Сăмах вăйĕ тата савăнăçĕ
Чăваш Республикин Наци библиотекинче регионсен хушшинчи «Сăмах савăнăçĕ» кĕнекесен куравĕ уçăлнă.
Çут ĕçĕпе çыхăннă асăннă проекта Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пил панипе Вырăс Православи Чиркĕвĕн Издательство канашĕ пурнăçлать. Курав-ярмăрккăн тĕллевĕ пархатарлă: регионсенчи кĕнеке рынокне кăмăл-сипет, ăс-хакăл, культура тĕлĕшĕнчен пахалăхлă кĕнекесемпе тивĕçтересси. Выставкăра тĕнпе çыхăннă кăларăмсем кăна мар, историпе, çут ĕçĕпе çыхăннисем те пур. Асăннă курав улттăмĕш çул иртет. Унпа тĕрлĕ хулара, чикĕ леш енче паллашнă. Шупашкарти куравăн тĕп парнийĕ — Пантелеймон сиплевçĕн тата çветтуйăн ÿчĕллĕ ковчег. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пилĕпе ăна çĕртме уйăхĕн 23-25-мĕшĕсенче арçынсен Çветтуй Троица монастирĕнче вырнаçтарнă, çĕртмен 25-27-мĕшĕсенче — Пукравпа Татиана чиркĕвĕнче.
Иртнĕ шăматкун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика тĕп библиотекинчи «Сăмах савăнăçĕ» курав-ярмăрккăна çитсе курчĕ. Унпа Вырăс Православи Чиркĕвĕн Издательство канашĕн куравсен секторĕн ертсе пыракан специалисчĕ, выставка кураторĕ Андрей Степанов священник паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх — куравра Мускаври 35 издательствăн православипе çыхăннă пин ытла кĕнеки. Тĕп тĕллевсенчен пĕри — чиркÿ, общество тата патшалăх пахалăхлă кĕнеке урлă çывăхланни, хутшăнусене çирĕплетни. «Сăмах — питĕ вăйлă хăват, çакна куравăн ятĕнче те палăртнă», — терĕ Андрей Степанов.
Вăл çавăн пекех Михаил Игнатьева асăннă курава ирттерме майсем туса панăшăн Калуга тата Боровск митрополичĕн Климентăн Тав çырăвне пачĕ.
Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче: «Пирĕн çынсенче лайăх туйăмсем çуратма, чăн ĕненÿ валли майсем туса памалла. Чăваш Енре тĕрлĕ халăх çынни туслă тата килĕштерсе пурăнать. Эпир кăмăл-сипетпе ăс-хакăл воспитанийĕ, çын аталанăвĕ тĕлĕшĕпе тимлĕ ĕçлетпĕр. Шупашкар тата Чăваш епархийĕпе çыхăну тытни тĕллевсене пурнăçлама пулăшать», — терĕ. Вăл çавăн пекех республика Правительстви регионти обществăпа политика лару-тăрăвне çирĕплетес тĕлĕшпе вăй хунине те палăртрĕ.
Курав ĕçленĕ кунсенче кăларăмсен презентацийĕсем, Мускав çыравçисемпе тĕлпулусем иртрĕç. Кăçал куравпа Волгоградра, Екатеринбургра, Саратовра, Самарта, Брянскра тата ытти хулара пурăнакансем паллашĕç.
Надежда СМИРНОВА