Комментари хушас

27 Пуш, 2014

Ансат пек, анчах...

Ĕлĕк ăстасем чÿрече хашакĕсене эрешлесе илемлетнĕ, йывăçран касса кăларса тĕрлĕ япала, тăмран савăт-сапа т.ыт.те хатĕрленĕ, тĕрленĕ, чĕнтĕр, хăва вуллинчен карçинкка, сĕтел-пукан çыхнă... Шел, çулсем иртнĕ май çакăн евĕр ăсталăха пĕлекенсем чаксах пыраççĕ, ырă йăла-йĕрке манăçать.

Куславккари Н.И.Лобачевский ячĕллĕ музей çурт ĕçченĕсем авалхи ремеслапа çамрăк ăрăва паллаштарас тĕллевпе Чăваш Республикин халăх ÿнер промыслисен ăстипе Юрий Орловпа тĕл пулу йĕркелерĕç. Вăл хăваран тĕрлĕ япала хатĕрлет.

Çак ремесла юхан шыв çывăхĕнче пурăнакансен хушшинче уйрăмах анлă сарăлнă. Куславкка районĕнче вара Тĕмшер тăрăхĕнче хăва вуллинчен тĕрлĕ япала тума пĕлекен йышлă. Кунта ăсталăх ăруран ăрăва куçса пырать. Юрий Ивановича та вăл ачаран çывăх.

Карçинкка çыхасси йывăр ĕç пек туйăнмасть. Анчах унăн вăрттăнлăхĕ чылай. Чи малтан, паллах, материал хатĕрлемелле. «Çурла уйăхĕн вĕçĕ - вулă пухмалли чи лайăх вăхăт, - ĕç меслечĕсемпе паллаштарать Ю.Орлов. - Çак тапхăрта хатĕрленисен хуппине тасатма çăмăл. Уйрăмах юхан шыв çыранĕсенче, çырма хĕррисенче, шурлăх таврашĕнче тĕмленсе ÿсекен хăва аван». Ăсталăх класне Юрий Алексеевич чи ансат япаласене хатĕрлеме вĕрентнинчен пуçларĕ. Куç умĕнчех унăн аллинчи вулăсенчен искусство произведенийĕ çуралчĕ.

Халĕччен мĕн чухлĕ карçинкка çыхнине Ю.Орлов татса калаймасть. Пĕр ĕлкепе ĕçлесен те унăн алли витĕр тухаканскерсем кашни расна. Курав-ярмăрккана хутшăнма кăткăсраххисене хатĕрлет.

Хăва вуллинчен тунă япаласем паян кун та хисепре. Мĕншĕн тесен экологи тĕлĕшĕнчен таса материалтан ăсталанăскерсемпе усă курма меллĕ, илемлĕ вĕсем, илĕртÿллĕ, пысăк пахалăхлă. Шел те, çакăн евĕр япаласене чылай чухне куравсенче, музейсенче çеç курма пулать.

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.