Комментари хушас

30 Утă, 2016

Халăх ыррине шанать

— Ĕçлекен халăха шалу ытла та сахал тÿлени пăшăрхантарать мана. 7-8 пин тенкĕ çемьене тăрантарма, çав вăхăтрах хваттер укçи тÿлеме, тумтир туянма, ытти тăкака саплаштарма ăçтан, епле çиттĕр? Ытларах ку бюджет тытăмĕнче вăй хуракансене пырса тивет. Пирĕн республикăра завод-фабрика сахал, вăйпитти çыннăн ĕç вырăнне ăçта шырамалла? Пурте фермер пулаймаççĕ-çке. Ирĕксĕрех арçынсем Мускава е çурçĕре ĕçлеме тухса каяççĕ. Çемьене тытса тăрассишĕнех мăшăртан, ача-пăчаран уйрăлма тивет. Ĕçкĕ авăрне путнисемшĕн тĕнче тикĕс. Вĕсем кунта та вăй хумаççĕ, кутамкка çакса аякка та каяс çук. Хамăр республикăрах тупăш паракан предприятисем йĕркелесен аванччĕ те. Тахçан, 1990 çулсен пуçламăшĕнче, Патăрьелте сахăр завочĕ уçасшăнччĕ. Ĕçе ниепле те вĕçне çитереймерĕç. Кирлĕ пулмарĕ-ши? Ĕç çуккине пулах ялсем пушанса юлаççĕ. Шкул хыççăн ялта халь пĕр çамрăка та хăвараймăн, пурте хулана туртăнаççĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн та тăван тăрăха илĕртейместĕн. Пĕрремĕшĕнчен, лайăх ĕç вырăнĕ çук, иккĕмĕшĕнчен, шалăвне тÿлемеççĕ. Хальхи çамрăксем пушшех те пĕчĕк укçашăн пилĕк авмаççĕ.

Ерипен пулин те, пирĕн республикăра чăвашлăх аталансах пырать. Çакă питĕ савăнтарать мана. Чăваш наци радио, Тăван радио, Наци телекуравĕ, ЮТВ канал та пур халь пирĕн. Туйсенче, ташă каçĕсенче те чăваш юррисем янăраççĕ. Республикăра тинех тăван чĕлхепе калаçма вăтанма пăрахрĕç. Чăваш юррисене вырăссемпе тутарсем те хаваспах шăрантараççĕ. Хамăр та çаплах пулнă-ши — 15-16 çулсенчи çамрăксем музыка итлеме юратаççĕ. Вăл е ку юрра кам юрланине, çав шутрах чăваш эстрада юрăçисене те, йăлтах пĕлсе тăраççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Еншĕн тăрăшни курăнать. Хăй те ялтан тухнă май çĕр ĕçченĕсене сума сăвать, тĕрлĕ района çитсе вĕсен пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать. Хулара çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем хăпараççĕ. Шупашкар та куллен-кун илемленсе пырать. Темле йывăрлăха та чăтма хăнăхнă пирĕн халăх. Пуç çĕклемесĕр ĕçлет вăл, малаллах талпăнать. Яланах ыррине шанать. Паянхи йывăрлăхран та тухатех пуль-ха.

Валерий РАШТАВ, сăвăç

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.