Комментари хушас

19 Утă, 2016

Чун ăшшине ан хĕрхенĕр

Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пăрачкав салинче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона пĕтĕмлетнĕ. «Раççей ача-пăча фончĕн» республикăри уйрăмĕн председателĕ, йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов пĕлтернĕ тăрăх — кăçалхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче вăй илнĕ 20-мĕш марафона 1680 предприяти-организаци, уйрăм çын хутшăннă, пĕрлехи вăйпа сăваплă акци пухмачне 7,8 миллион тенкĕлĕх /иртнĕ çулхинчен 600 пин тенкĕ ытларах/ пуянлатнă.

Çав ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Пăрачкав район ертÿлĕхĕ хутшăннă.

Ыркăмăллăх юхăмне сумлă тÿпе хывнисен йышĕнче — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ, «Акконд» АО, "Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ» АУО, Чăвашпотребсоюз. Акцие Пăрачкавра пĕтĕмлетни те сăлтавсăр мар: ачалăха хÿтĕлессипе çыхăннă ырă ĕçсем валли вĕсем 357414 тенкĕ уйăрнă, муниципалитетри кашни çын пуçне ку тăрăхра пурăнакансем чи пысăк сумма куçарнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Комсомольски тата Шăмăршă районĕсем.

Марафонра пухнă укçа шучĕпе йышлă тата сахал тупăшлă çемьесене пулăшаççĕ, больницăсене хальхи кăткăс оборудованипе пуянлатаççĕ, ятарлă препаратсем, тренажерсем, япăх илтекен çул çитмен çамрăксем валли аппаратсем туянаççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсемпе интернат çурчĕсене çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтараççĕ, тетте, кĕнеке илеççĕ, пĕчĕккисен выляв лапамĕсене çĕклеççĕ. Ачасен пултарулăх ушкăнĕсене те çав шутранах хавхалантараççĕ, уйрăмах пултаруллă çамрăксене социаллă стипенди тÿлеççĕ.

Юрий Кислов палăртнă тăрăх — кăçалхи марафонăн йĕркелÿ комитечĕн çумпредседателĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕннипе ыркăмăллăх шучĕпе пухнă укçан пĕр пайĕ шкулсенчи волейбол лигисене аталантарма хывăнать. Сăмах май, Шупашкарти 61-мĕш шкулăн команди кăçал Анапа хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра виççĕмĕш вырăна тухса бронза медаль çĕнсе илнĕ.

Михаил Игнатьев ачасемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене тивĕçлипе хакласа çул çитмен çамрăксен пурнăçпа йăла условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе марафона пуçаруллă хутшăннă ентешсене тав тунă. «Ыркăмăллăх марафонĕн тĕллевĕ — ачалăха хÿтĕлесси тата пулăшасси. Кун пек чухне чĕре хушнипе хывнă кашни тенкĕ пĕлтерĕшлĕ. Ĕçĕ пухмачра мĕн чухлĕ укçа пулнинче кăна мар, çамрăк ентешĕмĕрсен пурнăçне лайăхлатмашкăн пирĕнтен кашниех чун ăшшине хĕрхенменни хаклă, — тенĕ вăл. — Ăнтăлуллă ачасене хÿтте илсе вĕсене ырă йăла-йĕркене пăхăнса çитĕнтересси, патриотизм воспитанийĕ парасси, аслă ăру çыннисене хисеплеме вĕрентесси — пирĕн тивĕç».

Регион Пуçлăхĕ ыркăмăллăх пухмачне пуянлатмашкăн пысăк тÿпе хывнăшăн Пăрачкав районĕнчи «Агрохимсервис» АУО генеральнăй директорне Алексей Глухова тата Улатăр районĕнчи Первомайски вăтам шкулĕн директорне Галина Белоусовăна Пĕтĕм Раççейри ача-пăча фончĕн «Ачалăх меценачĕ» медалĕпе тата сертификатпа чысланă. Ыркăмăллăх валли укçа пухас енĕпе лидер пулса тăнă Пăрачкав район администрацийĕ 50 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафонăн йĕркелÿ комитечĕн çумпредседателĕ Алена Аршинова депутат сăваплă юхăма чун туртăмĕпе хутшăннисене тав тунă май çапла пĕлтернĕ: «Ачасене пулăшмашкăн ăнтăлакан çыннăн чĕри хĕмленсе тăрать, ыттисене ăшăтать. Ырă туни ырăпа таврăнать».

Марафона пĕтĕмлетни сăваплă ĕç вĕçленнине пĕлтермест. Йывăрлăха лекнисене пирĕн несĕлсем яланах хăйсен хÿттине илнĕ. Çакна асра тытса ыркăмăллăха кулленех хутшăнмалла пирĕн. Пулăшу кĕтекен вара нумай-ха…

Валентина СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.