Комментари хушас

24 Çĕртме, 2016

Садикри ачасем те çар ĕçне вĕренеççĕ

Тĕп хулан çамрăк патриочĕсем — Пĕчĕккисен парадне хутшăннă çĕр ача — «Синева» çар-спорт лагерĕнче экскурсире пулчĕç. Вĕсемпе пĕрле Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та лагерь ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

Хальхи вăхăтра лагерьте Шупашкар шкулĕсен 10-мĕш класĕсенче вĕренекен 120 ача пурăнать. «Çамрăксем пĕчĕкрен патриотизм ĕçне хутшăнни савăнтарать. Ман шутпа — сирĕнтен чылайăшĕ малашне пурнăçне Тăван çĕршыва сыхлас ĕçпе çыхăнтарать. Лагерь ертÿçисене, преподавательсемпе ашшĕ-амăшне ачасене Тăван çĕршыв патриочĕ пек ÿстернĕшĕн тав тăватăп», — терĕ Леонид Черкесов тĕлпулăва чаплă лару-тăрура уçнă май. Курсантсем хăнасене лагерьте пурăннă вăхăтра пухнă пĕлĕвне кăтартрĕç.

«Синева» çар-спорт лагерĕ 2014 çулта уçăлнă. Унтанпа кашни çулла кунта вуннăмĕш класс ачисем пухăнаççĕ. Хальхинче «Синева» ача садне çÿрекенсене хăнана йышăнчĕ. Пĕчĕккисемшĕн çулçÿрев чăннипех те кăсăклă иртрĕ. Инструкторсем ачасене пневматика винтовкине кăтартрĕç кăна мар, хăйсене те персе пăхма ирĕк пачĕç. Шăпăрлансем çавăн пекех противогаз, чăн-чăн парашют тăхăнса пăхрĕç. Автомат салатса пухни те ачасемшĕн интереслĕ пулчĕ.

Экскурси ачасене çар-патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре çакнашкал çулçÿревсем пысăк пĕлтерĕшлине, çакăн евĕр тĕлпулусене йĕркелемеллине кăтартса пачĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.