Комментари хушас

7 Утă, 2016

«Вăрçăра пурнăç пĕлтерĕшне ăнлантăм»

75 çулти Маргарита Меркуловăна çынсем пĕрре мар: «Эсир çак ÿсĕмри пек курăнмастăр. Питĕ лайăх пурăннă-тăр», — тенĕ. «Пурнăçăм пирки каласа кăтартсан пурте йĕрсе пĕтетĕр», — хуравланă вăл. Шăпа епле килсе тухасса никам та пĕлмест. Маргарита Егоровна та мирлĕ пурăннă çĕртех вăрçа лекесси пирки нихăçан та шухăшламан. Афганистанра медсестрасем кирлине пĕлсен нумай пуç ватман — инçе çула тухнă 44-ри хĕрарăм.

Ашшĕ таврăнасса пĕлнĕ

Вăрçă Ритăна мĕн пĕчĕкрен йĕрленĕ тесен йăнăш мар. Кăкăр ачи чухне ашшĕ çапăçу хирне тухса кайнă. Пысăк çурта хутса тăма вутă чылай кирлĕ пулнăран амăшĕ хĕрне йăтса, ĕнине çавăтса тăван килне таврăннă. Маргарита Егоровна ашшĕне астумасăрах çитĕннĕ. Вăл фронтран чĕрĕ-сывă таврăнĕ-ши? Çак ыйту Ритăн амăшне лăпкă пурăнма паман. «Çыру килмен-и?» — тесе почтальонран ыйтса хăшкăлнăскерĕн макăрмасăр кун иртмен.

— Пĕррехинче, ку 1943 çулхи юпа уйăхĕнче пулнăччĕ, ир-ирех кил картине тухрăм. Хĕрарăмсем пысăк хуранра апат пĕçеретчĕç. Анне каланă тăрăх, ăна окоп чавакан хĕр-хĕрарăм валли хатĕрленĕ. Урамра хĕвел пăхать, йывăçсене пас тытнă. Лиза аппа пычĕ те: «Рита, çарран ан тăр, чирлетĕн», — терĕ. «Паян атте килет», — хуравларăм эпĕ. «Аçу çухалнă, аннÿ пĕрмай макăрать», — лăплантарма пикенчĕç мана. Хĕрарăмсем хупăрласа илчĕç. Эпĕ каллех хам сăмаха каларăм, атте килсе сахăр тыттарасса пĕлтертĕм. Вăл, чăнах та, пÿртекăнтăр иртсен кĕрсе тăчĕ. Пурте тĕлĕннĕччĕ ун чухне, — çывăх çынни килессине епле пĕлнине халĕ те ăнланмасть Маргарита Егоровна.

Ашшĕ ăна чăнахах сахăр катăкĕ тыттарнă. Вăл самаях пысăк пулнăран хĕрачан пĕчĕк аллинчен çĕре ÿкнĕ. Аманнă салтаксене, вăл шутра Маргаритăн ашшĕне те, пуйăс Мускав облаçĕнчен Куйбышеври /халĕ Самар/ госпитале илсе кайнă иккен. Тăшман çавăрса илнĕрен Егор Крымзов килне пĕр çыру та вĕçтереймен. Кайран арçын тăван ялне 3 кунлăха яма ыйтнă.

— Аттене ăсатни халĕ те куç умĕнче. Вăл мана алăран çавăтса пычĕ, ялти чиркÿ патне çывхартăмăр. Мана йăтрĕ те Турă амăшĕн турăшĕ умĕнче: «Эсĕ те ачуна алăра тытса тăратăн, эпĕ те. Чĕрĕ таврăнма пулăшсам, тĕпренчĕкĕм телейлĕ пулĕччĕ», — сăмахсене каларĕ те çула тухрĕ. Унпа каяс тесе тăрантас хыççăн чупрăм. Каялла аманса таврăнчĕ вăл. Мана качча пама та ĕлкĕрчĕ, — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Ритăран ял хĕрарăмĕсем хăпма пĕлмен. «Аçу килессе пĕлтĕн, пирĕн мăшăрсем таврăнĕç-ши?» — тесе ыйтсан хĕрача вĕсемпе пĕрле макăрнă. 3 çулти хĕр пĕрчи вĕсемшĕн шанчăк пулнă.

Госпитальте ĕçлессе шаннă

Рита вăр-вар ÿснĕ. Пĕррехинче больницăна лексен кунĕпех палатăра выртман вăл, коридорта çÿренĕ е тухтăр пÿлĕмĕнче вылянă. Амăшĕ ăна доминолла вылякан арçынсен йышĕнче шыраса тупнă. Шкул пĕтерсен Маргарита Крымзова Канашри медучилищĕне çул тытнă. Кунта та хастарлăхĕпе палăрнă вăл. Пулас акушера Шупашкарти ача çуратмалли 2-мĕш çурта практикăна яма тĕв тунă. Амăшĕ çине тăнипе Маргарита Егоровнăна тăван Октябрьски /халĕ Сĕнтĕрвăрри/ районĕн больницине куçарма май килнĕ. Шăпах çав тапхăрта ун валли ĕç вырăнĕ тупăннă. Çемье çавăрсан вара Воркутана пурăнма куçнă, ача çуратмалли çуртра ĕçленĕ. Шăпа ăна тăван тăрăхах илсе çитернĕ. Маргарита Егоровна специальноçĕпе Шупашкарта ĕçленĕ.

Çулсем иртнĕ. Çемьере çуралнă икĕ ывăл çитĕнсе ура çине тăнă. Асли Сергей Рязаньти çарпа десант службин училищинче вĕренсе çемьеленнĕ, кĕçĕнни Андрей шкул хыççăн пиччĕшĕн çулĕпе кайса десантник пулма ĕмĕтленнĕ. Пĕррехинче Маргарита Егоровна ĕçлекен учреждение çар комиссариатĕнчен Афганистана кайма хирĕç мар медсестрасене шыраса килнĕ. «Ачасем ура çине тăчĕç, мĕншĕн каяс мар?» — явăннă унăн пуçĕнче шухăш. Андрейпа иккĕшне пĕр кунрах повестка панă: амăшне — вăрçа, ывăлне — салтака.

1984 çул. Икĕ ача амăшĕ, юратнă ĕçне 20 çул ытла халалланă хĕрарăм вăрçă хуçаланакан Афганистана тухса кайнă. Унта мĕн кĕтет? Çак ыйтăвăн хуравне никам та пĕлмен. Маргарита Егоровна госпитальте ĕçлесе совет салтакĕсене сиплеме ĕмĕтленнĕ. Вăл чи хĕрÿ вырăна — çурçĕр енче вырнаçнă Шинданд хулине — лекнĕ. Палăртнă çĕре çитнĕ кăна — ăна шыраса прапорщик килнĕ. «Халăхпа ĕçлекен специалист пулатăр-и?» — ыйтнă унран. Çак ĕç мĕнпе çыхăннине пĕлмесен те хĕрарăм килĕшнĕ. Ытти медсестра хирĕçленĕ иккен. Ĕç стажĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă: ку ĕçре çамрăка йывăр килĕччĕ. Чăваш хĕрарăмĕн гинеколог акушер çеç мар, педиатр, хирург пулса афган çыннисене сиплеме тивнĕ.

Ăна халалласа Маргарита ят хунă

Афган çыннисем медицина мĕнне пĕлмен. Пурнăç шайĕ питĕ пĕчĕк пулнă, чылайăшĕ выçăпа аптăранă, çынсем супăнь тытса курман. Кишлаксенче кун кунлакан хĕрарăмсемпе ачасем, ватăсем чир-чĕрпе нушаланнă. Арçынсенчен пĕрисем — душмансен енче, теприсем вĕсене хирĕç çапăçнă. Маргарита Егоровна халăха апат, тумтир, медпулăшу панă. Душмансем çывăрман: çынсене тапăннă, вĕлернĕ. Пĕррехинче салтаксем Маргарита Егоровнăна УАЗ автомашинăран броневик çине куçма сĕннĕ. «Буханка» мина çинче сирпĕнсен тупăка хумашкăн сирĕнтен нимĕн те юлмĕ», — пĕлтернĕ ăна. Стройра пĕртен-пĕр хĕрарăм пулнă май хăйне çирĕп тытнă, пуçра шухă çил вĕçтермен. Салтаксем медсестрана хисеплесе «мама» тесе чĕннĕ. Вăл вĕсемшĕн, чăнахах та, амăшĕ вырăнĕнче пулма тăрăшнă.

Маргарита Егоровна афган халăхне чылай пулăшнă. Тĕрлĕ чире пула хĕрарăмсем ача çуратайман. Пепке парнелейменнисене унта хисеплемеççĕ иккен. Медицина ĕçченĕ эмелпе сиплеме тытăнсан миçе çемьене телей килмен-ши? Пĕррехинче кишлаксем тăрăх çÿренĕ чухне тухтăр машини хыççăн пĕр «тимĕр ут» 3 кун йĕрленĕ. Вăл душмансен пулни иккĕлентермен. Хурахсен пĕр ушкăнĕн пуçлăхĕн арăмĕ ниепле те çăмăлланайман. 50-ран иртнĕ арçыннăн 4-мĕш мăшăрĕ 13-14 çулсенче пулнă. Маргарита Егоровнăна куçне хупласа сăрт-тури кишлака илсе кайнă.

— Çакскер виçĕ кун асапланнă. Çуратмалли вăхăчĕ иртнĕ, урисем шыçăннă. Ачи хырăмрах вилнĕ ĕнтĕ. Хăй те кĕçех леш тĕнчене ăсанĕччĕ. Операци питĕ йывăр иртрĕ. Манăн вилнĕ пепкене пуçĕнчен хĕскĕчпе касса кăларма тиврĕ. Пĕрремĕш кунхинех пулăшма май килнĕ тĕк, тен, ачине çăлма май пулĕччĕ, — аса илчĕ Маргарита Егоровна. Афганистанра 3 çулта вăл 20-е яхăн хĕрарăма ача çураттарнă. Хăшĕ-пĕри ăна халалласа хĕрĕсене Маргарита ят хунă.

Шиндандра ĕçлесе пурăннă медсестрана пĕррехинче 2 эрнелĕхе Фарах хулине чĕннĕ. Унти халăх медпулăшу кĕтет иккен. Маргарита Егоровна çав вырăна вертолетпа вĕçнĕ. Ирпе ăна сасăсем вăратнă. Чÿречерен пăхсан питĕ тĕлĕннĕ: çурт умĕнче — çĕре яхăн çын. Пĕрисем кăвайт чĕртеççĕ, теприсем апат хатĕрлеççĕ. Велосипедсем выртаççĕ, тĕвесене йывăçран кăкарнă... Мĕн пулнине ăнланманскер полковник патне чупнă. Халăх тухтăр патне кĕмешкĕн черет тăрать иккен. 2 эрнелĕхе килнĕ Маргарита Егоровнăн уйăхлăха юлма тивнĕ: чирлисем нумаййăн.

Пĕррехинче ун патне юн чылай çухатнă, кăвак сăн çапнă хĕрарăм килнĕ. Амăшĕ пулма хатĕрленнĕскере çăлмашкăн хырăм пăрахтарма тивнĕ. «Упăшка килĕшмесĕр юрамасть. Халĕ вăл тусем çинче, çапăçать», — хĕрарăм акушер каланине итлемен. Унтан пÿлĕмрен тухса халăх хушшинче çухалнă. Саккун çапла — упăшкинчен ирĕк илмесĕр варти пепкерен хăтăлма юрамасть. Темиçе кунран Маргарита Егоровна Шинданда каялла кайма хатĕрленнĕ. Вертолет тÿпене хăпарнă çеç — радиограммăпа пĕр çынна медпулăшу кирлине пĕлтернĕ. Маргарита Егоровна юн нумай çухатнă хĕрарăма палласа илнĕ. Хайхискере мăшăрĕ операци тума ирĕк панă иккен. Тухтăр тăнне çухатнăскере вилĕм аллинчен хăтарнă. Каярах килнĕ тĕк ăна çăлма май килмĕччĕ. Маргарита Егоровна темиçе кунлăха çак хĕрарăма пăхмашкăн юлнă. Ун патне çавăн чухне каллех асапланакан пĕр хĕрарăм килнĕ. Хайхискер йăваланса кăшкăрнă. Çакскер ача кĕтет пулĕ тесе шухăшланă тухтăр.

— Ăна пăхнă чухне ăнланмарăм. Ача кĕтмест тĕк хĕрарăма мĕн канăçсăрлантарать-ха? Амалăхран ÿт татки евĕр япала курăнчĕ. Туртса кăлартăм та алă çине темĕн тухса выртрĕ. Ача теес — ача мар. Тĕлĕннипе пĕр хушă вырăнтан хускалаймарăм. Мĕн ку? Пуçа медучилищĕри пĕр лекци аса килчĕ. Ун чухне амалăхри шыçă пирки калаçнăччĕ. Манăн ăна касма тиврĕ. Çĕççе лектертĕм çеç — ман çине пуç тÿпинчен пуçласа ура тупанĕ таранччен юн сирпĕнчĕ. Операци ăнăçлă иртсен хĕрарăм кăшкăрма чарăнчĕ, чÿрече умне пычĕ, йăл кулса алă сулчĕ. Кайран вăл душмансен йăхĕнчен пулнине пĕлтĕм, — çак самантсем Маргарита Егоровнăн асĕнчен нихăçан тухмĕç.

Çитĕнекен ăрушăн тăрăшать

1986 çулта унăн тăван тăрăха таврăнма вăхăт çитнĕ. Анчах ăна тепĕр çула юлма ыйтнă. Ют патшалăхра виçĕ хĕлпе виçĕ çăва ирттернĕ хушăра Маргарита Егоровна отпуска икĕ хутчен Чăваш Ене килсе кайнă. Афганистанра пĕчĕк хурăнсене çеç курма хăнăхнăскер кунта çÿллисене курсан куççуль юхтарнă. Тăван тăрăхшăн çав тери тунсăхланă вăл.

— Афганистанра пурнăç пĕлтерĕшне ытларах ăнлантăм. Унта мĕн кăна курмарăм-ши? Аманнă салтаксене те сипленĕ, чирлисене вилĕмрен çăлнă. Хама Совет Союзне еплерех ăсатнине те астăватăп. Хисеплетчĕç мана. Пĕр çемьери пек пурăннă салтаксемпе кайран та çыхăну тытнăччĕ, — чунне уçрĕ медицина службин отставкăри аслă лейтенанчĕ.

Тăван тăрăха таврăнсан вăл Анатолий Меркуловпа çемье çавăрнă. Унпа вăл пĕрле службăра тăнă. Полковник ăна Афганистанрах куç хывнă, килĕштернĕ хĕрарăма шыраса Чăваша килнĕ. Мăшăр Казахстанри Алма-Атана пурăнма куçнă. Маргарита Егоровна унти больницăра аслă медсестрара 7 çул ĕçленĕ. Кайран Меркуловсем Шупашкара таврăннă. Пĕлтĕр 75 çулхи юбилейне паллă тунă Маргарита Егоровна халĕ сывă пурнăç йĕркине саракан «Çутă пайăрки» общество организацийĕн ертÿçинче тăрăшать. Тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕсене çитсе çамрăк ăрăва сывлăха упрамаллине, аборт сиенлĕхĕ çинчен каласа кăтартать. Ахаль ларма хăнăхман вăл. Мăнукĕсен ачисене пăхма та вăхăт тупать. Унăн — 2 мăнук, вĕсен 3 ачи.

Афганистанран отпуска килсен Маргарита Егоровна аслă кинĕ хурлăхлине сиснĕ. Мĕн пулнă-ши? Амăшне Сергей Афганистана лекнине пĕлтермен. Çар çыннин профессине суйланăскере шăпа унта çеç мар, Югославие те, Чечняна та илсе çитернĕ. Юлашкисене вăл икшер хут çитнĕ. Вилĕмпе пурнăç хушшинче темиçе те пулма тивнĕскер тĕрĕсмарлăха пула 1997 çулта, 36 çула тултараймасăр, куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Майор званине тивĕçнĕ Сергей — Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ. Маргарита Егоровнăн иккĕмĕш ывăлĕ те Чечняра службăра тăнă.

Тĕрĕссипе, «хĕрарăм» тата «вăрçă» сăмахсем пĕр-пĕринпе çыхăнман. Апла пулин те Маргарита Меркулова хăйĕн паттăрлăхĕпе, çирĕплĕхĕпе инкекре пур çын та пĕр тан пулнине çирĕплетнĕ.

Ирина КОШКИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.