Комментари хушас

28 Çĕртме, 2016

«Хресчен пулма чунпа пиçсе çитмелле»

Канаш районĕнчи Маяк ялĕнче пурăнакан Александр Владимиров фермер тăлăх ÿснĕ, хура-шур нумай тÿснĕ.

— Аттене курман эпĕ. Пĕчĕк­рен арçын ĕçне хăнăхса пытăм. Ялта лаша пулман. Сухапуç туртса çĕрулми лартнă. Пĕррехинче ăна хамах ăсталарăм, — тет Александр Петрович.

Арçын ача шкулта тăрăшулăхпа палăрнă. Трактор çÿретме вĕрентекен предмета пуринчен те ытларах килĕштернĕ.

— Питĕ тракторист пулас килетчĕ. Вăл вăхăтра механизатора ялĕпех хисепленĕ. Çемьене çăкăр çитернĕ вăл, ачисене выçă лартман, — сăмахлать А.Владимиров. — Икĕ класри арçын ачасенчен тăваттăн çеç удостоверени илтĕмĕр. Тăван колхоза ĕçе вырнаçрăм. Тырă вырнă, çĕр сухаланă, пăчкă кĕрпи турттарнă — ăçта хушнă, çавăнта кайнă.

Тÿрех лайăх техника паман-ха ăна. Карта çумĕнчи ДТ-75 тракторпа ĕçлеме тытăнсан, чунĕпе чăн-чăн механизатор пулнине ертÿçĕсене ĕнентерсен малтан Беларусь-50, унтан Беларусь-52 шаннă. Пурăна-киле çемье çавăрса хăтлă çурт лартнă, ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Хĕрĕсем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕ: пĕри — агроном, тепри — экономист. Хăй, мăшăрĕ, ачисем тата кинĕ — çирĕм çул каялла йĕркеленĕ хресчен-фермер хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Темиçе çулта çĕр лаптăкне 330 гектара çитернĕ. Унта кĕрхи тата çурхи тырă, нумай çул ÿсекен курăк, çĕрулми туса илеççĕ.

Техника паркĕ пуянланать. Анчах татах çĕнĕрен туянас — хакĕ хытă çыртать. Александр Петрович ывăлĕпе Михаилпа Кулибин çулĕ çине тăнă — виçĕ уйăхра хăйсемех лайăх ĕçлекен трактор пуçтарнă. Сарлака урапаллăскер пылчăкра путмасть. Калчана апатлантарма, сÿреме меллĕ. Ăна пĕр çулхине район Акатуйне илсе тухнă. Куракансем пысăк хак панă.

— Кĕрĕвĕрсем хăвăрпа пĕр­ле вăй хурасшăн-и?

— Хăйсен ĕçĕ лайăх та — шарламаççĕ. Хресчен пулма чунпа пиçсе çитмелле, тăван çĕре чĕререн юратмалла. Хальлĕхе хатĕрех мар-ха. Анчах кăмăлĕ пулсан пĕрле тăрăшма хаваспах йышăнатпăр. Кирлĕ чухне турткаланса тăмаççĕ, ыйтсан яланах пулăшаççĕ.

Владимировсем ĕç династине тăван çĕрпе çыхăнтарнă. Çулне шутласан самаях пухăнать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.