Чупкăн упăшка
Хулара пурăнатăп эпĕ. Çамрăках та мар, пенсие тухнă пулин те килте пĕр кун та ларас килмест. Упăшкапа пĕр çĕртех тăрăшатăп халь. Тĕрĕссипе, çак ĕçе хăйне каламасăрах вырнаçрăм. Предприятире мана курсан çухалса кайрĕ Валера. Сăнне шурă-кăвак тĕс çапрĕ. «Эсĕ кунта мĕн туса çÿретĕн, мана сыхлама килтĕн-и?» — чалăшшăн пăхрĕ хайхискер. «Çук, эпĕ те кунта ĕçлетĕп, санпа пĕрле», — хуравларăм лăпкăн. Тарăхсах кайрĕ арçын. «Апла эпĕ паянах урăх çĕре куçатăп», — терĕ тăрук. Ахаль çеç каламан, çав кунах кантура чупнă-мĕн. Нумай çул ĕçлекенскере ертÿçĕ хирĕçленĕ, алă пусса паман.
Йытăпа кушакла пурăнсах иртрĕ ĕмĕрĕм. Çак тарана çитсе пĕр ăшă сăмах илтсе курман упăшкаран. Утмăлалла çывхарать пулин те хĕрсем çинчен куçне илеймест вăл. Урампа пынă чухне те: «Кур-ха, ав çав епле чипер, пилĕкĕ çип-çинçе, санăн кĕлеткÿ çамрăк чухне те çыхман кĕлте евĕрччĕ», — мана кÿрентермесĕр чăтаймасть арçын. Чĕнместĕп, çавах ырă сăмах кĕтсе илме çук унран. Столовăйра апатланнă чухне те: «Эсĕ хăçан та пулин тутлă пĕçерме вĕренĕн-ши, яшку-пăттуна çиес килми пулчĕ. Борис арăмĕ лагман, манты, плов, солянка янтăлама маçтăр», — тĕксе илмесĕр чунĕ канмасть. «Ан пурăн-ха аттепе, хăйне килĕшекеннине туптăр», — теççĕ тарăхнипе хĕрсем. Вĕсем те сивĕнчĕç ашшĕнчен. Кĕрÿсем те Валера килте çук чухне çеç килеççĕ. Ачасене итлесе ман халь ватлăхра ăçта пăрахса каяс-ши? Ялта çурт пур, анчах та унта газ та кĕртмен, шыв ăсма урама тухмалла. Çулла пурăнкалăп-ха, хĕлле тĕттĕм пĕчĕк ялта мĕн тăвас? Вуттине кам хатĕрлесе парĕ?
Ĕçре те арçын хĕрсем çинчен куçне илмест. Кукша пуçлăскер хăйне кушак аçи евĕр тытни вĕчĕрхентерет мана. Ахальтен хăйма çеç ĕçсе пурăнмасть пуль çав. Пĕрмай ют маткасен минтерĕсем çинче çĕр каçса 30 çултах кукшаланчĕ. Юрать, майрисене киле сĕтĕрсе килместчĕ. Çырмара, дачăра, вăрманта, колхоз кĕлетĕнче сахал мар курнă ăна пĕлĕшсем. Малтан чун питĕ хытă ырататчĕ. Кĕвĕçÿ сÿнсе майĕпен курайманлăха çаврăнчĕ. Юратман вăл мана. «Юлташсем пурте авланнăран çеç лартса килтĕм сана, эсĕ мана кирлĕ пулман», — тетчĕ хирĕçсе кайсан. Эх, мĕн чухлĕ куççуль юхтарман-ши çамрăк чухне? Туй хыççăн та клуба тухма пăрахмарĕ арçын. Эпĕ ĕне сума тăраттăм, вăл тин улахран таврăнатчĕ. Чăтаттăм, çын сăмахне илтмĕш пулаттăм. Пытармастăп, виç кун та телей курмарăм Валерăпа. Хунямапа хуняçа пĕрмай ман хута кĕретчĕç. Хатĕр-хĕтĕре темиçе те пуçтарнă, ватăсене хам атте-анне вырăнне хурса хисепленĕрен çеç пăрахса каймарăм.
Унпа пĕр ĕçе вырнаçса йăнăш турăм пулмалла. Вăл епле якăлтатнине курманни лайăхрахчĕ. Чупкăн арçынна халь тин чарма çук пуль çав.
ВЕНЕРА.
Шупашкар хули.