Комментари хушас

20 Утă, 2016

Сунарçăсен шăши тытакана пĕтермелле-ши?

Этем çут çанталăкшăн та, чĕрчун тĕнчишĕн те — тÿре. Чылай чухне тĕплĕ шухăшламасăрах вăл чĕрлĕхĕнне çеç мар, ешĕл хутлăхсемпе шыв-шур пуласлăхне те татса парать.

Совет Союзĕнче 1960 çулсенче ашпа тăранса пурăнакан вĕçен кайăксене пĕтересси çинчен йышăну кăларнă. "Вĕсем сунар объекчĕсем шутланакан чĕрчунсене тытса пĕтереççĕ!" — кăшкăрнă сунарçăсем. Вăрманта пăшал сасси кĕрлесе çеç тăнă — çăтăх кайăка сахал мар вĕлернĕ. Çак юхăма Европăри патшалăхсем те хутшăннă. Какайпа тăранакан вĕçен кайăксен темиçе тĕсне пачах пĕтернĕ. "Хура списока" кĕртнисене хуптĕрлеме пуçласанах сунар объекчĕсен йышĕнчи вĕçен кайăксем хушăннă. Анчах сунарçăсен ырлăхĕ нумая пыман. Вĕсем тытакан кайăксем ерекен инфекцие пула пайтах вилнĕ. Кăшлакан чĕрчунсемшĕн апат çителĕклĕрен вĕсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ, этем апат-çимĕçне сăтăр кÿнĕ. Çынсем тинех йăнăша тÿрлетесси çинчен шухăшлама тытăннă. Европăри патшалăхсене çăткăн кайăксене каялла тавăрнă: пĕтĕмпех пĕтермен çĕршывсенчен, çав шутра СССРтан илсе килнĕ. Ашпа тăранаканнисене "кăкламалли" тĕллев Хĕвеланăçĕнче мĕн патне илсе çитернине пĕлсе СССРта "вăрçа" вĕçлеме йышăннă. Чăн та, çакăн çинчен обществăра хыпар анлăн сарман. Тÿпере çуначĕсене сарса майĕпен вĕçекен çăтăх кайăка асăрхасанах пăшалтан перекен сунарçă хальхи вăхăтра та чылай. "Çăткăн вĕçен кайăксем пирĕн аша нумай çиеççĕ", — теççĕ вĕсем. Апла пулсан çăтăхсем пачах пĕтес хăрушлăх пур. Тĕлĕ-тĕлĕпе темиçе çул курăнмаççĕ.

Хайхи "вăрçă" Чăваш Енре Европăри патшалăхсенчи пекех иртнĕ. Малтан ăмăрткайăксен тĕсĕсене тĕп тунă. Вĕсене курса юлнă çынсем республикăра пурăнаççĕ-ха. Вĕçнĕ чухне икĕ çуначĕ 2,5-3 метра сарăлать! Тĕлĕнмелĕх пур вĕт. Çут çанталăка юратакансем 1990 çулсенче: "Пĕр мăшăр та юлмарĕ!" — тесе кулянатчĕç. Çапах та тĕпчевçĕсем "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕпе "Сăрçум" заповедника йĕркеличченех Сăр вăрманĕн чăтлăхĕнче патша ăмăрткайăкĕпе /орел-могильник/, караппăлпа /беркут/, пăнчăллă ăмăрткайăкпа /подорлик большой/, пĕчĕк ăмăрткайăкпа /орел-карлик/ тĕл пулнă. Темиçе çултан хир ăмăрткайăкĕ курăннă, маларах асăннисенчен хăшĕ-пĕрин йăвине те тупнă. Апла пулин те çак тĕссем республикăра çĕтме пултараççĕ.

Ăмăрткайăксем мар, вĕсенчен икĕ хут пĕчĕкрех пысăк хурчкасем /ястреб-тетеревятник/ те хăйсен "вăрçăчченхи" йышне тавăраймаççĕ. Вăрманта пурăнаканскер ахаль шаланкăран /канюк/ тата сăпса хурчкинчен /осоед/ çуначĕсем çаврака, хÿри вăрăм пулнипе уйрăлса тăрать. Çак уйрăмлăх ăна йывăçсен хушшинче вăр-вар пăркаланма май парать. Орнитологсем 1985 çулччен çак кайăкăн 1-2 мăшăрне куллен шута илнĕ, 1990-2000 çулсенче çуркунне-çулла асăрханипех çырлахнă.

"Пысăк хурчка карăка, ăсана, мулкача тытса пĕтерет. Ăна вăрманта вĕçме памалла мар!" — тарăхаççĕ сунарçăсем. Çапла, вăл асăннă чĕрчунсен ашне кăмăллать. Анчах чи малтан халсăррисене, чирлисене тапăнать, вĕсен популяцине сыватма пулăшать. Ял çыннисем кил кайăк-кĕшĕкне вăрланине палăртаççĕ. Сунарçăсем карăкпа ăсана, мулкача сахаллатнăран пысăк хурчкан ял çинче вайăкласа вĕçме тивет. Унăн выçăхса вилмелле мар вĕт. Пысăк хурчка иртнĕ ĕмĕрхипе танлаштарсан республикăра чылай сахалрах. Пĕчĕк йышпа санитар тивĕçне начар пурнăçланăран сунарçăсем ашшăн тытакан кайăксем чире пула нумай вилеççĕ. Унăн пĕр тăванĕ çерçи хурчки /перепелятник/ пысăк хурчкаран икĕ хут пĕчĕкскер, чăпар хырăмлă, хăмăр çунатлăскер, хăйĕн йышне ХХ ĕмĕрти шая çитерчĕ. Уншăн апат /çерçи евĕрлĕ пĕчĕк кайăксем/ çителĕклĕ.

Ăсчахсем этелĕке /балобан/ тата ахаль кăйкăра /сапсан/ курнăранпа вăхăт мĕн чухлĕ иртнине калаймаççĕ. Хăйсенчен самай вĕтĕрех кайăксене вĕçсе пынă чухнех тытаканскерсене сунарçăсем çерçи хурчки тесе вĕлерсе пĕтерчĕç.

Хир хăлачĕпе кăвак хăлат та — Хĕрлĕ кĕнекере. Шăши евĕрлĕ кăшлакан чĕрчунсемпе, вĕтĕ кайăксемпе, çĕлен-калтапа тăранаççĕ. Ялсен çывăхне пымаççĕ. "Шурлăх хăлачĕ кайăк-кăвакал чĕпписене, сунар объекчĕ шутланакан шыв-шур таврашĕнче пурăнакан чĕрчунсен çурисене тытса çиеççĕ", — теççĕ сунарçăсем. Орнитологсем çак кайăк мĕнле апатпа тăраннине темиçе эрне сăнаса палăртнă. Унăн рационĕнче кăшлакан вĕтĕ чĕрчунсем çеç!

Çÿлте асăннă хăлатсем сунарçăсемшĕн конкурентсем мар. Çапах шăши тытакансем те "вăрçăра" хĕн курнă. Ахаль шаланкă /канюк/ тата хура хĕрен /коршун черный/ шучĕ самаях. Этем шурă хÿреллĕ ăмăрткайăка /орлан-белохвост/, шурă хурчкана /скопа/, çĕлен хурчкине /змееяд/ тата сăпсаçиене /осоед/ пуринчен ытларах сиен кÿнĕ. Вĕсене патакăн икĕ вĕçĕпе "тÿнклеттернĕ": пăшалтан персе вĕлернĕ тата апатне — пулла, вĕлле хуртне, сăпсана, тĕкĕлтурана — ял хуçалăх химийĕпе «наркăмăшлантарнă". Вĕсене ĕрчеме халĕ те çăмăл мар.

Хальхи вăхăтра республикăра шултра кăйкăрсем çук. Пуррисем çуркунне-кĕркунне Чăваш Ен урлă вĕçсе иртнĕ чухне çеç тĕл пулаççĕ. Вĕтĕ кайăксене тытаканнисем — кăвакарчăнла кăйкăр /дербник/ тата чĕкеç кăйкăрĕ /чеглок/ çеç кунта чĕп çитĕнтереççĕ. Вĕсемсĕр пуçне ашпа тăранакансенчен тата икĕ тĕс пур: ахаль якăлпай /пустельга обыкновенная/ тата хĕрхи /кобчик/. Вĕсем çын куçне сайра курăнаççĕ.

Этем çак кайăксене тĕрлĕ ĕмĕрте тĕрлĕрен йышăннă. Вĕсене хисепленĕ, хÿтĕленĕ тапхăрсем те пулнă. ХХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Çĕр чăмăрĕнчен тасатма хăтланнă. Вĕсен шăпине татса паман-ха. Çÿлте асăннă кайăксенчен ытларахăшне хÿтĕлес тĕллевпе ЧР Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Унта вырăн йышăнманнисем те патшалăхран хÿтлĕх кĕтеççĕ.

Олег ГЛУШЕНКОВ,

орнитолог

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.