Комментари хушас

19 Утă, 2016

Пĕр кашăк тикĕт пыл пичкине юрăхсăра кăларать

Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем Шупашкарти хăшпĕр урамри çул норматива еплерех тивĕçтернине палăртас тĕллевпе мониторинг ирттерчĕç.

Тĕп хуларан Сĕнтĕрвăрри районне тухса каймалли шоссен виçĕ сыпăкĕ федерацин «ГОСТ Р 5059793. Автомобиль çулĕсем тата урамсем» патшалăх стандартне тивĕçтерменнине палăртрĕç. Акă автомашинăна пĕрремĕшĕнче чарса кăлтăка тишкерчĕç. Çумăр шывне асфальт çинчен çĕр айĕпе юхтармалли, çула тухса тăракан пăрăх пуçĕ темле сăлтава пула 7 сантиметр аннă. Юсанă чухне ытти тĕлте 9 сантиметр таран путарса хăварнă. «Çав путăксене кустăрма лексен хăвăрт пыракан çăмăл автомашина çÿлелле сиксе илет, — терĕ регион уйрăмĕн штабĕн çумпредседателĕ Виктор Горбунов. — Ăçталла сулăнассине водитель те, пассажирсем те пĕлмеççĕ. Кун пек чухне юнашар пыракан автомашинăпа çапăнма пултарать».

Шоссерен АЗСа кĕмелли çул хĕрри путăк, унăн тарăнăшĕ 7-10 сантиметр. Çул хывакансем Хĕвелтухăç поселокĕн авточарăнăвĕ тĕлĕнче асфальт пĕр сий /бордюртан — 2,7, сий тăршшĕ – 5 метр, тарăнăшĕ 6 сантиметр/ хуман. Мĕншĕн? Сăлтавне калама йывăр.

Вĕсемех Ленин Комсомолĕн урамĕнчи Кочаково авточарăну патĕнчи лаптăка /сарлакăшĕ — 3, тăршшĕ 7 метр/ асфальт çÿхе хурса хăварнăран кустăрмасем çула пусăрăнтарнă, бордюрсем çÿле юлнă. «Асфальта çÿхе хунăран çул шăтнă. Пĕр тĕлте лакăм 12 сантиметр тарăнăш. Ку вырăн та патшалăх стандартне тивĕçтермест — асфальт хумалла», — терĕ В.Горбунов.

Штаба ертсе пыракансем Шупашкар хула администрацине çуркунне Пролетари урамĕнчи çул тăршшĕпех тĕлĕ-тĕлĕпе ванса путăкланнине пĕлтернĕ. Кунти ланкашкасен тарăнăшĕ 17 сантиметр таран пулнă. Çула нумаях пулмасть юсанă, алтăк-кăлтăк курăнмарĕ.

Халăх фрончĕн активисчĕсем журналистсене Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи «Шупашкар» универмаг умĕнчи /тĕп трассăран шаларахри, чиркĕве хирĕç/ çула кăтартрĕç. Вăл пĕтĕм анлăшĕпех лакăмлă. Кашнин тарăнăшĕ 10-17 сантиметр. Шăтăксене кустăрма лекет те автомашина сиксе-силленсе илет. Александр Васильев водитель çул-йĕр инспекторĕсем тĕрĕслеççĕ терĕ-ши — транспортне чарса çапла каларĕ: «Шупашкар» универмага çак çулпа куллен кĕретĕп. Вăл сиктернĕрен техника силленет, çĕмĕрĕлме пултарать. Путăксене сап­ласса кĕтетпĕр. Тен, юсаса парĕç».

2012 çулта База урамĕнчи çула тĕпрен юсанă. Ăна хута яма журналистсем те хутшăнчĕç. Юсавччен кунти çул çĕмрĕкччĕ: автомобиль йĕрĕсем путса аннăччĕ. Çул тĕпне çитичченех ватса çĕнĕрен хăйăр, чул, асфальт сарчĕç — 187 миллион тенкĕ тăкакларĕç. Çĕнĕ çулшăн чи малтанах водительсем хĕпĕртерĕç. Анчах пур тĕлте те лайăх туман иккен. Çул айĕпе çумăр шывне юхтармалли пăрăха пĕр вырăнта тепĕр енне чалăштарнă та — анаталла юхмасть, çул çинче кÿлленчĕк 30-40 метр пухăнса тăрать. Кунти автомашинăсем иртнĕ чухне тротуарпа пыракан çынсене шыв сирпĕнет.

Халăх фрончĕн пуçаруçисем Ленинград урамĕнчи тата Вăрмар районĕнчи çулсем çинче лакăмсем тупса палăртнă. В.Горбунов мониторинга пĕтĕмлетсе çапла каларĕ: «Шупашкарти тĕп урамсенчи çулсене патшалăх стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн юсасах тăраççĕ. Анчах хăшпĕр микрорайонта шăтăк-путăка сапласа пĕтермен-ха. Çакăн çинчен халăх фрончĕн регион уйрăмне водительсем, пассажирсем пĕлтереççĕ, юсама ыйтаççĕ. Штаб эксперчĕсем республикăри çулсене сăнасах тăраççĕ. Чăн та, кăмăла хуçакан вырăнсем пур. Вĕсем пĕр кашăк тикĕт пыл пичкине юрăхсăра кăларнине аса илтереççĕ».

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.