Комментари хушас

19 Утă, 2016

Амăшĕн капиталĕн укçипе - реабилитаци хатĕрĕ

Çемьере иккĕмĕш тĕпренчĕкне çуратнă /усрава илнĕ/ хыççăн паракан амăшĕн капиталĕн сертификачĕн укçипе федерацин иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 348-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн 2016 çултан тытăнса сусăр ачана социаллă адаптаципе тивĕçтерме тата обществăна интеграцилеме кирлĕ таварсемшĕн тата пулăшушăн тăкаклама ирĕк панă.

Ача виççĕ тултаричченех

Унăн нухрачĕпе кирек хăш вăхăтра усă курма юрать, сертификат ирĕкне илнĕ ача виçĕ çул тултарасса кĕтмелле мар.

Патшалăхăн хушма пулăшăвне çÿлерех асăннă тĕллевпе тăкаклас шухăшлă ашшĕ-амăшĕн сусăр тĕпренчĕкне медицинăпа социаллă экспертизăна ямашкăн сывлăх сыхлавĕн организацийĕнчен ыйтмалла. Унта ирĕк илнĕ хыççăн сиплекен тухтăр РФ Правительствин 2016 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 831-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ переченьпе килĕшÿллĕн ачана сĕннĕ таварсемпе пулăшусене сусăра реабилитацилемелли е абилитацилемелли харпăр хăйĕн программине кĕртмешкĕн медицинăпа социаллă экспертизăран ыйтмалла.

МСЭ учрежденийĕ заявление пăхса тухса ыйтăва тивĕçтернĕ хыççăн çемье çав тавар-пулăшăва туянма пултарать. Кун пек чухне тÿлев докуменчĕсене — суту-илÿ килĕшĕвĕсене, тавар е касса чекĕсене е тÿлевĕн ытти хутне — упрамалла. Пулăшăва илес тĕк, хакне саплаштармашкăн унпа тивĕçтересси çинчен саккун йĕркипе çирĕплетнĕ килĕшÿ пулмалла.

Çакна уйрăммăн палăртмалла: харпăр хăйĕн реабилитаци программи тавар е пулăшу туяннă кун тĕлне вăйра тăмалла.

Тавар — сирĕн алăра. Кун пек чухне ăна чăннипех туяннине социаллă хÿтлĕх органĕнче çирĕплеттермелле. Йыхравланă хыççăн унăн яваплă çынни пилĕк кун иртиччен сирĕн пата пырса тавар пуррине тĕрĕсленин актне çырать, унăн пĕр экземплярне Пенси фондне çитермешкĕн хăвăра парса хăварать.

Пенси фончĕн территори органне е Нумай функциллĕ центра тавар е пулăшу туянса тăкакланнин компенсацине илме каймалла. Çумра паспорт, сусăр ачан реабилитацин е абилитацин харпăр хăй программи, тавара е пулăшăва туяннин тăкакĕсене çирĕплетекен документ, вĕсене чăннипех туяннине тĕрĕсленин акчĕ, укçана куçармашкăн банк счечĕн реквизичĕсем пулмалла.

Саккунпа килĕшÿллĕн ыйтăва тивĕçтерме йышăнсан заявлени панă хыççăн икĕ уйăх иртиччен амăшĕн капиталĕн укçине кредит организацийĕнчи счета кĕртеççĕ.

Çемье капиталĕ шучĕпе сусăр ачана социаллă адаптаци памалли тата обществăна интеграцилемелли таварсемпе пулăшусене туянассипе Пенси фончĕн сайтĕнчи «Пурнăçри лару-тăру» пайĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать.

Хевтесĕр ачасем çитĕнтерекен çемьесен çавăнпа пĕрлех федерацин «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен» саккунĕпе палăртнă таварсемпе пулăшусене тÿлевсĕр тивĕçмелли ирĕк те сыхланса юлать.

 
ЦИТАТА
"Эпир ку чухнехи перинаталь центрĕ сем тăвас тата вĕсене тĕпрен юсас ĕçсем валли укçа-тенкĕ уйăратпăр, ачасем çуралнă çемьесене финанс пулăшăвĕсем паратпăр: ку вăл амăшĕн капиталĕ те, виççĕмĕш ачашăн паракан тÿлев тата ытти те".
Чăваш Республикин Пуçлăх. Михаил Игнатьев
Патшалăх Канашне янă Çыруран.

РФ Пенси фончĕн кăтартăвĕсем тăрăх — Чăваш Республикинче сусăр ачаллă 700 ытла çемье амăшĕн капиталĕн сертификачĕн хуçи пулса тăнă. Çавна май пенси службин специалисчĕсем вĕсенчен кашнине çĕнĕ йĕрке пирки тĕплĕн ăнлантарса параççĕ. Сăмах май амăшĕн капиталĕн виçи кăçал 453026 тенкĕпе танлашать.

Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви асăннă темăпа ирттернĕ «çавра сĕтел» хушшинчи калаçăва ачалăх тата сусăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ведомствăсен яваплă çыннисемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ. Вĕсен шухăшĕпе — перечене анлăлатмалла: хальлĕхе пулăшусен шутĕнче вулакан секретарьпе çыхăнни кăна. Чылайăшĕ вара çемье капиталĕн укçипе тĕпренчĕкне сиплев массажĕ тутарасшăн, церебраль шалкăмĕ çапнă ачан чун туртăмне тата пултарулăхне кура ăна компьютер пĕлĕвне тарăнрах паракан курса çÿретесшĕн тата ытти те.

Кÿме — тÿлевсĕр

Сусăр ача валли амăшĕн капиталĕн укçипе туянмалли реабилитацин техника хатĕрĕсен переченьне çирĕплетнĕ май хăшĕ-пĕри тĕпренчĕкĕ валли патшалăх шучĕпе тÿлевсĕр паракан кÿмене те укçалла туянас темĕ-и?

Çук иккен. РФ Социаллă страховани фончĕ çÿлерех асăннă документа туса хатĕрлемешкĕн тÿрремĕнех хутшăннă тата патшалăх тÿлевсĕр уйăракан хатĕрсене перечене кĕртессине сирнĕ. Списокра — реабилитацин 48 изделийĕ: пусма картлашкипе хăпартакан хатĕр, хускану функцийĕсене аталантармалли тренажер, ятарлă хыçлă пукан, кравать, Брайль алфавичĕпе çырмалли прибор тата ытти.

Тÿлевсĕр паракан хатĕрсен переченьне РФ Правительствин 2347-р йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Вăл чăннипех анлă: протезпа ортопеди хатĕрĕсемпе кресло-кÿмерен тытăнса абсорбизацилекен кĕпе-йĕм, подгузник таранах. Сусăра мĕнле йышши протез, кÿме е реабилитацин ытти хатĕрĕ юрăхлă пулнине медицинăпа социаллă экспертиза татса парать. Кун пек чухне ыйтăва кашни сусăр тĕлĕшпе уйрăммăн уçăмлатаççĕ.

Подгузник е ятарлă кĕпе-йĕм, е ытти япала — инвалида куллен кирлĕ хатĕр. Вĕсемпе хăçан тивĕçтерессине кĕтсе лараймăн, алă айĕнче пулмасан туянма тивет. Кун пек чухне тăкака саплаштараççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн гражданинăн суйламашкăн ирĕк пур: реабилитаци хатĕрне федераци бюджечĕ шучĕпе тивĕçме е ăна хăй укçипе туянса компенсаци илме юрать. Çакна çирĕплетекен документсене РФ Социаллă страховани фончĕн территори органне памалла. Кун пек чухне асра тытмалла: куç тĕлне пулнă кирек мĕнле тавара мар, инвалидăн реабилитаци программинче кăтартнине кăна туянма юрать. Тĕслĕхрен, подгузниксене сăрхăнса кĕртеслĕхе тата пилĕк виçине кура палăртаççĕ. Хăвăра юрăхсăррине туянса тăкакланнине саплаштармасан та пултараççĕ. Лавккара касса чекне кăна мар, таваршăн параканнине те ыйтмалла. Çак йĕркене пăхăнсан компенсацие çăмăллăнах тивĕçме пулать. Саккунпа килĕшÿллĕн саплаштарăва 2 уйăх иртиччен тÿлеççĕ. Унăн сумми фондăн территори органĕ çакăн йышши тавара туянмашкăн çирĕплетнĕ патшалăх контрактĕнче кăтартнипе тата заявлени панă кун тĕлне пурнăçланин виçипе танлашать.

Патшалăх контракчĕпе килекен реабилитаци хатĕрĕ тĕлĕшпе гаранти обязательстви пур. Унта кăтартнă вăхăт иртиччен юрăхсăра тухнă япала тĕлĕшпе производительтен е фондăн территори органĕнчен пулăшу ыйтмалла: хатĕре юсаса е çĕннипе улăштарса параççĕ. Çакăншăн инвалидăн расхутланма тивмĕ.

Валентина СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.