Комментари хушас

8 Утă, 2016

Пĕрисен выльăх апачĕ саппас юлать, теприсен...

Чăваш Ен выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче çитĕнÿ тунин çăлкуçĕсенчен пĕри — апат никĕсне çулленех ытлă-çитлĕ хывни, хресчен çуркунне нумай çул ÿсекен курăка сÿрелесе апатлантарнинчен пуçласа хура кĕрчченех тăрăшса вăй хуни.

«Утă уйăхĕнче утă хатĕрле», — тенĕ ваттисем. Утă хатĕрлесси, сенаж хывасси ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче епле пырать-ха?

Канаш район администрацийĕн тĕп агрономĕ, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Долгов, хĕрÿ те яваплă тапхăр — çураки — хыçа юлнăранпа вăхăт самаях иртрĕ пулин те, çаплипех пуç çĕклемесĕр ĕçлет. Ара, вырма çывхариччен пĕр тата нумай çул ÿсекен курăка йăлтах çулмалла. Пĕчĕкрех пайне типĕтсе утă тумалла, ыттине сенажа хывмалла. Канашсен тĕллев пысăк: кăçал — 3411 тонна утă, 8054 тонна сенаж хатĕрлемелле.

— Хальлĕхе силос пирки калаç­мăпăр. Куккуруспа план тумалла, кăçал ăна пысăк лаптăкра акнă. Пирĕн енче çумăр пулкаларĕ-ха, ял хуçалăх культурисем аван çитĕнеççĕ. Клеверпа люцерна тухăçĕ те савăнтарать. Ултă пин ытла гектар йышăнаççĕ вĕсем. Пучахлă курăк 500 гектара яхăн. «Цивиль», «Агат» тулли мар яваплă обществăсем, Киров ячĕллĕ ЯХПК нумай çул ÿсекеннине вăхăтра апатлантарчĕç. Ыттисен май килмерĕ пулин те тухăçĕ япăх теместĕп. Пăрçа йышши культурăсем тăпрана хăйсем азотпа пуянлатаççĕ, удобрени хывмасан та аптрамаççĕ, — ăнлантарчĕ Валерий Васильевич.

Районта утă уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăка 5448 гектар /90%/ çулнă, 4145 тонна — утă /121,6%/, 6120 тонна сенаж /76%/ хатĕрленĕ. Мăйракаллă шултра выльăхăн кашни пуçне 32 центнер апат единици пулмалла, вăл хальлĕхе — 13,2 центнер.

ЦИТАТА

“Эпир ял хуçалăх производствин ÿ сĕмне пĕлтĕр 2014 çулхипе танлаштарсан 107,9% шайĕнче тивĕçтертĕмĕр. Республика 100 гектар çĕр çинче выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк туса илессин калăпăшĕпе федерацин Атăлçи округĕнче 3-мĕш вырăн, сĕт туса илессин калăпăшĕ енĕпе 2-мĕш вырăн йышăнать».

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Утçире чылай хуçалăх ырă тĕслĕх кăтартать. «Хучель» ООО утă хатĕрлессипе — 3 хут, сенаж хывассипе 2,5 хут плана ирттерсе тултарнă. Çав вăхăтрах пĕлтĕртен юлнă пĕр сенаж шăтăкне пач тĕкĕнмен. «Путь Ленина» ЯХПК сенаж — 2,7 хут ытларах, утă 100% янтăланă. Владимир Герасимов, Вячеслав Петров, Сергей Кочанов, Валерий Никонов, Григорий Иванов фермерсем те маттур.

Пĕрисен выльăх апачĕ саппас та юлать, теприсен çур хĕле те çитмест. В.Долгов «Ямашевская» агрофирмăра ку енĕпе çителĕксĕр ĕçленине пĕлтерчĕ. Йывăрлăхĕ пур ĕнтĕ. «Канаш», «Родина» халсăр хуçалăхсене хăй хÿттине илнĕ вăл. Тен, çавăнпа çаврăнăçулăхĕ çитмест пулĕ.

Киров ячĕллĕ ЯХПКра ĕçе аван йĕркеленĕ пулин те, сивĕ хĕл кунĕнче выльăх апачĕ шыраççĕ. Унтан та кунтан турттараççĕ. Выльăх шучĕ пысăк — пин çурă пуç. Вĕсене тăрантарма сахал мар утă-сенаж кирлĕ. Вăл вара ялан çитсе пымасть. Сăлтавĕ пĕрре — нумай çул çитĕнекен курăка чылай çул çĕнетменрен сайраланнă. Минерал удобренийĕпе апатлантарсан та тухăçĕпе савăнтараймасть.

— Лаптăка çуллен 250-300 гектар та пулин çĕнетмеллех. Унсăрăн выльăхсене тутă хĕл каçарма çăмăл пулмĕ, — тет Валерий Васильевич. — «Хучель» обществăнах илер-ха. Люцерна уйĕ тап-таса, пĕр çумкурăк та курăнмасть.

Район администрацийĕн тĕп специалисчĕ Антонина Тямина, Канаш телекурав операторĕ Александр Васильев тата эпĕ ятарлă ушкăн йĕркелесе «Хучель» ОООна çула тухрăмăр. Владимир Александров директор выльăх апачĕ, техникăна — вырмана, йĕтеме çĕнĕ тырă йышăнма епле хатĕрленипе паллаштарчĕ. Кунта ĕç вĕресе тăрать.

Юрий Сергеев механизатор трактор урапине çĕннипе улăштарма тытăннă. «Киввин протекторĕ якалнă, тормоз япăх тытать. Инкек пуласса кĕтмелле мар, çĕнни çĕнниех, шанчăклă», — тет.

Людмила Никитина, Алена Николаева йĕтеме тасатаççĕ. Владимир Иванов çÿп-çапа пĕчĕк урапапа йĕтем тулашне турттарать. Кайран лаптăка хурт-кăпшанкăран имçамлаççĕ.

Умра сенаж хумалли 3 шăтăк. Пĕрне Валерий Шулаев механизатор Т150К тракторпа пусăрăнтарать. Кунта клеверпа люцерна хутăшĕ 650-700 тонна вырнаçать. Иккĕмĕшĕ те йышăнма хатĕр. Виççĕмĕшĕ вара — пĕлтĕртен юлнă саппас. Ăна кĕркунне уçма шухăшлаççĕ.

Тырă хума 4 склад пур. Кашнине 500 тонна вырнаçать.

— Эпир тырра уйран йÿнĕлле сутасшăн мар. Хĕлле, хаксем хăпарсан, пĕчĕккĕн вырнаçтарăпăр, — тет В.Александров. — Утта, хамăртан ытлашшине, сутма пултаратпăр.

Хунав ялĕ çывăхĕнче Владимир Алексеев механизатор утă преслать.

«Путь Ленина» хуçалăха та çит­рĕмĕр. Уйра «ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче» каларăша асра тытса пĕртăван Валерипе Николай Яковлевсем, Виталий Трофимовпа Николай Петров хурçă утсене кĕрлеттереççĕ. Утта пресласа пĕтернĕ. Хатĕр тюксене тиесе хĕл каçарма турттараççĕ.

— Пирĕн 250 ĕне выльăх, 85-шĕ — сăваканни. Вĕсене тулăх хĕл каçарма утă, сенаж та çителĕклĕ, — пĕлтерчĕ кооператив председателĕ Александр Романов. — Татьяна Петрова ирпе каç фермăра ĕне сăвать пулин те кăнтăрла вĕри апат хатĕрлесе хире тухать. Механизаторсем унпа кăмăллă.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Автор тата Антонина Тямина сăнÿкерчĕкĕсем

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.