Комментари хушас

12 Утă, 2016

Ыттисемшĕн - ырă тĕслĕх

Ăс-хакăл пуянлăхĕн, наци культурин тата ăрусен йăли-йĕркин тĕп управçи яланах çемье шутланнă, малашне те çаплах пулĕ. Йывăç тĕревĕ — çирĕп тымар, çыннăн хÿтлĕхĕ çирĕп çемье пулнине несĕлĕмĕрсемех палăртнă. Чăваш халăхĕ вара çемьене чăннипех хаклать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче çемье институтне çирĕплетес енĕпе пысăк çитĕнÿ тунăшăн Чăваш хутлăхĕн ятлă-сумлă çыннисене, çур ĕмĕр ытла кун-çул сукмакне пĕрле такăрлатакан, çураçупа килĕшÿре пурăнакан, йышлă ывăл-хĕр çуратса вĕсене халăха юрăхлă çитĕнтернĕ пилĕк мăшăра «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе /кăçал çак чыса тивĕçнĕ улттăмĕш çемьене РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич маларах сумланă/ тата саккăрăшне Чăваш Республикин «Юратупа шанчăклăхшăн» орденĕпе наградăланă.

«Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев: «Çемьене хаклăр: çемьере халăх тата патшалăх тĕрекĕ. Çемье телейĕ пурнăç йывăрлăхĕнчен хÿтĕлĕ. Çирĕп те туслă çемьене кулленхи пăтăрмах хăратаймĕ», — тени паян та пĕлтерĕшлĕ, — аса илтерчĕ регион Пуçлăхĕ. — Кунта пухăннă мăшăрсенчен кашниех — Чăваш Ен мухтавĕпе чысĕ. Ылтăн туя кĕтсе илсе çемье хаклавне, юратăва, çирĕплĕхе упраса хăварма пултартăр. Сирĕнтен кашни кун-çулĕн, юратăвĕн — хăйнеевĕр сукмакĕ. Эсир пурте чыс-сума тивĕç».

«Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне тивĕçнĕ Лидия Белова наградăланисен ячĕпе пухăннисене саламларĕ, юрату, шанчăклăх тата янкăр таса тÿпе сунчĕ. «Раççей Федерацийĕ Президентне тата Правительствине пире хисеп тунăшăн тав тăватпăр. Çакă пысăк чыс тата яваплăх», — терĕ вăл. Сăмах май, Алексей Алексеевичпа Лидия Евгеньевна пилĕк ача çуратса ÿстернĕ.

Шупашкар хулинчи Крыжановскисене утă уйăхĕн 8-мĕшĕ харăсах виçĕ уяв парнеленĕ: вĕсем ордена тивĕçнĕ, Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунĕпе тата Валерий Ивановичăн 75 çулхи юбилейĕпе парнесемпе саламсем йышăннă.

Валентина СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.