Комментари хушас

2 Çурла, 2016

Суйлав йĕркеллĕ ирттĕр

Пассажирсене илсе çÿрессипе çыхăннă ыйтусем кашнинех пырса тивеççĕ. Ку енĕпе юлашки вăхăтра çивĕчлĕх пур. Транспорт предприятийĕсен ертÿçисем йывăрлăха кĕрсе ÿкни пирки чан çапаççĕ. Çавна май ыйтăва ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерекен координаци канашлăвĕн ларăвĕнче пăхса тухни ăнсăртран мар.

Транспорт министрĕ Михаил Резников асăннă предприятисен финанс лару-тăрăвĕ питĕ çивĕччине цифрăсем асăнсах палăртрĕ. Чăвашавтотрансăн, Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус управленийĕсен питĕ пысăк парăмсем капланнă. Пассажирсен çăмăллăхлă категорийĕсене тÿлевсĕр илсе çÿренĕ май тухса ÿкекен тупăш виçи пысăк. Ларăва çав предприятисен ертÿçисене те чĕннĕ те — калаçса татăлнă пекех пĕри те тепри бюджетран пулăшу кирли пирки каларĕç.

Тĕп хула влаçĕсем мерăсем йышăнаççĕ-ха. Паян Шупашкарта пассажирсене тĕрлĕ йышши 467 автобус илсе çÿрет — питĕ нумай. Вĕсен шутне чакарасшăн, пĕчĕк автобуссене пысăккисемпе улăштарасшăн. Анчах çакнашкал мерăсемпе кăна транспорт предприятийĕсен çивĕч ыйтăвне татса параймăн — çакă та иккĕленÿсĕр.

Çав вăхăтрах паян бюджетри кашни тенкĕ шутли те паллă. Финанс министрĕ Светлана Енилина предприятисен хăйсен тумалли ĕçсем çинчен каларĕ: пассажирсене тĕплĕ шута илес енĕпе мерăсем йышăнмалла, тăкаксене оптимизацилемелле тата ыт. те. Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн та позицийĕ çапларах: «Мĕншĕн, мĕн валли панине тĕплĕ те уçăмлă курмасăр эпир бюджет укçине уйăраймастпăр». Лару йышăнăвĕнче те çак шухăш тĕпре пулчĕ.

Координаци канашлăвĕ сÿтсе явнă пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту — авăн уйăхĕнчи Пĕрлехи сасăлав кунĕнче тата ун умĕн йĕркелĕхпе хăрушсăрлăха тивĕçтересси. ШĔМĕн полици пуçлăхĕн заместителĕ Валерий Жуковец Шалти ĕçсен министерстви йышăнакан мерăсем çинчен каласа пачĕ — пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмалла. Чăн та, суйлавпа çыхăннă йĕркене пăснă тĕслĕхсем пирки пĕлтернисем пур та ĕнтĕ — 44 заявлени йышăннă, административлă правăна пăснин 17 тĕслĕхне шута илнĕ. Вĕсем саккуна пăсса агитаци материалĕсем сарнипе, пуху-митинг ирттернипе çыхăннă.

Суйлав вăхăтĕнче йĕркелĕхе тивĕç­термешкĕн полицие пулăшма Шупашкарти çар чаçĕн салтакĕсем, дружинниксем те тухĕç. Чăваш Енре пĕтĕмпе 1171 суйлав участокĕ ĕçлĕ. Вĕсенче çынсене тĕрĕслемешкĕн пĕтĕмпе те 262 металл детекторĕ кăна-мĕн — Валерий Иванович çав хатĕрсем ытларах кирлине палăртрĕ.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев тÿррĕнех ыйтрĕ: «Саккунпа килĕшÿллĕн бюллетеньсене 10 кун маларах суйлав участокĕсене илсе пымалла. Çав тапхăрта полици хуралпа тивĕçтерейĕ-и?» Валерий Жуковец хуравĕ те тÿрĕ пулчĕ: «Кашни участока 10 кун сыхлама вăй çитерейместпĕр». Йывăрлăхран тухмалли меслете ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков сĕнчĕ: «Участоксен ертÿçисем бюллетеньсене илеççĕ, çакна алă пусса çирĕплетеççĕ, анчах вĕсене упрамашкăн территори комиссийĕнче хăвараççĕ. Çакнашкал мелпе эпир пĕлтĕр те усă курнăччĕ. Участок комиссийĕсене вара бюллетеньсене икĕ кун маларах кăна илсе кайĕç — хурал вăрахлăха кирлĕ пулмасть».

Александр Иванович суйлав умĕнхи лару-тăру çинчен те каласа пачĕ. Суйлав конкурентлăхĕ çивĕччи халех паллă. Патшалăх Думин суйлавне хутшăнма Канаш тата Шупашкар округĕсенчен 13 тата 15 кандидата регистрациленĕ. Иккĕшĕ кĕрешÿ марафонĕнчен тухса ÿкнĕ ĕнтĕ. Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулас шухăшлисем те йышлă: 44 вырăна — 546 кандидат. Кĕрешĕве тухнă партисем те йышлă.

ТСК ертÿçи халăх сасăлава хастар хутшăнасса шанать — 60% пуласса кĕтеççĕ. Çавна май, паллах, сасăлава ирттерессин хăрушсăрлăхне тивĕçтересси — чăннипех яваплă ĕç. Пăтăрмахсем пур та ĕнтĕ. Тюмень облаçĕнче, сăмахран, çынсене урăх территорисенче сасăлама май паракан 900 удостоверени çухалнă. Çÿп-çаппа пĕрле кăларса пăрахнă теме пăхаççĕ имĕш, анчах апла пулма пултарни иккĕленÿллĕ. Эппин, çав удостоверенисем суйлав вăхăтĕнче кирек хăш регионта та сиксе тухма пултараççĕ. «Пирĕн те бюллетеньсем çухални пулнăччĕ — Улатăр районĕнче. Çавнашкал йăнăшсене текех тăвас марччĕ», — тĕрĕслев çирĕп пулмалли пирки асăрхаттарчĕ Александр Цветков.

Преступлени туса пухнă укçана легализациленин, терроризм валли укçа уйăрнин хăрушлăхне хакларĕç. Финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх — тĕрĕслевсем ирттернĕ май организацисене тÿлеттернĕ хушма налуксен калăпăшĕ кăна кăçал 2 миллиард тенке çитнĕ. Терроризма финанс енĕпе тĕревленине тупса палăртман-ха, çапах укçана пĕр кунлăх фирмăсем çавăрттарнă, финанс пирамидисем йĕркеленĕ тĕслĕхсем Чăваш Еншĕн те ют мар.

Налук службин ертÿçи Марина Петрова «Молочное дело» ООО тĕслĕхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ăна тата 38 миллион тенкĕ налук тÿлеттерме йышăннă. Предприяти «пĕр кунлăххисен» йышши фирмăсем урлă НДС тĕлĕшпе вычет илнĕ, сĕте халăхран мар, вĕсенчен сутăн илнĕ пек кăтартнă-мĕн. Ыйтăва Арбитраж сучĕ тишкернĕ ĕнтĕ — налукçăсем майлă йышăну тунă. Çавăн пекех Марина Валерьяновна «Сортсемовощ» тĕслĕхне асăнчĕ — вăл бюджетран субсиди илнĕ, ĕç-пуçа тĕрĕслеççĕ. Пĕтĕмпе следстви органĕсене уголовлă ĕç пуçарма 28 материал панă — иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 3,5 хут нумайрах. Çак шутра — ятарласа панкрута тухни, налук агенчĕн тивĕçĕсене пурнăçламанни, хайхи вычетпа саккуна пăсса усă курни тата ыт. те.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ тĕлĕшпе тимлĕх çирĕп пулмаллине палăртрĕ — влаçсен, право хуралĕн органĕсен ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.