Комментари хушас

27 Пуш, 2014

Анлă юхан шыв хĕрринчи шурă Шупашкар

Çĕр-шыв карттине эсĕ, хаклă тусăм, пĕрре çеç мар уçса пăхнах ĕнтĕ. Унăн сарлакăшĕнчен те, вăрăмăшĕнчен те тĕлĕнни каламасăрах паллă. Карттă çинчи хуласен шучĕ калама çук йышлă пулни те сана та шухăшлаттарнах. Тата сăрт-ту, кÿлĕ, юхан шыв, вĕçĕ-хĕр-рисĕр вăрман, тинĕс нумаййи те савăнтарни каламасăрах паллă. Мĕн чухлĕ пурлăх çĕр айĕнче, шывра! Çавăн пек мăнаçлă пирĕн юратнă Тăван çĕр-шывăм! Ăна илем кÿрекенĕ вара - унта пурăнакан, кашни хăйĕн ĕçĕнче ырми-канми тăрăшакан халăх. Крайсемпе облаçсенче, республикăсенче тĕрлĕ халăх çынни туслă та тату пурăнать...

Паян эпир, тусăмăрсем, Чăваш Респуб-ликин тĕп хулипе Шупашкарпа паллашăпăр. Халăхăн мĕн авалтан пыракан йăли- йĕрки пирки те сăмах хускатăпăр. Иртнисĕр пуласлăх çу, çавăнпа пирĕн мăн асаттесемпе асаннесен пурнăçне пĕлмеллех.

Пире хальхинче çул çÿреве тухма Шурсухалпа Темтепĕлейкин пулăшĕç.

Тăван республикăмăрăн аякри пĕр районĕн пĕр чăваш ялĕнче пурăнакан Темтепĕлейкин Шупашкара мăн кукашшĕ патне хăнана килнĕ те ыйту çине ыйту парса халтанах янă. Ватă шăпăрланăн кашни ыйтăвнех хуравлама та ĕлкĕрейменрен тата ывăнса та çитнĕрен арçын ачана хулари хăй пĕлекен чи ватă Шурсухал патне ятарласах илсе кайнă. Мучи хаваспах кĕтсе илнĕ вĕсене. Темтепĕлейкине вара алăран çавăтнă та тÿлеккĕн юхакан Атăл хĕрринчи пĕр мăнаçлă юман патне илсе пынă. «Атя, мăнукăм, çак йывăç айне ларар та шăкăлтатса калаçар, - пуçланă хăйĕн сăмахне Шурсухал. - Май килнĕ тата хам пĕлнĕ таран санăн ыйтăвăрсене хуравлăп...»

«Асатте, мана хам çуралнă тăван ен питĕ кăмăла каять. Унăн тĕп хули Шупашкар та çав тери илемлĕ. Анчах шурă Шупашкарăмăр епле пуçланса кайнине пĕлместĕп. Кĕскен те пулин каласа памăн-ши/»

Шурсухалпа Темтепĕлейкин меллĕн кăна вырнаçрĕç те ватă хăйĕн калавне пуçларĕ.

- Хулан çуралнă кунне йăлана кĕнĕ тăрăх çырулăхра палăртса хăварнинчен шутлаççĕ. Авалхи вырăс летопиçĕсем Шупашкара Иван Дмитриевич Руна çар пуçĕ 1469 çулхи çу уйăхĕнче Хусана Атăл тăрăх кайнипе çыхăнтараççĕ. Анчах вăл хула-ял пек маларах та пулнă пулас. Археологсем çакна хăйсен шыравĕсем хыççăн та çирĕп-летнĕ. Историографи йăлипе килĕшÿллĕн, хула 1469 çулта никĕсленнĕ. Ку тĕлĕшпе, мăнукăм, тĕпчевçĕсем хăйсен татăклă сăмахне каламан-ха. Вĕсем авалхи çурт-йĕр- сене, çав вăхăтри çынсенчен юлнă япаласене чавса кăларнă тĕслĕхсем Шупашкара XIII ĕмĕртех Сăвар хулинчен куçса килнĕ çынсем никĕслени пирки çирĕплетеççĕ. Чăвашсем Вырăс патшалăхне хăйĕн ирĕкĕпе кĕнĕ хыççăн 1555 çулта Шупашкар уесне йĕркелеççĕ. Çар крепоçĕсĕр пуçне суту-илÿ тумалли майсем те пулаççĕ. IV Йăван пуç пулнă тапхăрта Шупашкар кремльне тăваççĕ. Тĕне ĕненекенсем валли хулара Введени соборне çĕклеççĕ. Шупашкарта шăратса тунă чансем кайран Раççейре кăна мар, Европăра та палăрма тытăнаççĕ.

Суту-илÿ аталанса, православи сарăлса пыни, чăваш халăхĕ тĕне кĕме тытăнни хула илемне лайăхлатасси пирки шухăшламалли çинчен систернĕ. Çавна пула чиркÿсемпе храмсем ытларах тунă. Паян та, акă, эпир халь иксĕмĕр ларакан мăнаçлă Атăл хĕрринчи çырантан инçех мар Введени соборĕ аякранах курăнать. Ăна, мăнукăм, XVII-мĕш ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче тунă. Кирпĕчрен хăпартнă хулари чи пĕрремĕш çуртсенчен пĕри вăл. 1767 çулта Иккĕмĕш Кĕтерне патша Атăл çийĕн пăрахутпа ишнĕ чухне «Чул хуларан пур енĕпе те чаплăскер» тесе хăварнă. Шупашкар пирки Радищев та, Шевченко та хавхаланса çырнă. Хула илемĕпе ытти çул çÿревçĕ те мухтаннă. Çакна çирĕплетекен истори докуменчĕсем паянхи кунчченех упранаççĕ.

XVII-ĕмĕр вĕçĕнчен пуçласа XVIII-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурриччен Шупашкарта кирпĕчрен нумай çурт-йĕр лартаççĕ. Çапах та йывăç çурт ытларах пулнă. Хулара пушар алхаснă тапхăрта йывăç çуртсем тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кĕлленнĕ. 1704, 1720, 1755, 1758, 1773 çулсенче хулара вут-кăвар уйрăмах вăйлă алхаснă. Юлашки пушарта Шупашкар чăннипех те шар курнă: хулан иккĕ виççĕмĕш пайĕ çунса кайнă. Çакăн хыççăн суту-илÿ те вăйсăрланнă.

Вун саккăрмĕш-вун тăххăрмĕш ĕмĕр-сенче Шупашкарта промышленноçа мар, суту-илĕве аталантарас тĕлĕшпе ытларах ĕçлеме тытăнаççĕ. Хулара кирпĕч çапакан, тир-сăран, çу ирĕлтерекен, чан шăратакан заводсем хута каяççĕ. Хулан тĕп урамĕ-семпе Хусан, Мускав çулĕсем çине тухма май пулнă.

1920 çулта Чăваш Автономине тунă хыççăн Шупашкар - унăн тĕп хули. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Харьковран тата Мускавран электроаппарат завочĕсене куçарса килеççĕ.

Паян та эпир, хаклă мăнукăм, авалхи çуртсем упранса юлнишĕн чунтан савăнатпăр. Ара, аваллăха пĕлмесĕр малашлăх çук-çке. Вĕсенче хула кун-çулĕ, халăх шăпи. Шел, 1987 çулта Шупашкар ГЭСне тунă тапхăрта Шупашкар тинĕсĕ айне историшĕн питех те хаклă çурт-йĕр шыв айне пулса юлнă.

Эпир хамăр ĕçченлĕхпе мухтанма, мăнаçланма пултаратпăр. Пирĕн тĕп хуламăрăн хăйĕн гербĕ те, ялавĕ те пур. 2001 çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнченпе гимн та хавхаланса юрлатпăр. «Шурă Шупашкар» ятлă вăл. Гимн кĕввине Геннадий Максимов композитор йĕркеленĕ. Сăмахĕ-сене Анатолий Кипеч çырнă.

Мăнукăм, тăван хуламăра юратакан çеç хăй çуратнă, ÿстернĕ, ырми-канми тăрăшнă ашшĕ-амăшне хисеплет, сума сăвать. Çавăнпа та эсĕ те çак маттур çынсен йышĕнче пуласса шанатăп. Хăй çуралнă ене юратакан этем Тăван çĕр-шыва та чыслĕ. Çакна яланах асра тыт, пепкем.

Ав, куратăн-и, хула пристаньне шурă пăрахут та килсе чарăнчĕ. Вăл пирĕнпе Мари Эл республикине ишĕ кĕçех. Тен, эпир те унта çитсе килер мар-и/ Хамăр кÿршĕри республикăпа паллашăпăр,

(Çитес çул çÿрев, хаклă тусăмăрсем, Мари Элта иртĕ).

 

Тăван халăх уявĕсемпе йăли-йĕрки

Чăваш халăхĕ хăйĕн йăли-йĕркине мĕн авалтан çирĕп пăхăннă. Уявсенче савăннă, тус-тăванпа тĕл пулнă, канашланă. Паян, шел те, çак питех те хаклă мешехесенчен темшĕн сивĕн-се пыратпăр. Фольклор ушкăнĕсен шайне çеç тăрса юлтăмăр. Калама çук шел.

Паянхи çамрăксен тăван халăх уявĕ-семпе йăли-йĕркине пĕлмеллех тесе шухăшлатпăр. Мухтав турра, ерипен те пулин вĕсем патне каялла таврăнма тытăнкалатпăр.

Чăваш халăх уявĕ-сем: сурхури, нартăван, кăшарни, çăварни, вирĕм ?сĕрен%, калăм, Мăн кун, ака туй, çимĕк, уяв ?çинçе%, утă çи, вырма, авăн, чÿклеме.

Çемье-йăла уявĕсем: туй, ача çуралнине паллă туни, ниме.

Авалтанах халăх уяв картине тăрса ĕç, уяв, кĕреке, йăла-йĕрке тата ытти юрра юрланă. Уявсене «Ака-суха юррипе» илемлетнĕ.

Çамрăксем çулталăкăн кирек хăш вă-хăтĕнче те йăлана кĕнĕ уявсем ирттернĕ. Çуркуннепе çулла ял е кÿршĕ ял çамрăкĕ-семпе пĕрле вăйă картине пуçтарăннă. Хĕлле кил хуçи вăхăтлăха çук çурта ларма пухăннă. Хĕрсем çăм арланă, каччăсем килсе çитсен вара вăйăсем вылянă, юрланă, ташланă. Хĕл варринче хĕр сăри йĕркеленĕ. Хĕрсем сăра вĕретнĕ, кукăль пĕçернĕ, пĕр киле пухăнса çамрăксен каçне ирттернĕ.

Тĕне кĕртнĕ хыççăн сурхури, çăварни, çимĕк тата ыттисене ирттерме тытăннă.

Суту-илÿ юхăмĕ вăйланнă май тата промышленность, ытти хулапа çыхăну аталанса пынăçемĕн халăх йăли-йĕрки те тĕпрен улшăнса пырать.

Тăхтаса тăмасăр вĕсене упраса хăварасчĕ пирĕн.

 

Вĕсем мулран та хаклă

Шăпах çак тĕлĕшпе хавхаланса та тăрăшса ĕçлет Шупашкар 50-мĕш вăтам шкулта хула ачисене чăваш чĕлхипе литературине хисеплеме вĕрентекен Мария Николаевна Печникова. Ачасене чăваш чĕлхин çепĕçлĕхне, тăван литература пуянлăхĕн никĕсĕсене алла илме пулăшнисĕр пуçне Мария Николаевна халăх юрри-кĕввин асамлăхне туйма, мăн асаттесемпе мăн асаннесем çирĕп пăхăннă йăла-йĕркене хăнăхтарать. Вĕренекенсем те унăн урокĕсенче яланах тимлĕ. Вăл ертсе пыракан кружока та хаваспах çÿреççĕ. Чи малтанхи утăмсем çăмăлах пулман пулсан, паян учительница ачасемшĕн савăнса та пĕтереймест. «Вĕсем кашни кун мĕн те пулин çĕннине пĕлме тăрăшни мана вăй-хăват парать. Ыйтаççĕ, тĕпчеççĕ, çĕннине пĕлме ăнтăлаççĕ, - тет вĕрентекен. - Канмалли кунсенче е каникулта ялсене каяççĕ те аслă ăрурисенчен татах та нумай пĕлсе килеççĕ. Çакă мар-и-ха вĕсен пĕлеслĕх туртăмĕн вучахĕ çунма тытăнни/ Çакнашкал ачасем пулсан тăван халăхăмăр йăли-йĕрки пĕтмест. Унăн малашлăхĕ пурах!»

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.