Кайăк-кĕшĕк ашĕ çителĕклĕ
Республикăри ял хуçалăх организацийĕсем туса илекен выльăх тата кайăк-кĕшĕк ашĕн калăпăшĕнче иккĕмĕшĕн тÿпи 2014 çулта — 53,9, пĕлтĕр 63,8% пулнă. Чăваш Енре туса илекен кайăк-кĕшĕк какайĕн производствинче ял хуçалăх организацийĕсен пайĕ — 93,3, кил тата фермер хуçалăхĕсен 6,5%.
Ытларах чăх çиетпĕр
Иртнĕ çулсенче выльăх-чĕрлĕх производствинче, çынсем апатра ытларах мĕнле какайпа усă курас тĕлĕшпе курăмлă улшăну пулса иртрĕ. Пĕтĕм аш калăпăшĕнче мăйракаллă шултра выльăх 1990 çулта — 40, 2015 çулта — 20, сысна какайĕ 1990 ç. — 43, 2015 ç. — 27, кайăк-кĕшĕк ашĕ 1990 ç. — 13, 2015 çулта 50,45% йышăннă. Ытти какай тÿпи пĕчĕкленмен, пысăкланман.
Статистика кăтартăвĕсем республикăра ытларах чăх ашне çинине çирĕплетеççĕ. Сăлтавĕ вăл ĕне, сысна е сурăх какайĕпе танлаштарсан çемçерех пулнинче, врачсем чылай чире пула кайăк-кĕшĕк ашне çеç çиме сĕннинче çеç мар, унăн хакĕнче те. 2015 çулхи кăтартусене илер. Потребительсем кашни килограмм сурăх какайне вăтамран — 300,7, ĕненне — 293,6, сыснанне /виçĕ тĕслĕхре те шăмăлли кĕмест/ — 235,1, чăхăнне 123,2 тенкĕлле туяннă. Пысăк уйрăмлăх куçкĕрет, вăл йÿнĕреххине туянма хистет.
Туса илме çăмăлрах
Иртнĕ çул пирĕн АПК тирпейлекен предприятисене кайăк-кĕшĕк ашĕ 39,1 пин тонна /пусичченхи йывăрăшĕ/ ăсатнă. Чăваш Енри кашни çын пуçне вăл вăтамран 30 килограмм — çĕршывра çирĕплетнĕ нормативра палăртнă чухлĕ — тивнĕ. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — 2014 çулта кашни çын вăтамран 67 килограмм тĕрлĕ аш тата унран хатĕрленĕ апат çинĕ. Нормативпа килĕштерес тесен 75 кирлĕ. Çителĕклĕ çиейместпĕр-ха. 2014 çулта республикăра туса илнĕ чăх çăмартисем кашни çын пуçне вăтамран 210 тивнĕ. Медицина нормипе килĕшÿллĕн 260 çимелле. «Хальлĕхе сутлăха кирлĕ чухлĕ кăлараймаççĕ. Ытларах туса илмелле», — теççĕ ЧР Ял хуçалăх министерствинче.
Çитĕнтерсе куракан тăкак хăвăрт саплашăннипе кайăк-кĕшĕк выльăх-чĕрлĕхрен уйрăлса тăрать. Унпа танлаштарсан вăл чылай сахалрах çисех аш кĕске хушăра парать. Унăн кашни килограмм ашĕ пуçне кайăк-кĕшĕк çиекен апат конверсийĕ кашни килограмм сысна ашĕ туса илме усă куракан апат çаврăнăшĕнчен — 2, ĕне какайĕ туса илме пĕтерекен апат калăпăшĕнчен 3,8 хут пĕчĕкрех. Иртнĕ çулсенче нумай çемье шултра выльăх усрама пăрахнине, кайăк-кĕшĕк усрама тытăннине çав сăлтавпа та ăнлантармалла пулĕ.
Çăмарта нумайрах кирлĕ
2015 çулта республикăра 233,6 пин çăмарта е кашни çын пуçне вăтамран 189 туса илнĕ. Ку çÿлте палăртнă норматива тивĕçтермест. Çăмарта производствипе федерацин Атăлçи округĕ — çĕршывра малтисен ретĕнче. Раççейре туса илнĕ пĕтĕм çăмартан 25,2% — пирĕн округ тÿпи. Кунта кашни çын пуçне чăхсенчен вăтамран 361 çăмарта илеççĕ /Раççейре — 291/. Çак цифрăсенчен республика ăçталла талпăнни курăнать ĕнтĕ.
2015 çулта Чăваш Енри кашни çын вăтамран 241 чăх çăмарти çинине палăртнă. Ытларах çиессипе округри 14 регионтан эпир 13-мĕш вырăнта. Саратов облаçĕ /344/ — 1-мĕш, Оренбург /311/ — 2-мĕш, Пушкăртстан /295/ 3-мĕш вырăнсенче. Чăваш Ен хыççăн Пенза облаçĕ йышăннă: 224.
Михаил СЕРГЕЕВ