Комментари хушас

2 Çурла, 2016

Шÿт пурнăçра пулăшать

"КВН — питĕ кăсăклă тытăм, унта нимĕнле хирĕçÿ те çук. Пачах урăх тĕнче вăл: унта юлташ-пĕлĕш нумай. Хаваслисемпе тавçăруллисен клубĕ оратор искусствине тата ытти пултарулăха аталантарать. КВН çынна хăйне пĕтĕм енчен уçма, çитменлĕхĕсенчен хăтăлма пулăшать", — тет РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн академийĕн /РАНХиГС/ Шупашкарти филиалĕнчи "ЧФ РАНХиГС" КВН командин хастарĕ Иван Щирий.

Каччă /сăмах май, унăн амăшĕ чăваш/ çак командăна аслă шкула вĕренме кĕрсенех лекнĕ. Ун чухне "Капучино" ятлă пулнă-ха вăл. Аслă курссенчисем вĕренме тин çеç кĕнисене Шупашкарта Хаваслисемпе тавçăруллисен юхăмĕ пурри çинчен каласа кăтартнă. "Манăн та çав юхăмра хама тĕрĕслесе пăхас килчĕ. Чăннине калатăп: пĕрремĕш вăйă пачах та килĕшмерĕ, мĕншĕн тесен унтан эпĕ каланине "касса кăларнă". Ун чухне хама лăплантартăм, тепре вылятăп та пăрахса каятăп терĕм. Вĕренме пуçланă çулхинех çурма финал вăййисене хутшăнтăмăр, пирĕн команда Чăваш Енри КВН Пĕрремĕш лигин чемпионĕ пулса тăчĕ", — каласа кăтартать Иван. Чăн та, унăн çулталăка яхăн пĕр сăмахсăрах выляма тивнĕ. Унăн тĕллевĕ сцена çине тухса йăл куласси, юрланине евĕрлесси, юлашкинчен пуринпе пĕрле тухса пуç таясси пулнă. "Çак фестиваль, чĕрĕк, çурма финал... хыççăн каятăп" тесех çулталăк иртнĕ.

"Патшалăх тата муниципалитет управленийĕ" специальноçа алла илекен çамрăк 2-мĕш курса куçсан команда концепцийĕ улшăннă. Щирий шÿтсем тата сценарисем çырас ĕçе хастар хутшăнма та, сцена çинче чăнласах выляма та пуçланă. Паянхи кун вăл — ушкăнра чи хастарри, пултарулăхне аталантарса пынипе пĕрлех КВН юхăмĕн вăрттăнлăхĕсемпе хăйĕнчен кĕçĕнреххисене те паллаштарать. Академире тепĕр команда та — "3,5 пары" — йĕркеленĕ-çке.

Иван "ЧФ РАНХиГС" ушкăнпа пĕрле 2013 çулта Раççей патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн академийĕн Пĕтĕм Раççейри II Кубокĕнче — унта академин пĕтĕм филиалĕ хутшăнать — ăста вылянă, Дон çинчи Ростов хулинчен чемпион ячĕпе таврăннă. Çавăнпах вĕсене КВН командисен Сочире иртекен Пĕтĕм тĕнчери XXV "КиВиН" фестивальне кайма шаннă. Унта Чăваш Енрен çитнĕ командăна телекурав лигисен редакторĕсем "чи пысăк рейтинглисем" тесе хакланă. 2015 çулта "ЧФ РАНХиГС" Дон çинчи Ростов хулинче аслă шкул кубокĕнче каллех çĕнтернĕ. Çапла вара çак çул пуçламăшĕнче Сочири "КиВиН" фестивале иккĕмĕш хут хутшăннă. "Эпир ку хутĕнче те хамăрăн хулапа республикăн, Чăваш Енри КВН чысне тивĕçлипе хÿтĕлерĕмĕр тесе шухăшлатăп. Фестиваль 3 куна тăсăлчĕ, 500 ытла команда хăйсем чăнласах та хаваслисемпе тавçăруллисен чи ăста клубĕ пулнине кăтартса пама тăрăшрĕ. Пĕтĕм тĕнчери КВН союзĕн телекурав лигисен редакторĕсем пирĕн командăна хальхинче те чи пысăк рейтинг пачĕç. Çакă пире официаллă кирек хăш тĕп лигăра та фестиваль тапхăрĕсем витĕр тухмасăрах выляма ирĕк парать", — хавхаланса пĕлтерет шÿте юратакан каччă.

Вăл каланă тăрăх — "ЧФ РАНХиГС" хастарĕсем тĕпрен илсен кăвак тĕслĕ тум тăхăнаççĕ. Ушкăнри хĕрсем ытларах чухне администратор ĕçне пурнăçлаççĕ, каччăсем вара шÿтсем çыраççĕ, сценари хатĕрлеççĕ. Кашни мероприятие тенĕ пекех çĕнĕ программа кирлĕ-çке. Сезонăн тĕрлĕ тапхăрĕнче те тĕрлĕ конкурс иртет: тĕслĕхрен, пĕр юрă конкурсĕ, киле панă музыка ĕçĕ е СТЭМ /студентсен эстрада миниатюрисен театрĕ\, унта сцена çине виçĕ çынран ытла тухма юрамасть т.ыт. те. "Питĕ нумай конкурс. Юморăн тĕрлĕ формачĕпе ĕçлеме тÿр килнĕренех КВН çав тери кăсăклă: юрă-и вăл, текстлă шÿт-и е музыка номерĕ-и — пурпĕрех. Эсир тĕрĕсех калатăр: КВН хастарĕн лайăх актер пулмалла", — чунне уçать Иван.

Юрлама юратман яш ытларах мĕнле номерсене кăмăллать-ши? "Эпĕ питĕ лайăх ÿкме пĕлетĕп. Тата финал сăмахĕсене аван калатăп. Репетицисенче нумай хутчен йăванса кайма тивет. Тепĕр чухне ывăнсах çитетĕп те: "Эпĕ ÿкнĕ тесе палăртăр та малалла каяр", — тетĕп", — йăл кулать Щирий. Пĕрмаях ÿкнипе кĕлетки çинче кăвакарнă вырăнсем те юлмаççĕ-ши? "Командăра манпа мĕн кăна тумаççĕ-ши? Литература мелĕпе те кулаççĕ, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен те. Йăлтах чăтма тивет. Çак виçĕ çулта мана çапса 3 гитарăна ватрĕç, — шÿтлесе те чăнласа калаçать КВН хастарĕ. Эпĕ хăй çине хĕрхенерех пăхнине курса çапла хушса хурать. — Гитарăна малтан кăштах каснă ĕнтĕ: мана вĕлерес мар тата çак номер питĕ ĕнентерÿллĕ пултăр тесе".

Шÿт хăйне пурнăçра пулăшса пынине палăртать И.Щирий. КВНа пула Чăваш Енре çеç мар, Саранскра, Йошкар-Олара, Сочире, Дон çинчи Ростовра, çĕршывăн ытти чылай кĕтесĕнче юлташсем тупнă вăл, вĕсемпе тачă çыхăну тытать. Амăшĕ ывăлĕн чун туртăмне малтанлăха ырламан-мĕн, халĕ вара вăл та хурламасть. Иван кăçал аслă шкултан вĕренсе тухнă, çапах вăл академин КВН командинче малаллах вылясшăн, унпа пĕрле диплом илнисем те çаплах тăвас кăмăллă. Ĕнерхи студент каланă тăрăх — çакă йĕркеллĕ пулăм, Чăваш Енре çеç мар, Раççейре те хăйсем вĕреннĕ вузăн чысне 30-35 çула çитичченех хÿтĕлекен КВН хастарĕсем пур.

Çывăх вăхăтри тĕллевсемпе паллаштарма ыйтсан каччă хамăр республикăри "Столица" лигăра, çавăн пекех Раççей патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн академийĕн Пĕтĕм Раççейри Кубокĕнче çĕнтерме ĕмĕтленнине пĕлтерчĕ. Мĕншĕн тесен иккĕшĕнче те çĕнтерÿшĕн Сочири фестивальте хутшăнма ирĕк параççĕ. "Сочие тепĕр хут каяс килет. Çак фестиваль — КВН кашни хастарĕн пурнăçĕнчи чи асра юлакан пулăм. Раççейĕн кашни кĕтесĕнчен тата Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕн çывăхри çĕршывĕсенчен килнĕ 7,5 пин çын пĕрле пухăнать. Таврара юмор атмосфери хуçаланать. Чуна сăмахсемпе уçса пама май çук кăмăл-туйăм тыткăнлать. Пĕтĕмлетсе каласан — çак фестивальте пулса курмалла!" — терĕ сывпуллашнă май Иван.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.