Комментари хушас

30 Çĕртме, 2016

Çамрăксемсĕр ял илемсĕр

Ял хуçалăхне аталантарасси, çамрăксене тăван çĕре юратма вĕрентесси, вĕсене ялтах хăварасси пирки калаçрĕç «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсемпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕн должноçне нумаях пулмасть йышăннă Андрей Макушев.

Чăн та, халĕ асăннă отрасльпе кăсăкланакан çамрăк сахал. Ытларах «таса ĕçе» кăмăллаççĕ вĕсем. Хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ те ачисене хуланалла ăсатма тăрăшать. Хваттер туянса парать, унтах тĕплентерет. Çапла майпа ял ватăлать.

Çамрăксене çак çул-йĕртен пăрас тĕллевпе академи малашне ял шкулĕсенче аграри класĕсем уçасшăн. Паллах, ĕмĕте пурнăçлама ЧР Вĕренÿ тата ЧР Ял хуçалăх министерствисем пулăшасса шанать ректор. Вĕсем ятарлă классем пулĕç. Вĕренекенсем хушма пĕлÿ паракан программăпа ăс пухĕç. Унсăр пуçне республикăри пысăк агропредприятисене тухса çÿреме, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май пулĕ. Çавăн пекех академипе те тăванлашĕç, тĕп хулари музейсемпе театрсене çитсе курĕç. Урăхла каласан, çакăн пек классенчен район элити пуласса шанаççĕ. Лайăх вĕренекенсене стипендипе хавхалантарма шухăш пур. Ачасен хăйсен тумĕ пулмалла.

Академие вĕренме кĕнĕ чухне, паллах, вĕсем çăмăллăхсемпе усă курĕç. «Аграри класĕнче пĕлÿ пухнă çамрăксен 40-50 проценчĕ хăйсен шăпине ял хуçалăхĕпе çыхăнтарсан эпир савăннă пулăттăмăр», - терĕ Андрей Евгеньевич.

Районсенчен тĕллевлĕн вĕренме килекенсене те хапăл тăваççĕ вĕренÿ учрежденийĕнче. Ытларах ĕç династине малалла тăсакансене кăмăллаççĕ. Ара, улми йывăççинчен аякка ÿкменни куçкĕретех.

Хальхи вăхăтра тĕрлĕ енлĕ аталаннă специалистсене ытларах хаклаççĕ. Сăмахран, техника юсама пĕлмен инженера кам хисеплĕ? Çавăнпа та унăн слесарь те, токарь те пулмалла. Ку ĕçсене алла илме академирех вĕрентĕç. Аудиторире ларса та лайăх агроном пулаймăн. «Çĕр тухтăрĕсен» уй-хирпе туслашмалла. Çавна май аслă шкулăн 225 гектар çĕр лаптăкĕ пур. Унта ĕç отрячĕсем вăй хураççĕ. Сăмахран, пулас агрономсем кăçал уй-хир карттине йĕркеленисĕр пуçне лаптăка удобрени хывас, вăрлăх акас тĕлĕшпе тăрăшнă. Малашне Шупашкар районĕнчи усă курман çĕрсене арендăна илсе ĕçе кĕртме ĕмĕтленеççĕ.

Ял хуçалăх отраслĕнче специалистсем çитменни те вăрттăнлăх мар. Хăшпĕр ертÿçĕ выльăх тухтăрне, хамăр тăрăхра тупайманран, ют регионран илсе килет. Çавăнпа та вĕсене хăйсен тĕллевлĕн вĕрентсе кăларма тăрăш-малла. Пĕлÿ илнĕ вăхăтра предприяти-организаци шутĕнчен стипенди парса хавхалантарсан та аван. Паллах, ĕçлеме вырнаçсан пурăнмалли условисем те пулччăр.

Ветфельдшерсене маларах Патăрьелĕнчи агропромышленноç тата Вăр-нарти ял хуçалăх техникумĕсенче хатĕрленĕ. Халĕ çак уйрăмсене хупнă. Чăн-чăн тухтăр пулас тесен вара нумай тăрăшмалла. Ахальтен мар çынна сиплекен врач аслă шкул хыççăн ординатура, интернатура пĕтерет. Выльăх тухтăрĕ вара 5 çул вĕреннипех çырлахать. Унăн та чĕрĕ чуна сиплемелле-çке. Ку пĕлÿ уншăн çителĕксĕр. Çавăнпа та малашне Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ветфельдшер уйрăмне çĕнĕрен йĕркелес шухăш пур. Каярахпа вĕсем пĕлĕвне академире тăсĕç.

Ял хуçалăх профессийĕ малашлăхсăр тенине илтме тÿр килет. Çавна май ашшĕ-амăшĕ ачисене тислĕк хырма ярасшăн мар. Чĕркуççи таран пылчăк çăрасси те чĕр нуша. Унсăр пуçне ĕç укçи те сахал. Çав вăхăтрах аграрире халĕ çĕнĕ йышши техникăсемпе усă курнине, çулсерен çĕнĕ технологипе ĕçлекен фермăсем хута кайнине те асра тытмалла. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калашле ял хуçалăхĕ халĕ «тĕпсĕр шăтăк» мар.

«Тин ĕçе вырнаçнă ветеринар шалăвĕ - 13-15 пин тенкĕ. Ĕçе пуçăнакан хăть хăш специалиста та тÿрех 30 пин тенкĕ памаççĕ. Çакна та шута илмелле: ял хуçалăхĕнче вăй хуракан специалистсене çурт-йĕр валли субсиди уйăраççĕ», - палăртрĕ Андрей Макушев.

Çĕршывра «Земство тухтăрĕ» программа ăнăçлă ĕçлет. Чăн та, ăна пула врачсем ялти больницăсене ĕçе вырнаçма тытăнчĕç. Ÿсĕм куç умĕнчех. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакан специалистсем валли патшалăх çакнашкал программа йĕркелесен питĕ аван пулмалла. Мĕншĕн тесен ял пурне те тăрантарать. Доярка пулмасан ĕне сăвăнмасть, çĕр ĕçченĕ уй-хире тухмасан тырпул акăнмасть, çăкăр çитĕнмест. Ертÿçĕ хăй пĕччен нимĕн те тăваймасть. Специалистсем вара ватăлаççĕ. Вĕсене улăштарма çамрăксем кирлĕ. Яшсемпе хĕрсене паян вĕрентсе хатĕрлемесен кая юлатпăр. Кая юлсан каю шăтасси куçкĕрет.

Кашни ял вăл - хăй пĕр пĕчĕк çĕршыв. Унта такам та кирлĕ: вĕрентекен, тухтăр, культура çынни, çĕр ĕçченĕ... Вĕсемсĕр ялăн малашлăхĕ çуках.

Валентина ПЕТРОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.