Комментари хушас

21 Утă, 2016

Яваплă тапхăр пуçланчĕ

Çак эрне пуçламăшĕ тĕлне республикăри ултă районта кĕрхи культурăсене вырма тухнă. Утă уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне ĕççие тата сакăр хуÇалăх хутшăннă.

Тунтикун Çĕрпÿсем кĕрхи культурăсене çулма тытăннă. Анчах кунта вырма ĕçĕ чылай маларахах пуçланнă темелле. Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Андрей Хорошавин фермер хуçалăхĕнче çу ÿсен-тăранĕсене пуçтарма пикеннĕ. Хуçалăхра кăçал шăпкан /рыжик/ 200 гектар йышăннă. Ĕç тăвакан директор Вячеслав Блинов палăртнă тăрăх — çак культурăна ÿстерме кăткăс мар. Вăл кирек мĕнле çĕр çинче те лайăх тухăçпа савăнтарать. Анчах ун çинчен пирĕн республикăра сахал пĕлеççĕ. Чикĕ леш енче вара унпа анлă усă кураççĕ. Пуçтарса илнĕ тухăçăн ытларах пайĕ шăпах Европа çĕршывĕсене ăсанать те.

Çак кунсенче А.В. Хорошавин фермер уйĕсенче "Безенчукская-380" сортлă кĕрхи тырра выраççĕ. Комбайнсен штурвалĕсене опытлă механизаторсем Юрий Клементьев тата Сергей Миронов тытса пыраççĕ. Валентин Изендеевпа Юрий Иванов водительсем тĕшĕ-ленĕ тырра уйран автомашинăпа турттараççĕ.

Кăçал кунта кĕрхисене 1320 гектар çинчен вырса илмелле.

Çак районти "ВДС" пĕрлешÿре те тунтикун вырмана пуçăннă. Ĕççи тĕлне кунта 50 çын вырнаçмалăх çĕнĕ столовăй /3 млн тенкĕлĕх тăкакланнă/ хута янă. Тырă типĕтекен комплекса тĕпрен юсаççĕ. Вăл пĕр сехетре 50 тонна чĕртавар йышăнмалла. Строительство ĕçĕ пĕтĕмпе 10 млн тенке кайса ларать.

Патăрьел районĕнчи "Малалла" агрофирмăра çĕнĕ тухăçшăн кĕрешÿ утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă. Чи малтанах кунта 30 гектар çинчи пăрçана вырма тухнă. Ун хыççăн кĕрхи тулă уйне куçнă.

Елчĕк районĕнчи Ленин ячĕллĕ хуçалăхра утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче ертÿçĕсемпе фермерсем вырман тапхăрĕ пирки тĕплĕн канашланă. Тепĕр кун ĕçе пикеннĕ. Хальхи вăхăтра "Прогресс", "Победа", "Рассвет", "Комбайн", "Яманчурино", "Клевер", "Колос" хуçалăхсенче, "Нива" агрофирмăра тата ыттисенче ĕççи хĕрсе пырать. "Прогресс" пĕрлешÿре кăна кĕрхи культурăсене вырма 5 комбайн хутшăнать. Çĕнĕ тырра кĕтсе илме складсене, йĕтемсене юсаса йĕркене кĕртнĕ.

Комсомольски районĕнчи Ф. Г. Хайртдинов фермер хуçалăхĕнче тăрăшакан Александр Безрукин механизатор çак эрне пуçламăшĕнче комбайнне кĕрхи ыраш уйне кăларнă. Пирвайхи кун кашни гектар 28 центнер тухăç панă.

Красноармейски районĕнче вырма умĕн 14 механизатор "Е" категори илме "Нива" вĕрентÿ центрĕн филиалĕнче экзамен тытнă. Вĕсем вырмара комбайн штурвалне çирĕп тытса пырасса шанаççĕ.

"Красное Сормово" пĕрлешÿ тата "Таябинка" агрофирма районта ĕççие ыттисенчен маларах пуçланă.

Пăрачкав районĕнче "Простор", "Россы Поречья", "КиПиАй Агро" хуçалăх механизаторĕсем чи малтан кĕрхи тырă пуссине тухнă. "Простор" пĕрлешÿ уйĕнче 5 комбайн ĕçлет. Пирвайхи тухăç гектартан 40 центнерпа, нÿрĕклĕхĕ 13,5 процентпа танлашнине палăртаççĕ. Кунта пĕрчĕллĕ культурăсене пĕтĕмпе 2400 гектар çинче вырмалла, çав шутра 1000 гектар — кĕрхисем. "Россы Поречья" хуçалăх вырмана 9 комбайн кăларнă. "КиПиАй" пĕрлешÿре рапс пуçтараççĕ.

Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ кооператив ĕçченĕсем утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче вырмана тухса çак кун 71 çул тултарнă ертÿçĕне Николай Степанович Андреева савăнтарнă.

Вырма — яваплă тапхăр. Çĕр ĕçченĕ тăрăшса вăй хурсан тата çанталăк уяр кунпа савăнтарсан пÿлмене пахалăхлă тухăç кĕмелле.

Ирина ПАВЛОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.