Комментари хушас

15 Утă, 2016

Таланцевсен тăхăмĕсем - Етĕрнере

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Етĕрнене ку тăрăхри паллă меценатсен тăхăмĕсем — Зиновий Таланцевăн мăнукĕ Ксения Безменова тата унăн ачисем Варварăпа Константин — килсе кайнă. Зиновий Таланцевăн ячĕ Етĕрне тăрăхĕнче паян та пысăк хисепре. Вăл республика кун-çулне усламçă пек кăна мар, общество ĕçченĕ, ăсчах, чăн-чăн интеллигент пек çырăнса юлнă.

Таланцевсен кĕçĕн ывăлĕ Хусанти 3-мĕш гимназире пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн Мускаври ял хуçалăх тата вăрман академине вĕренме кайнă. Малалла пĕлĕве Берлинти ял хуçалăх аслă шкулĕнче туптанă. Ун хыççăн тăван Етĕрне тăрăхне таврăннă. Çапах та ăслăлăх патне туртăнасси çакăнпа вĕçленмен, 1890 çулта вăл Хусан университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1905-1907 çулсенчи революци унăн пурнăçне тĕпрен улăштарнă, вăл чăваш интеллигенцийĕн йышĕнче паллă çын пулса тăнă. Зиновий Таланцев чăвашла çырнă литературăна пичетлеме, «Хыпар» хаçат кăларма укçа парса пулăшнă.

Революци хыççăн Зиновий Михайлович Чулхула университечĕн хими факультетĕнче ĕçленĕ, профессора çитнĕ. Вăл ăслăлăх ĕçĕсем те — монографисемпе вĕренÿ пособийĕсем — çырнă. Пурнăçран 1929 çулта уйрăлса кайнă. Унăн хĕрĕн Ирина Зиновьевнăн 1935 çулта Чулхулара хĕрĕ Ксюша çуралнă. Кĕçех çемье Мускава куçса кайнă. Шăпах çав Ксения Владимировна кукашшĕн тăван кĕтесне пĕрремĕш хут килсе курнă та.

Ксения Безменова М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн истори факультетне пĕтернĕ. 1958 çултанпа А.С.Пушкин ячĕллĕ патшалăх сăнарлă искусство музейĕн графика пайĕнче ĕçлет. 1976 çултанпа — ăслăлăхăн аслă сотрудникĕ, 2002-2010 çулсенче — пай пуçлăхĕн заместителĕ. Вăл — искусствоведени кандидачĕ, Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Гравюра техники енĕпе аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи студентсем валли занятисем ирттерет, куравсем йĕркелет. Хĕрĕ Варвара АПШра пурăнать, педагог-психологра ĕçлет. Ывăлĕ Константин — Китайри суту-илÿ фирмин представителĕ.

Таланцевсен тăхăмĕсем Етĕрнере ирттернĕ виçĕ кун çинчен район библиотекин тĕп директорĕ Нина Долгова каласа кăтартрĕ:

— Зиновий Таланцевăн мăнукĕсем хулапа паллашасси тĕп библиотека умĕнчи Зиновий Таланцевăн палăкĕнчен пуçланчĕ. Унтан хăнасем библиотекăна кĕчĕç. Кунта вĕсемшĕн тĕлĕнмелли сахал мар пулчĕ: библиотека пĕр ĕмĕр ытла ĕнтĕ Таланцевсен библиотекинчи кĕнеке шкапĕсемпе усă курать. Ун умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

СССР халăх артисчĕн Николай Мордвиновăн музей çуртне çитсе курнине те чылайччен асра тытĕç. Кунта та Таланцевсемпе çыхăннă стенд тата экспонатсем пур. Коля Мордвинов Михаил Таланцев уçнă реальнăй училищĕре вĕреннĕ, унти драма кружокĕнче спектакльсем лартма хутшăннă.

Етĕрнери таврапĕлÿпе ÿнер музейĕ пĕртăван Таланцевсемпе тачă çыхăннă. Музей çуртĕнче ĕлĕк больница пулнă. Ăна Николай Таланцев хăйĕн укçипе Константин Волков врач валли ятарласа тунă. Вăл вара хăй вăхăтĕнче паллă писателе, вилĕмсĕр «Анна Каренина», «Война и мир» произведенисен авторне Лев Толстоя сипленĕ.

Хаклă хăнасем валли хула тăрăх экскурси ирттертĕмĕр, Таланцевсемпе çыхăннă вырăнсене кăтартрăмăр. Михаил Таланцев уçнă реальнăй училище умĕнче чарăнса тăтăмăр, спирт завочĕпе паллаштартăмăр. Вĕсен çемье усадьби пулнă вырăна çитсе килтĕмĕр. Кунта хăнасене Леонид Белов меценат питĕ ăшшăн йышăнчĕ. Леонид Николаевич Таланцевсен беседкине çĕнĕрен йĕркене кĕртнĕ, пĕртăвансен бюсчĕсене вырнаçтарнă. Сăмах май, Леонид Белов тĕрлĕ çулта хăй укçи-тенкипе 12 палăк хатĕрленĕ, пĕр чиркĕве юсаса çĕнĕрен ĕçлеттерсе янă, часавай тунă.

Таланцевсен тăванĕсем мĕн курнипе кăмăллă юлчĕç. Етĕрнесем вĕсен çывăх çыннисене асра тытнăшăн, историе манманшăн тав турĕç, татах килсе çÿреме шантарчĕç.

— Иртнĕ ĕмĕрти историпе çыхăннă çивĕч лару-тăру пулман тăк, кам пĕлет, тен, эпир паян та çак илемлĕ, ирĕклĕ, тараватлă Етĕрне çĕрĕнче пурăнаттăмăр-и? — терĕ Таланцевăн мăнукĕ.

Ксения Владимировна Етĕрне библиотекине хăйĕн «Техника монотипии» кĕнекине парнелерĕ. Хăнасем çавăн пекех Чăваш Республикин Наци библиотекине те çитсе курчĕç. Асăннă библиотекăпа Таланцевсене кĕнекесен пуян пуххи çыхăнтарать. 1954 çулта вĕсен библиотекинчен упранса юлнă пурлăха /2,5 пин ытла кĕнекепе журнала/ Етĕрне уесĕн тĕп библиотекинчен унта илсе кайнă. «Таланцевсен килти библиотеки» коллекци вулавшăн сайра тĕл пулакан фончĕн никĕсĕ пулса тăнă.

Надежда СМИРНОВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.