Комментари хушас

1 Утă, 2016

Челябинск чăвашĕ

Челябинск хулинче пурăнакан Раççейри паллă фотоÿнерçĕ Сергей Васильев чăваш пулнине илтнĕччĕ. Тĕрĕсех-ши ку?
Артемий СКВОРЦОВ.
Етĕрне районĕ.

Сергей Васильев фотохудожник /1936/, чăн та, чăваш çынни. Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕ. Челябинскри çар чаçĕнче службăра тăнă хыççăн вăл 1957 çулта çак хулари пăрăхсем кăларакан завода ĕçлеме вырнаçнă. Унтах каччă фотоаппаратпа туслашнă. "Смена" ятли ун кăмăлне кайнă. Каярахпа вăл хăйĕн валли "ФЭД-2" фотоаппарат туяннă.

Елабугăри милици шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн чăваш каччи Челябинск хулинчи уголовлă шыравăн оперуполномоченнойĕнче ĕçленĕ /1962-1968/. Вăл Мускаври ШĔМ академийĕнче те пĕлÿ илнĕ. 1968 çултанпа — "Каçхи Челябинск" хаçат фотокорреспонденчĕ.

С.Васильев — Пĕтĕм тĕнчери вун-вун конкурс лауреачĕ. Вăл тĕнчери фотожурналистсен чи паллă та сумлă "Ылтăн куç" конкурсăн 4 наградине тивĕçнĕ. 1964 çултанпа хăйĕн ĕçĕсен 27 куравне йĕркеленĕ, Пĕтĕм тĕнчери 100 ытла курава хутшăннă. Унăн тĕп ĕçĕсем: "Атте килĕ", "Ĕмĕрхи тема" тата ыттисем.

С.Васильев — СССР Журналистсен союзĕн членĕ, профессионал фотоÿнерçĕсен Пĕтĕм тĕнчери гильдийĕн академикĕ, Пĕтĕм тĕнчери пресс-фото мастерĕ, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Челябинск хулин Хисеплĕ гражданинĕ. Ăна Туслăх орденĕпе тата ытти медальпе чысланă.

Тĕплĕнрех — çитес номерте.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.