕ урăх курман». Унталла-кунталла пăхрăм — никам та çук. «Хĕрсем, килĕр, хăналанăр! Сире пĕр така питĕ килĕштерет пулас», — тесе чечек çыххине курăк çине хутăм, унчченех çывăхра чăтăмсăррăн пăхса тăракан сурăхсем çакна кăна кĕтнĕ тейĕн…

Виççĕмĕш кунхине чечек хуçи килес вăхăта хам сисмесĕрех кĕтме пуçларăм. Йăмăк манран та ирттерет, урмарах сыхласа ларать.

— Аппа, тух! — кăшкăрса ячĕ вăл сасартăк. — Сан пата каччă килнĕ! Чечекпе!

Урама тухрăм та мана шкулта та, клубра та канăç паман Петьăна курах кайрăм.

— Эсĕ мана питĕ килĕшетĕн, — терĕ вăл чечек çыххи тыттарнă май.

Эпĕ ним калама та пĕлмерĕм. Юрать, йăмăк çухалса каймарĕ.

— Каçар та, эпир эсĕ килессе пĕлмен, апат янтăласа ĕлкĕреймерĕмĕр. Пирĕн пата килекен хăнасем çимеллине хăйсемех йăтса килетчĕç, — терĕ Алиса йăл кулса.

— Ăнлантăм, тепрехинче пĕлетĕп, — терĕ Петя та йăл кулăпа.

Тепĕр кунне эпĕ вар ыратнипе аптăрарăм. Йăлтах Алиса айăплă: йÿçсе кайнă яшкана мана вăйпах çитерчĕ. Унсăрăн: «Эпĕ пĕçернине тиркетĕн», — тесе тутине тăсать. Акă халĕ юратнă йăмăкшăн нушаланатăп. Кун пек чухне мĕн çиме юраманнине Интернетра вуласа пĕлтĕм. Анне сахăрсăр хура чей ытларах ĕçме хушрĕ те çапла турăм. Каç еннелле кăна иртнĕ пек пулчĕ, анчах пĕтĕмпех мар.

— Аппа, сан пата Петя килнĕ! Кучченеçпе! — кăшкăрчĕ урамранах Алиса.

Тухса калаçмах тивет. Урам алăкне уçсанах Петя аллинче торт куртăм та ăш пăтранса килчĕ. Каллех вар ыратасшăн пулас. Хама япăх туйнине пĕлтерсе пÿрте кĕрсе тартăм. Кала кăна — çимеллине те йăтса çитнĕ вĕт! Мĕнле хăтăлмалла ку каччăран? Вар ыратни çитмест, тата Петя килнĕ! Çук, кун пек юрамасть. Ыранах манран хăпма калатăп-ха. Анчах пултарайăп-ши? Эх…

Ирина УЛЬЯНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.