Комментари хушас

26 Чÿк, 2013

Çутă самант

Шупашкарта, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, ентешĕмĕр, СССР халăх артисчĕ Максим Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XXIII опера фестивалĕ чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче итальян композиторĕн Дж. Вердин «Отелло» оперипе уçăлчĕ.

Палăртса хăвармалла: кăçалхи фестиваль ыттисенчен уйрăларах тăрать. Ăна чаплă композитор çуралнăранпа - 200, ентешĕмĕр кун çути курнăранпа 120 çул çитнине халалланă. Уява премьерăпа кĕтсе илесси те йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ.

Музыка искусствине юратакансемшĕн асăннă фестиваль çулталăкри чи çутă самант пулса тăчĕ, çавна май ăна кашнинчех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Йĕркелÿçĕсем ку енĕпе пысăк опыт пухнă. Çавăнпа та фестиваль ирттерме, пĕр енчен, йывăрлăх çук пек туйăнать. Çапах та çак ĕçе туса, тытса пыма пĕрре те çăмăл мар, кăçалхи уяв маларахрисенчен лайăхрах пултăр тесе тăрăшма тивет. Мĕн пуррипе лăпланса ларни ăнăçу кÿмест.

Халĕччен фестиваль вăхăтĕнче Шупашкар сцени çинче Раççей опера çăлтăрĕсем çеç мар, тĕнчери паллă юрăçсем хутшăннă. «Маркăна» пăсма юраманнине лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа паллă, вăйлă солистсене чĕнме тăрăшаççĕ. Хальхинче те çаплах пулĕ. Çапах та фестивале хамăрăн коллектив çĕнĕ ĕçпе уçрĕ.

Ун умĕн сцена çине ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов тата Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн директорĕ Вячеслав Фошин тухрĕç. Вĕсем куравçăсене кĕвĕ-çемĕ тĕнчинчи пысăк та пĕлтерĕшлĕ самантпа саламларĕç. Çирĕм виçĕ çул каялла пуçарнă фестиваль хăйĕн йăли-йĕркипе çирĕпленсе çитнине, Чăваш Ен тĕп хулинче тарăн тымар янине, хăйĕн куравçисене тупнине палăртрĕç.

Опера премьеринче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пулчĕç.

«Отеллăна» хăй вăхăтĕнче асăннă театрта 1995 çулта кăтартнă. Хальхи вара, специалистсем палăртнă тăрăх, малтанхинчен уйрăларах тăрать. Хальхи спектаклĕн режиссерĕ - Вырăс драма театрĕн режиссерĕ, Чăваш халăх артисчĕ Владимир Красотин. Уншăн кĕвĕ-çемĕсĕр пуçне драматизм та пĕлтерĕшлĕ пулни куç умĕнчех. Солистсем юрлаççĕ çеç мар, сăнара калăплаççĕ те. Çавăнпа спектакль чĕрĕ, илĕртÿллĕ пулса тухнă. Çапла тума режиссера Валентин Федоров художник, Елена Лемешевская балетмейстер пулăшнă. Дирижерĕ - театрăн пултарулăх ертÿçи, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ольга Нестерова.

Тĕп партисене çамрăк солистсем Иван Снигирев /Отелло/, Татьяна Прытченкова /Дездемона/ юрларĕç. Вĕсем хăйсен ăсталăхĕпе залра ларакансене тыткăнлама пултарчĕç. Хăшĕсен шухăшĕпе, çамрăксене кунашкал яваплă партисем шанса пама иртерех те-мĕн. Кăткăс ĕç вĕсен сассисене «амантма» пултарĕ. Ун пирки, паллах, ним калама та пултараймастăп. Ку - специалистсен ĕçĕ. Мана тата куравçăсемпе итлевçĕсене питĕ килĕшрĕ. Ахалтен-и спектакль хыççăн артистсене «Маттур!» тесе кăшкăрса, чылайччен тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

Фестивальте пĕтĕмпех Дж. Вердин оперисем пулĕç. Вăл хăйĕн пурнăç тăршшĕнче 26 опера çырнă, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче унăн çичĕ произведенине куракан патне çитернĕ. Хальхинче Шупашкар çыннисемпе унăн хăнисем валли «Риголетто» та, «Аида» та, «Травиата» та пулĕç. Вĕсенче ютран килнĕ паллă солистсем те юрлĕç.

Надежда ГЕОРГИЕВА

ЧР Культура министерствин сайтĕнчен

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.