Комментари хушас

23 Çĕртме, 2016

Професси суйлама вĕренетпĕр

Шкултан вĕренсе тухакан кашни ачанах пăшăрхантарть пуль çакă. Профессие тĕрĕс тата лайăх шухăшласа суйламалла. Шута илмеллисем:

1. харпăр хăвăн уйрăмлăхусем;

2. профессин хальхи вăхăтри кирлĕлĕхĕ;

3. суйланă професси тата вĕренÿ заведенийĕ пирки мĕн пĕлни;

4. хăвăн суйлаву таврари çынсен /ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен, юлташсен тата ыттисен/ шухăшĕнчен ан килтĕр.

Кăмăл-туйăм уйрăмлăхне те пăхмалла. Чи малтанах, темперамент тĕлĕшĕнчен.

Сангвиникăн кăмăлĕ хăвăрт улшăнать. Вăл пурнăçа юратнипе, хаваслă пулнипе палăрать, ыттисемпе хутшăнма юратать. Пĕр евĕрлĕ, вăрах пурнăçламалли ĕçсем ун валли мар.

Холерикра вăй-хал тапса тăрать. Туйăмне вăйлă кăтартассипе палăрать вăл. Кăмăлĕ хăвăрт улшăнать. Кăткăс, хăрушлăх кăларакан, яваплă ĕçсене лайăх пурнăçлать.

Флегматик туйăмне питех кăтартмасть, кăмăлĕ чылай чухне пĕрешкел. Палăртнă ĕçе пурнăçламасăр лăпланмасть. Пĕр евĕрлĕ ĕç — ун валли.

Меланхолик пĕр-пĕр пулăм пирки чылай шухăшлать, кăмăлĕ часах аманать. Вăл пĕччен ĕçлеме юратать.

Экстраверси-интроверси тĕлĕшĕнчен.

Экстраверт — уçă кăмăллă, хутшăнма юратакан, хастар çын. Вăл пурнăçа ырă енчен курать /сангвиник тата холерик/.

Интроверт сахал калаçать, мĕн шухăшланине ыттисене пĕлтересшĕн мар /флегматик тата меланхолик/.

Амбиверт — хăйĕнче экстраверт тата интроверт енĕсене хутăштараканскер.

Çавăн пекех çут çанталăк панă /математика е гуманитари/, пĕтĕмĕшле /ĕçе юратни, ĕçлеме пултарни/, ятарлă /музыка, литература тата педагогика/ пултарулăх пирки те манмалла мар.

Хăвна мĕн кирлине ăнланмасан професси суйлама питĕ йывăр. Ачаранах çакăн пирки шухăшлама тытăннине мĕн çиттĕр ĕнтĕ?

«Аслă классенче вĕренекенсене професси суйлама пулăшмалли» кĕнекепе усă курса хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.