Комментари хушас

27 Пуш, 2014

Пултаруллă ачасене аталанмашкăн пулăшмалла

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче ачасен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе 2012-2017 çулсем валли йышăннă Наци стратегине пурнăçлас енĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче йĕркеленĕ координаци канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - Чăваш Енĕн пултаруллă ачисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернипе - ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова тухса калаçрĕ.

Светлана Владимировна палăртнă тăрăх - Наци стратегийĕн тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри - пултаруллă ачасене палăртасси. Ку енĕпе туса хатĕрленĕ концепципе килĕшÿллĕн вĕсене пулăшмалли программăна шкул çулне çитичченхи тапхăртанах çирĕплетнĕ. Чăваш Енĕн маттур ачисене аталанмашкăн май туса парассишĕн кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вĕренÿ тытăмĕ яваплă. Шкул умĕнхи учреждение финансласси халĕ унта миçе çын çÿренипе тÿрремĕнех çыхăннă. Вăтамран кашни ача пуçне çулталăкра 40 пин тенкĕ ытла тăккалама палăртнă. Шкул умĕнхи пĕлÿре те пуçласа федерацин патшалăх стандарчĕпе усă кураççĕ. Унта çакна уçăмлатнă: шкул çулне çитменнисен учрежденийĕнче пĕчĕккисен пултарулăхĕпе чун туртăмне вăй илтермешкĕн мĕн пур условипе тивĕçтермелле. Урăхла каласан вĕсене мĕне пултарнине кура ушкăнсене пайлама юрамасть, аталанмашкăн пурин валли те пĕрешкел май туса памалла. Асăннă учреждение çÿрекенсем виçĕ - пĕчĕккисен, кĕçĕннисен тата шкул çулне çитменнисен - ушкăна кĕреççĕ. Юлашкийĕсем тĕлĕшпе пирĕн хутлăхра ыйтăва татса панă - виçĕ çул тултарнисене пурне те садикпе тивĕçтернĕ.

Инфратытăма çĕнетсе улăштарнă, никĕс шкулĕсем, уйрăм предмета тарăннăн вĕрентекен гимнази-лицей йĕркеленĕ май инноваци учрежденийĕсен пултаруллă ачасене турă панине аталантармашкăн условисем кирлĕ чухлех.

Вĕренÿ тытăмĕн çитĕнĕвĕсем те куç умĕнчех: иртнĕ çул республикăри 12 шкул Раççейри чи лайăх 500 вĕренÿ учрежденийĕ йышне кĕнĕ, Шупашкарти ятарлă коррекци шкулĕ çĕр-шывра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕ - çĕр-шыври хушма пĕлÿ паракансен хушшинче кăтартулли.

Чăваш Републикин Президенчĕн стипендине пултаруллă çамрăксене çуллен парса тăни те малалла ăнтăлма хистени пирки Светлана Петрова сăмах пуçарсанах Михаил Игнатьев: «Талантлă ачасене пулăшатпăр, анчах та вĕсем хăйсен ĕçĕнче юлни-юлманнине тишкеретĕр-и?» - тесе ыйтрĕ. Мониторинг кăтартнă тăрăх вĕсен 70 проценчĕ вырăнта тĕпленмест иккен. Шкултан лайăх паллăпа тухакансене ăнланма пулать - вĕсем пуян пĕлÿ илмешкĕн пысăк хуласене çул тытаççĕ, ыттисем вара? Республика Пуçлăхĕн шухăшĕпе - асăннă стипендипе тивĕçтермелли условисене, тен, тепĕр хут пăхса тухса çирĕплетмелле?

Маттур яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа палăртмашкăн предмет олимпиадисем витĕмлĕ пулăшаççĕ. Шкул ачисен 80 проценчĕ вĕсене хутшăть. Республикипе илес тĕк ку енĕпе уйрăмах Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Улатăр, Çĕрпÿ хулисемпе Йĕпреç районĕсенчи шкулсенче ăс пухакансем пуçаруллă. Шăмăршă, Етĕрне, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчисем вара сÿрĕкреххи сисĕнет.

Михаил Игнатьев çавна май кун пек чухне Светлана Петрова мĕн сĕнме пултарнипе интересленчĕ. Хуравĕ çийĕнчех тупăнчĕ: муниципалитетсен пултаруллă ачасене пулăшмалли программăсене тĕплĕн тишкерсе хакламалла, кирлĕ тĕк финанс уйăрмалла, кадрсем хатĕрлес енĕпе тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен çамрăк талантсемпе ĕçлемешкĕн хăйне евĕр ăсталăх кирлĕ...

ЧР культура, физкультурăпа спорт министрĕсен тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Альбина Алексеева тата Алексей Яковлев культура тата спорт тытăмĕсенче пултаруллă çамрăксене хавхалантарас енĕпе мĕнлерех ĕçлени çинчен каларĕç.

Тухтăрсен занятирен справкăпа хăтарма ирĕк çук иккен, вĕсем сиплев физкультури сĕнме пултараççĕ. Хевтесĕрсем е чирлисем валли, паллах, ятарлă урок ирттермешкĕн тĕплĕн хатĕрленмелле тейĕпĕр. Сыввисем, пăлахая персе урока сиктерекенсем тĕлĕшпе мĕн тумалла? Хуравĕ ансат: аслисен, тренерсен эппин, хăйсен тĕслĕхĕпе çамрăксене хавхалантарма пĕлмелле. Çапла тумашкăн вĕсен ăспа кăна мар, чунпа та пуян пулмалла.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Чăваш Енре социаллă тăлăхлăха профилактикăласа участок служби мĕнле ĕçленипе, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене çемьене вырнаçтарас енĕпе пухнă паха опытпа паллаштарчĕ, ачасен правине хÿтĕлекен Вячеслав Рафинов уполномоченнăй тăнăçсăр çемьесене тупса палăртас, ачасене çемьесене тавăрас, социаллă тăлăхсене тăван кил ăшши парнелекенсене палăртас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

Канашлура çавăн пекех Наци стратегине пурнăçласа Патăрьел, Канаш, Çĕмĕрле тăрăхĕсенче туса ирттернĕ ĕçсем çинчен районсен тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем Николай Глухов, Владислав Софронов, Любовь Дмитриева пĕлтерчĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.