Комментари хушас

24 Çĕртме, 2016

Чуна уçса калаçмалăх...

Çитмĕлех те халăх, çич халăх...
Атте-анне ятне упраса,
Улăпсемĕр хыççăн утрăмăр,
Çитмĕл халăх витĕр тухрăмăр.
Ан пăрах çак халăха,
Çăлаканăмăр!
Тăвансене хăна тума
Çăкăр-тăвар, тĕпел пур.
Тур калашле, сыпса пăхма,
Виçĕ алтăр сăра пур.
Чуна уçса калаçмалăх
Хаксăр хаклă тăванăм пур...

Чăвашсен ламран лама пыракан уявĕсенчен пĕринче - Акатуйра - калакан сăмахсем çаксем. Çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн ăна ял çыннисем кăна мар - район, облаç, республика çыннисем те уявланă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче вăл хăйĕн тытăмĕпе пачах урăхла иртнĕ-ха. Çапах малтанхи, çĕр-çĕр çул каяллахи ятне упраса хăварнă. Тинех, кая юлса пулин те, хамăрăн тымарсем пирки аса илме, авалхи йăласене çĕнĕ кун-çул пама пуçларăмăр. Акă Чăваш Республикин кунĕнче шĕкĕр Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне тăваттăмĕш хут йышăнтăмăр. Тăван халăхăн чи сумлă уявне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен - Мускавран, Чĕмпĕртен, Саратовран, Пермьрен, Пушкăртстанран, Тутарстанран, Оренбургран, Пензăран, Самартан тата ытти тăрăхран та пуçтарăннă. Кунта çавăн пекех Эстони чăвашĕсем те пур.

Хĕрлĕ тÿремри тĕп сцена çинче - республикăри халăх пултарулăх коллективĕсем. Вĕсем «Çĕршыв илемĕ» юрăпа уява уçрĕç. Çĕр-çĕр çул каялла несĕлĕмĕрсене пĕр шухăш-тĕллевпе çыхăнтарнă, чăваш халăхĕн гимнĕ пулса тăнă «Алран кайми аки-сухи» юрă шăраннă вăхăтра Акатуй ялавне илсе тухрĕç. Вăл - республика тулашĕнчен килнĕ Алексей Степанов /Пермь/, Виталий Егоров /Пушкăртстан/, Татьяна Из±ямлева /Пенза/, Лилия Солонова /Оренбург/ аллинче.

Уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн Раççей регионĕсенчен, çавăн пекех республикăри районсенчен килнĕ коллективсем Анне палăкĕ çывăхĕнчи тÿреме çул тытрĕç. Кунта та чылайччен янăрарĕ чăваш юрри-кĕвви. Меллĕ самантпа усă курса Акатуй хăнисемпе паллашрăмăр. Саратов облаçĕнчи Пасарлă Карапулак районĕнчи Кивьялпа Шурту пикисемпе сăмах пуçартăм. «Пилеш» халăх ансамблĕпе килсе çитнĕ вĕсем. Ольга Сафронова - ялти культура çурчĕн директорĕ, Снежана Смольгина - сутуçă, Александра Мейзина перекет банкĕнче ĕçлет, Татьяна Колотырина - кил хуçи. Вĕсене вара тăван юрă çыхăнтарать. Пушă вăхăт тупăнсанах культура çуртне пухăнаççĕ, илемлĕ те çепĕççĕн, чуна пырса тивмелле юрлама пуçлаççĕ. Чĕрене çывăх пур юрра та шăрантаратпăр теççĕ вĕсем, çапах вырăнтисем çинчен те манмаççĕ. Пире те паллаштарчĕç вĕсенчен пĕринпе:

Савни анать шыв хĕрне,

Сассипеле юрласа.

Сасси акăш сасси пек,

Пĕвĕ Атăл хăви пек...

Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Чăвашкассисем Шупашкарта çулленех пулаççĕ. «Шуçăм» халăх фольклор ансамблĕн кун йĕркинче те пур «Шупашкара кашни çул кайса килмелле» тени, - каласа парать унăн пултарулăх ертÿçи Марина Борисова. - Концертпа мар пулсан - театрсене. Пĕлтĕр «Иксĕлми çăлкуç» конкурса хутшăннăччĕ. Кăçал ансамбль йĕркеленнĕренпе 30 çул çитет. Ăна анлăн паллă тăвасшăн».

Ытти коллективпа та паллашма ĕлкĕртĕмĕр. Çав вăхăтра Хĕрлĕ тÿреме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ - «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ытти хăна килсе çитрĕ. Вĕсем республикăри пултарулăх ушкăнĕсен «Нимене» театрализациленĕ композицине пăхса киленчĕç. Унтан сцена çине хăпарчĕç.

Михаил Васильевич Акатуй çĕр ĕçченĕн уявĕ пулнине аса илтерчĕ. Яланах çапла пулнă: Акатуйра маттур çĕр ĕçченĕсене чысланă, хавхалантарнă. Кăçал та йăлана пăсмарĕç: малта пыракансене - «Фермер хуçалăхĕ - ăнăçлă ĕç вырăнĕ» конкурс çĕнтерÿçисене - чысларĕç. «Чи çамрăк фермер» номинацире Çĕмĕрле районĕнчи уйрăм ĕçлекен предприниматель-хресчен /фермер/ хуçалăх ертÿçи Денис Харитонов çĕнте­рÿçĕ сертификатне тивĕçрĕ. «Хресчен /фермер/ хуçалăхĕн тухăçлă старчĕ» ята Етĕрне районĕнчи Ольга Григорьевăна пачĕç. «Социаллă позицири хастарлăхшăн» номинацире Решит Санзяпова /Патăрьел районĕ/ çитекенни пулман. «Ăрусен çыхăнăвĕ» енĕпе Алина Афанасьева /Муркаш районĕ/ çĕнтернĕ.

Михаил Игнатьев çавăн пекех 2016 çулта фермер ĕçне суйласа илнĕ чылай çынна пулăшу сертификачĕпе хавхалантарчĕ. Михаил Васильевич чăвашлăх ĕçĕнче палăрнă ентешсем пирки те манмарĕ. Тĕп хулари «Нарспи» клуб ертÿçине Лидия Константиновăна - культура тытăмĕнче нумай çул ĕçленĕшĕн, çитĕнекен ăрăва наци йăли-йĕркипе çывăхланма пулăшнăшăн - «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕ.

Николай Малов та, Леонид Черкесов та, Николай Угаслов та сăмах илчĕç, халăха уявпа саламларĕç.

Надежда СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.