Чăрмав пулмалла мар
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç ?вăл утăн 1-çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртет%. Муркаш тăрăхĕнче паллă мероприятие ирттерме хатĕр-ши? Ыйтусене çыравшăн яваплă çынсем хуравлаççĕ.
Владислав Ананьев, Муркаш район администраци пуçлăхĕн заместителĕ:
- Пĕтĕмĕшле илсен çырава хатĕрленсе çитнĕ темелле. Кăçалхи çу уйăхĕ тĕлне списока 27 ял хуçалăх организацине, 122 - фермер, 15645 хушма хуçалăхсене, 42 граждансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвне тата унти 747 участока кĕртнĕ. Шел, çыравччен çĕр ыйтăвне туллин татса парайманни пăшăрхантарать. Муркаш тăрăхĕнче усă курман лаптăк 7 пин гектара яхăн. Çав шутра кăçал 2 пинне пусă çаврăнăшне кĕртмелле. 650 гектарне сухаласа акнă ĕнтĕ, ыттине - кĕркунне. 5 пинĕшĕ хуçасăр пай çĕрĕсем шутланаççĕ. Халĕ вĕсене ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарассипе ĕçлеççĕ. Анчах ыйтăва суд урлă татса панипе вăраха тăсăлать. Документсене йĕркелесе çитерсен аукцион урлă сутма, арендăна пама пулать.
- Апла çыравра районăн çĕр кăтартăвĕ те туллин пулмасть?
- Хуçалăхсем çĕрĕпе усă кураççĕ. Кун пек лаптăксем тĕлĕшпе те статистикăна отчет тăрататпăр. Акă фермер хуçалăхĕсем 3 пин гектар сухаласа акаççĕ. Çав шутра 20-30 проценчĕн кăна докуменчĕсем хатĕр. Фермерсем çыравра усă куракан çĕр виçине, мĕн çитĕнтернине туллин пĕлтерĕç – ăна валли документ ыйтмаççĕ. Республикăра, районта çивĕч ыйтăва татса пама 2-3 çул кирлĕ. Юлашки вăхăтра çĕр çинче ĕçлес текенсен шучĕ ÿссе пыни савăнтарать. Фермерсем, "Свобода", "Путь Ильича", "Ударник" хуçалăхсем пушă лаптăксем ыйтаççĕ.
- Ĕçне чарса лартнă фермерсен, хуçалăхсен çĕрĕсен шăпи мĕнлерех?
- Хуçалăхсем ытларах пай çĕрĕсем çинче ĕçлеççĕ, хăйсен сахал. Предприятисем хупăнсан çынсем куçман пурлăхне харпăрлăха куçарнă, ыттисене арендăна панă. Хуçасăр юлнисем район, ял тăрăхĕсен фондĕнче пулĕç. Пирĕн енче 2-3 фермер ĕçне чарса лартнă. Вĕсен çĕрĕ те 10-15-шер гектар кăна.
Ильинка ял тăрăхĕнче вара йывăртарах. Кунти "Хлебороб", "Волга" хуçалăхсем панкрутра. 700-800 гектара яхăн çумкурăкпа хупланнă. Атăл хĕрринчи чухăн, хăйăрлă уйсенче тырă япăх çитĕнет. Нумай çул ÿсекен курăксем валли кăна темелле. Çапах фермерсем ăна та илме хатĕр. Шел, Ильинка ял тăрăхĕ хуçасăр çĕрсен докуменчĕсене йĕркелессипе, арендăна парассипе çителĕксĕр ĕçлени ура хурать. Тепĕр чăрмав - ку енче хупăннă çурт-йĕр нумаййи. Хуçисене тупса çитерме кансĕр. Вĕсен те çĕр самай.
Районта выльăх йышĕ те ÿссе пыни сисĕнет. Кăçалхи 5 уйăхра иртнĕ çулхипе танлаштарсан мăйракаллă шултра выльăх 116 процент. Организацисенче - 7, фермер хуçалăхĕсенче 60 процент хушăннă вăл. Халăх мĕнле те пулин ĕçлесе тупăш илесшĕн. Çĕр çителĕклĕ, сĕт хакĕ иртнĕ çулхинчен 2-3 тенкĕ хаклăрах. Çав шутра ĕне, сысна шучĕ те ÿсет. Пирĕн енчи халăх чĕртавара хулана сутма каять. Тупăш кĕни хавхалантарать вĕсене. Çакă йăлтах çыравра курăнĕ.
Зоя Виноградова, Чăвашстатăн Муркаш районĕнчи специалисчĕ:
- Çырава хатĕрленнĕ май иртнĕ çул кĕркунне регистраторсем граждансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсене çитрĕç. Усă куракан тата юхăннă дачăсене палăртрĕç. Çыравра çĕрпе усă куракансен 20 процентне суйласа ил-се тишкерĕпĕр. Пирĕн районта дачăсен 80 процентĕнче акаççĕ-лартаççĕ.
- Пĕлтерĕшлĕ мероприятире ĕçлекенсен списокĕ те паллă-тăр?
- Çырав тапхăрĕнче 45 çынна ĕçе йышăнмалла, çав шутра 35 çыравçăпа 6 инструктор. Вĕсен хушшинче вĕренÿ, ял хуçалăх, культура ĕçченĕ тата ытти те. Çыравçăсен 86 проценчĕ тĕп ĕçре вăй хурать. Ытларах 45-54 çултисем /49 процент/, 25-34-рисем те пур /17 процент/. Инструкторсенчен 35-44 çултисем çуррине яхăн. 55-60-тисем - 17 процент. Резервра - 3 çын. Нумайăшĕ унчченхи çыравсене те хутшăннă. Хăш-пĕр ял тăрăхĕнче çыравçăра ĕçлес текенсем нумай. Сăмахран, Муркашра. Çав хушăрах Катикасси, Шомик ялĕнче кĕске хушăра 3 çын улшăнчĕ: пĕри яланлăх ĕç тупса вырнаçрĕ, тепри хăрарĕ пулас... Унти участок пысăк тата хуларан пурăнма куçнă çĕрме пуянсем сахал мар. Çыравçăсене вĕсенчен те ыйтма тивни хăратать пулас. Халĕ тăваттăмĕшĕ шанчăклах тетпĕр-ха. Инструкторсемпе килĕшÿсем тунă, халĕ вĕренеççĕ. Ыттисемпе - каярахпа. Вĕсем валли ятарлă тумтир, ĕç хатĕрĕсем çителĕклĕ. Çывăх вăхăтра 16 планшет çитмелле.
- Ĕç пÿлĕмĕсем, техникăпа тивĕçтересси, хуралласси мĕнлерех?
- Ĕç пÿлĕмĕсене палăртнă, хураллаççĕ. Вĕсем ытларах ял тăрăхĕсен çурчĕсенче вырнаçнă. Техникăна çирĕплетнĕ. Пурĕ 6 участок. Кашни участокăн телефон пур.
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерме Муркаш районне субвенци шучĕпе 1318590 тенкĕ уйăрмалла. Çырава хатĕрленсе ирттерессипе нумай пулмасть районта коллеги ларăвĕ те иртрĕ.
- Çыравăн тĕп тĕллевĕ - ял хуçалăх тĕлĕшпе тĕрĕс информаци пухасси. Халăха ăнлантарассипе мĕнле ĕçлетĕр?
- Хаçат, сайт урлă, пухусенче халăха ăнлантаратпăр. Конкурссене, вик-торинăсене явăçтарма тăрăшатпăр.
- 2006 çулхи çыравпа танлаштарсан кăçалхи мĕнле çĕнĕлĕхпе, улшăнупа тĕлĕнтерĕ?
- Хушма, фермер хуçалăхĕсенче ку тăрăхра халиччен пулман страус, шиншилла, çапăçакан хурсем /бойцовские гуси/, цесарка тата ытти кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх усрама тытăнчĕç. "Бездна" пĕрлешÿре вара ашлăх выльăх йышĕ те ÿссех пырать. Ăна района 3-4 çул каялла илсе килнĕ. Ÿсен-тăран отраслĕнче çĕнĕ культурăсем вăй илеççĕ.
Лариса НИКИТИНА.