Комментари хушас

28 Утă, 2016

Нематодaран хaтaлмаллах

Çĕрулмине нематода чирĕ ернĕ. Унпа мĕнле кĕрешмелле, çĕрулми анине епле тасатмалла?

Валентина РОМАНОВА.

Куславкка районĕ.

Юлашки вăхăтра республикăра çĕрулмин нематода чирĕ вăйлă сарăлса пырать. Унăн сиенне, паллисене пĕлменни чире сарăлма май парать. Вăйлă сиенленнĕ ана çинче çĕрулми пулмасть, хуçи вара сăлтавне ăнкармасть те. Çанталăк, вăрлăх, тăпра япăххипе сăлтавлать пĕлмен çын улма тухăçĕ пĕчĕккине.

Нематода — çĕрулмин хăрушă сăтăрçи, тăпрара пурăнать, /çĕрулмине золотистая картофельная нематода сиенлет/ çуркунне вăйлă ĕрчеме пуçлать. Çак вĕтĕ çавра хуртăн тăршшĕ пурĕ те 0,5-2 мм çеç. Апла пулин те пĕр ама 300-500 çăмарта хума пултарать. Çăмартаран 7-9 кунран вĕтĕ хурт тухать те çĕрулми тымарĕ çумне çыпçăнса ларать, тымарти сĕткене ĕмсе пурăнать. 43 кунра ÿссе çитсе çĕнĕ ăру пама пуçлать. Нематодăна ĕрчеме çумăрлă, кăшт уçăрах — 15 градуса яхăн — çанталăк лайăх. Çуркуннепе кĕркунне хăвăрт аталанса ĕрчет. Нематодăпа вăйлă сиенленнĕ анара çĕрулми тухăçĕ 70-80 процентах сахалланма пултарать.

Нематодăпа сиенленнĕ çĕрулми тĕмĕ вăйлă аталанаймасть. Лайăх çитĕннĕ çĕрулми речĕсенче нематодăпа сиенленнĕ тĕме асăрхама йывăр мар. Çеçке имшер, çулçăсем шурăрах тĕслĕ, çĕртме уйăхĕнчех сарăхма, типме пуçлаççĕ. Çакнашкал тĕме кăларса тĕрĕслемелле. Тĕмĕн тымарĕ йышлă, çинçе, тикĕс мар, шатраллă пулсан ку хуртлă тĕм. Тымар çинче вĕтĕ шурă çаврасем çыпăçса тăраççĕ. Кусем — хурт çăмартисем. Вĕсене çак тапхăрта ахаль куçпах курма пулать.

Кĕркунне çанталăк сивĕтнĕçемĕн хурт амисем цистана çаврăнаççĕ. Циста — çăмарта хума хатĕр организм. Вăл тăпрара хĕл каçать. Çуркунне меллĕ çанталăк çитсен цистаран 200-300 çăмарта тухать. Циста хăйне юрăхлă саманта кĕтсе тăпрара 7-8 çул та выртма пултарать. Ăна шăрăх та, сивĕ те хăшпĕр хими имçамĕ те витереймест. Шăпах çак сăлтава пула нематодăна йăлтах пĕтерме йывăртарах.

Нематодăпа мĕнле кĕрешмелле-ха?

Кашни çулах пĕр вырăна çĕрулми лартакан тăпрара нематода хăвăрт сарăлать. Енчен те ана çинче шаннă тĕмĕ чылай пулсан тепĕр çул улмана урăх вырăна лартмалла. Хурт çăмарти тăпрара çеç мар, çĕрулмире те хĕл каçма пултарать. Çавăн пекех чирлĕ тĕмсемпе ĕçленĕ чухне усă курнă ĕç хатĕрĕ урлă та сарăлать сăтăрçă. Улма лартнă чухне сывă вăрлăх суйламалла. Чир вăйлă сарăлнă пулсан çав анаран вăрлăх хăвармасан лайăхрах. Çуркунне çĕнĕ вăрлăх туянмалла.

Çĕрулми анине улăштарсан, сывă вăрлăх туянса лартсан нематода чирĕ сарăлаймасть. Чирлĕ вырăна çĕнĕрен 2-3 çултан çеç таврăнмалла. Ку тăпрана сыватма май парать.

Çулла çĕрулми кассисене тĕрĕслесе тухмалла. Япăх аталаннă тĕмсене кăлармалла, тымарне тĕплĕн тĕрĕслемелле, нематода чирĕ иккенне çирĕплетсен тымара тĕп тумалла, тĕм вырăнне вĕрекен шыв е извеç, кĕл сапмалла. Чăх каяшне 1:10 виçепе шывпа хутăштармалла. Чирлĕ тĕпе кăларнă хыççăн пĕр тăваткал метр тăпрана 4 литр каяш шĕвекне сапмалла.

Çак меслетсемпе хуртпа çуллахи вăхăтра кĕрешме меллĕ.

Кĕркунне улма кăларнă чухне те тимлĕ пулмалла. Вĕтĕ йышлă тымарлă, пĕчĕк улмаллă тĕпсене уйрăм, лайăх тĕрĕслесе пуçтармалла. Мăкланнă тымарлă тĕпсен тĕлĕсене извеç е кĕл сапса пымалла.

Кĕркунне анана сухаласа хăвармалла. Çакă çумкурăкран, колорадăран, нематодăран хăтăлма май парать. Хуртпа кĕрешмелли хими имçамĕсен шутне «Нематоцид», «Фосфамид», БАК «Экогель», «Нематофагин БТ», «Фитоверм» кĕреççĕ.

«Фосфамид» çыншăн, чĕрчунсемшĕн хăрушах мар, анчах мĕнпур кăпшанкăшăн сиенлĕ. Усăллă хурт-кăпшанкăна, вĕлле хурчĕсене те пĕтерет.

«Экогель БАК» экологи тĕлĕшĕнчен таса, ÿсен-тăрана тĕрлĕ сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хÿтĕлет. Çĕрулмине лартиччен экогелĕн 1% хутăшĕпе йĕпетмелле. Сиенлĕ хурта та, ун çăмартине те пĕтерет.

«Нематофагин БТ» препарат кăмпа-паразитсенчен тăрать. Ăна тăпрана 15-20 см тарăнăшне хывмалла. Нематодăна пĕр-икĕ талăкрах тĕп тăвать.

«Фитовермăн» 0,2% порошокне хуртпа сиенленнĕ тăпрана инструкципе килĕшÿллĕн хывмалла.

Çĕрулми кăларнă хыççăн кĕрхи ыраш акма юрать. Вăл сидерат шутланать тата нематода ыраш ÿсекен вырăнта ĕрчеймест. Нимĕç пăрçи /бобы/, календула, импĕр, бархатцы — çаксем те нематодăн тăшманĕсем.

Çĕрулмин çак сорчĕсене хурт питех сиенлеймест: Витал, Альвара, Кристалл, Жуковский ранний, Пикассо, Лукьяновский, Рикеса, Фрегата, Фреско.

Пусă çаврăнăшне пăхăнмалла.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.