«Эткер» «Хĕлхемĕ» ялкăшĕ яланах
Республика тулашĕнчи ачасене хăйĕн çунатти айне пуçтарать «Эткер» кану лагерĕ.
Кăçал черетлĕ сменăна Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен вăтăр тăхăр ача килчĕ. Калама çук илемлĕ вырăнта ларакан кану центрĕ хапăл туса йышăнчĕ ачасене. Мĕн тери хăтлă кунта! Вăрманĕ мĕне тăрать! Унти вĕçен кайăксен чĕвĕлти юрри чуна тыткăнлать. Юнашарах мăнаçлăн сарăлса юхакан Атăлăн вĕтĕ-вĕтĕ хумĕсен çепĕçлĕхне уçă варкăш çил лагере илсе килет. Кун пек чухне шăрăх кунра та пăчă мар. Чунра уçă, кăмăл хаваслă, туссемпе татах та çывăхрах паллашас килет.
Тĕрлĕ çĕртен килнĕ, аякри тăрăхсенчен çитнĕ хĕрачасемпе арçын ачасене 2013 çулта çĕршывăн тĕп хулинче Мускавра «Тăван чĕлхене, çав шутра вырăс чĕлхине те, вĕрентекен» конкурс çĕнтерÿçи Ирина Алексеевна Диарова, 2012 çулта çав конкурсра çĕнтернĕ Александр Марсович Степанов тата Пĕтĕм Раççейри «Педагогика талккăшĕ-2014» конкурс лауреачĕ Любовь Васильевна Кудрявцева тулли кăмăлпа ăшшăн кĕтсе илчĕç. Килсе çитнĕ кунранах нихăçан манăçми хаваслă, асран кайми самантсем пуçланчĕç. Вĕсем кашнин асĕнче юлĕç. Çакна тĕпе хурса тăрăшрĕç те ĕнтĕ вожатăйсемпе воспитательсем. Смена программине пуян та интереслĕ тăвас опыт пур аслисен. Иртнĕ çул та вĕсем кунтах ачасен пурнăçĕпе «пурăннă»: тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ, пĕрле вылянă, савăннă, ăмăртусене хутшăннă, концертсенче юрри-ташшипе савăнтарнă… Ырă ĕçсен шучĕ те çук. Ăçта кăна çитсе, кампа кăна тĕл пулса калаçмарĕç-ши канакансем! Чим, кун çинчен хăйсем хаваспах каласа парĕç. Ятарласа çырса пынă кун кĕнекинчи йĕркесемпе паллашар-ха эппин.
Паян çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕ. «Хĕлхем» ушкăнăн пысăк уяв — «Эткер» смена уçăлать. Тĕрлĕ регионтан килнĕ ачасем ирхи апатлану хыççăн сменăна уçма хатĕрленчĕç: Константин Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи», Петĕр Хусанкайăн «Таня» поэмăсенчи сыпăксене, тĕрлĕ поэтăн сăввине пăхмасăр калама хăнăхрĕç, чăваш ташши лартрĕç, тĕрлĕ юрă вĕреннĕ хыççăн савăнăçлă линейка иртрĕ. Линейкăна ятлă та сумла хăнасем килсе çитрĕç: Чăваш Республикин культура министрĕн заместителĕ В.Н.Оринов, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин пай пуçлăхĕ В.В.Бычков, наци вĕрентĕвĕн центрĕн ертÿçи И.А.Степанова, «Вăрманти юмах» санаторин тĕп врачĕ Е.В.Гурьева хăнасем канма килнĕ, чăвашлăхшăн çунакан ачасене ăшă сăмахсем каларĕç, пил пачĕç.
Линейка хыççăн лагерьти пур ача та акт залне пуçтарăнчĕ. Пушкăрт, Тутар, Чăваш республикисенчен, Самар, Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсенчен килнĕ ачасен пултарулăхĕпе паллашрĕç.
Паян «Хĕлхем» ушкăн ачисем «Эткер» этнолагерьти тăваттăмĕш кунĕнче Муркаш районĕнчи Калайкасси вăтам шкулне çул тытрĕç. Кун йĕркинче – Афган вăрçин, таврапĕлÿ музейĕсемпе тата Мазуркинсен вернисажĕпе паллашасси. Ку ялти паллă вырăнсем çинчен лагерь воспитателĕ Александр Марсович Степанов ачасене тĕплĕн каласа пачĕ. Чи малтан эпир таврапĕлÿ музейне кĕтĕмĕр. Музей виçĕ экспозицирен тăрать иккен. Унтан Афган вăрçин музейне куçрăмăр. Ун хыççăн пирĕн çул «Юпа» комплекс патне выртрĕ. Çуран çулçÿрев Мазуркинсен вернисажне илсе çитерчĕ. Петр Яковлевичпа Зинаида Васильевна пире хаваспа кĕтсе илчĕç. Вĕсем унти япаласем çинчен тĕплĕн каласа, ăнлантарса пачĕç. Кунта пире ăстаçă йывăçран тĕрлĕ кĕлетке касса кăларни ытларах тыткăнларĕ. Зинаида Васильевна йĕркеленĕ пукане театрĕ те пурин кăмăлне те кайрĕ. Юлашкинчен асăнмалăх сăн ÿкерттертĕмĕр. Каçхи апат хыççăн «Вăрманти юмах» кану лагерĕн программипе килĕшуллĕн ачасем художниксем çинчен хатĕрленĕ вăййа хутшăнчĕç. Кун ташă каçĕпе вĕçленчĕ.
«Хĕлхем» ушкăнăн пиллĕкмĕш кунĕ – тĕрлĕ тĕлпулу. Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăвăçсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, ача-пăча валли çырнă сăввисене вуларĕç. Çак тĕлпулу хыççăн аяк-ран килнĕ ачасем парнесĕр каяс темерĕç. Андрей Кузнецов юрăç тата унăн ывăлĕ Максим чăваш юррисене шăрантарчĕç. Кăнтăрлахи апатченех лагерьте чăваш юрри-кĕвви янăрарĕ. Каçхине лагерьти отрядсен хушшинче ăмăрту иртрĕ. Кунта «Хĕлхем» ушкăн воспитателĕсем те, ачасем те хастар хутшăнчĕç.
«Эткер» этнолагерьти «Хĕлхем» ушкăнăн улттăмĕш кунĕ. Чăваш ачисем Шупашкара çул тытрĕç. Пĕрремĕш чарăну – чăваш тĕррин музейĕ. Ачасем XVII-XX ĕмĕрсенчи тĕрĕсемпе паллашрĕç. Чăваш тĕрри ыттисеннинчен тĕррисенчен уйрăлса тăнине тата вĕсен пĕрпеклĕхне тупма хăнăхрĕç. Ачасене уйрăмах 1937 çулта Мускавра иртнĕ ял хуçалăх куравĕ валли ятарласа тĕрленĕ чăваш картти кăсăклантарчĕ. Экскурси пурне те килĕшрĕ, унта пулнисен тĕрĕ тĕрлес туртăм çуралчĕ.
Иккĕмĕш чарăну – Константин Васильевич Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ. Ачасем тÿрех литература тĕнчине кĕрсе ÿкрĕç: авалхи литературăран пуçласа паянхи çыравçăсемпе паллашрĕç. Тĕлпулăва Светлана Асамат, Ара Мишши, Валери Туркай пуянлатрĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Виççĕмĕш чарăну – заливра вырнаçнă Шупашкарăн авалхи пайĕ. Çуран çулçÿрев Управçă анне палăкĕпе паллашнинчен пуçланчĕ. Ун хыççăн ачасем Шупашкар керменĕ пулнă вырăна çитсе курчĕç. Унтах Введени соборĕпе, Михаил Архангел чиркĕвĕпе, Арçынсен мăнастирĕпе тата ытти кăсăклă архитектура палăкĕпе паллашрĕç.
Шăматкун. Лагерьти çиччĕмĕш кун Муркаш районĕн Катькас клубĕ çумĕнчи «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕпе тĕл пулнинчен пуçланчĕ. Вĕсем тури чăвашсен юрри-ташшипе паллаштарчĕç кăна мар, ачасене тĕрлĕ кĕвĕ инструменчĕ калама та вĕрентрĕç. Ун хыççăн эпир тăван ен тата чăваш чĕлхи урокĕсенче пултăмăр.
Кун «Вăрманти юмах» кану лагерĕн иккĕмĕш смени уçăлнине халалланă концертпа тăсăлчĕ. Полинăпа Валерия чăваш юррипе пурне те тытканларĕç. Смена уçнă ятпа кăвайт чĕртрĕç, кашни ушкăн хăйĕн юррине карталансах юрларĕ.
Саккăрмĕш кун çав тери анлă программăллă пулчĕ. Чи малтан Шуршăлти Космонавтика музейĕнче иртнĕ Андриян Григорьевич Николаева халалланă асăну митингне хутшăнтăмăр, сăвăсем каларăмăр, «Чăваш Ен» юрă юрларăмăр, каярахпа музей экспоначĕсемпе паллашрăмăр.
Кун йĕрки питех те пуян. «Хĕлхем» ушкăн ачисем «Бичурин тата паянхи кун» музее çитрĕç. Ачасем Н.Я.Бичуринăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, Шупашкар районне халаланă кĕтеспе, этнографи уйрăмĕпе тата ытти интереслĕ экспонатпа паллашрĕç.
Кун «Стартин» ташă каçĕпе вĕçленчĕ.
Утă уйăхĕн тăваттăмĕшĕ — «Хĕлхем» ушкăнăн тăххăрмĕш кунĕ. Ирхи апат хыççăн хĕлхемçĕсем программăри тĕрлĕ конкурса хатĕрленме пуçларĕç: «Эпĕ — çулçÿревçĕ», «Цирк килнĕ!», «Алло, эпир пултаруллисене шыратпăр!» тата ытти те… Хатĕрленÿ пайĕ вĕçленсен Шупашкартан ятарласа чĕннĕ ташă ăсти Татьяна Мокеева ачасене кĕске вăхăт хушшинче чăваш ташши вĕрентрĕ. Ун хыççăн «Вăрманти юмах» кану лагерĕнчи ачасемпе «Станци вăййи» конкурс ăмăртăва хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Каçхине пурте пĕрле илемлĕ кинофильм курса савăнчĕç.
Утă уйăхĕн пиллĕкмĕшĕ — «Хĕлхем» ушкăнăн вуннăмĕш кунĕ. Кашни ирех чăваш халăх кун тăрăмĕ çинчен истори урокĕ иртет. Паянхи урок Аслă Пăлхар çĕршывĕ çинчен пулчĕ. Ачасене уçă сывлăшра ирттернĕ урок питĕ килĕшрĕ.
«Тĕлпулу кĕтесĕнче» паян Чăваш Рес-публикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Илья Степанович Клочков фотокорреспондент пулчĕ. Вăл ачасене асăнмалăх сăн ÿкерчĕ тата фотоаппарат вăрттанлăхĕсемпе паллаштарчĕ.
Кăнтăрлахи апата хальхинче «хĕлхем-çĕсем» хăйсем хатĕрлерĕç – хуран кукли пĕçерсе çирĕç. Чăваш халăх апачĕпе пурне те хăналарĕç. Каçхине дискотекăра ташласа савăнчĕç.
Утă уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Эткер» лагерĕн вунпĕрмĕш кунĕ. Лагерьте хăнара – наци радиовĕ. «Хĕлхем» ушкăна çÿрекен Анна Кадушкина корреспондент, сăмах май, вăл Наци радиовĕнче хăйĕн пултарулăхне туптать, «Ачалăх урхамахĕ» радиопередача валли ачасемпе воспитательсенчен интервью илчĕ.
«Тĕлпулу кĕтесĕнче» — Шупашкар районĕн Кăшавăшри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Евгений Александрович Майков. Вăл «хĕлхемçĕсемпе» «Эпир маттур ачасем» выляв ирттерчĕ. Хастаррисене тĕрлĕ кĕнеке парнелерĕ.
Каçхине «Хĕлхем» ушкăн Шупашкара, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне çул тытрĕ. «Ыйăх çухатнисем» спектакль пурне те тыткăнларĕ.
Утă уйăхĕн 7-мĕшĕ. «Эткер» лагерĕн вуниккĕмĕш кунĕ. Асăнмалăх юлчĕ паянхи тĕлпулу. А.В.Блинов, «Хавал» лагерĕн ертÿçи, хăйĕн ушкăнĕпе пирĕн патра хăнара пулчĕ. Эпир пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр. Мускавран, Бельгирен, Швейцарирен, Испанирен ятарласа чăвашла вĕренме килнĕ çынсемпе куçа-куçăн калаçни «Эткер» этнолагерьти «Хĕлхем» ушкăн ачисенче чăваш туйăмлăхĕ çуратрĕ.
Утă уйăхĕн 8-мĕшĕ. Çак кун «хĕлхем-çĕсем» сывпуллашу каçне тĕплĕн хатĕр-ленчĕç: концерт программине çырчĕç, кăвайт валли вут-шанкă пуçтарчĕç… Смена вĕçленнĕ тĕле вĕрентÿ центрĕн ертÿçи И.А.Степанова тата «Шăнкăрав» радиопередачăн корреспонденчĕ Г.В.Вастрюкова салам сăмахĕсемпе çитрĕç. Пысăк концерта «Вăрманти юмах» лагерь тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕ. Каçхине пурте «Эткер-party» дискотекăра ташласа савăнчĕç.
Утă уйăхĕн 9-мĕшĕ. Кăçалхи смена уйрăмах асра юлчĕ, мĕншĕн тесен программа пĕлтĕрхинчен те пуянрах та анлăрах пулчĕ. «Мул пухăнать те — саланма пултарать, халăха вара унăн чĕлхи тытса тăрать. Чĕлхе пĕтмесĕр халăх та пĕтмест», — тесе шухăшланă пирĕн мăн асаттесем. Çак шухăш халăх сăмахĕнче те йĕркеленсе юлнă.
Чăваш ачисен тавракурăмĕ сарăлса, ăс-тăнĕ çивĕчленсе, ал-ури ăсталанса пытăр.
Тĕнчере илемлĕрех те пуянрах çĕрсем пур. Çывăхри вара – тăван тавралăх, тăван халăх, тăван чĕлхе. Тем тĕрлĕ чĕлхе вĕренсен те хамăр тăван чĕлхене манар мар.
Чипер юл, юратнă «Эткер» этнолагерь! Тепĕр çул та тĕл пулăпăр-ха, ачасем!
Любовь КУДРЯВЦЕВА,
«Эткер» этнолагерьти «Хĕлхем» ушкăн воспитателĕ.
Сергей КЛОЧКОВ сăнÿкерчĕкĕсенче: акă эпир, аякран пухăннă чăваш чунлĕ ачасем! / 1-мĕш стр./; «Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри…»; Эх, хаваслă та çав лагерьте!; И.С.Клочков заняти ирттерет.