Комментари хушас

16 Çĕртме, 2016

«Хурçă утлă» Козловсем

Патăрьел районĕнчи Туçа тăрăхĕ ĕç династийĕсемпе пуян. Иртнĕ вăхăтсенче вырăнти пурнăçа ял хуçалăх предприятийĕ аталантарма тăрăшнă. Çавна кура халăхăн ытларах пайĕ унăн тытăмĕнче вăй хунă.

Унтанпа самана самаях улшăнчĕ, çавах çамрăк ăру çĕр ĕçĕнчен ютшăнмасть, аслисем хывнă çултан пăрăнмасть.

Пăлакасси ялĕнчи Козловсем - трактористсен династине тăсакансем. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ паянхи кун 178 çулпа танлашнă.

Иван Иванович Козлов, династие пуçарса яракансенчен пĕри пулнă май, мĕн ĕмĕр тăршшĕпе "Гвардеец" колхозра чунне парса тăрăшнă. Çакна чылай Хисеп хучĕ, награда çирĕплетет. Трактористсем хушшинче вăл пĕрре мар социализмла ăмăртăвăн çĕнтерÿçи пулнă. Çурхи ака кăтартăвĕпе малти вырăнсене йышăннă. 1985 çулта "Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи" ята тивĕçнĕ. Район Пухăвĕн депутатне суйланнă. Механизатор 44 çул трактор рульне алăран яман.

Çавах та Козловсен династийĕ Иван Ивановичăн виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕнчен вăй илнĕ темелле. Венедикт Андреевич, 1939 çулта çуралнăскер, Саратов облаçĕнче тракторист дипломĕллĕ пулнă. Унăн ĕç стажĕ - 45 çул.

Петр Иванович Козлов 26 çул "хурçă утĕнчен" уйрăлман. Юрий Иванович Козлов вара ял хуçалăх ĕçне вун тăваттăрах кÿлĕннĕ, халĕ те техникăпа тĕрлĕ вырăнта тăрăшать.

Вăтăр пиллĕкри Василий Иванович та ун пекех çамрăкла тракторпа туслашнă, 21 çул унпа пĕр чĕлхе тупса вăй хурать.

Геннадий Иванович Козловăн та тракторист стажĕ - 10 çул.

Петр Ивановичăн ывăлĕ, Александр, ашшĕ çулĕпе утнă.

Кивĕ Ахпÿртри Каргинсем те ял хуçалăх ĕçченĕсен йăхне паян та малалла тăсаççĕ.

Ытти тытăмра тĕслĕх кăтартакан династисем те сахал мар. Медицинăна суйласа илнĕ Фроловсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 161 çул. Анат Туçари Торговцевсен ăрăвĕ 486 çул ачасене тарăн пĕлÿ парса çĕршыва юрăхлă çын тума ăнтăлать. Кивĕ Ахпÿртри Рыбкинсем те - учительсем. Вĕсен стажĕ 256 çулпа танлашнă. Çамрăкрах династисенчен культура енĕпе Перепелкинсене ?58 çул%, Овчинниковсене /60 çул/, суту-илÿре Димухаметовсене /65 çул/ палăртмалла.

Лидия ПЛОТНИКОВА.

Патăрьел районĕ,

Анат Туçа.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.