Комментари хушас

16 Çĕртме, 2016

Тĕплĕрех пĕлесчĕ

Нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама взнос тÿлес енĕпе паракан социаллă пулăшу пирки тĕплĕрех ăнлантарса параймăр-ши?

Николай Михайлович.

Патăрьел районĕ.

Компенсаци пĕччен пурăнакан, ĕçлемен, 70-80 çула çитнĕ, çемьере ĕçлемен ватăсемпе пурăнакан хваттер хуçисене параççĕ. Кун пирки иртнĕ номерте кĕскен ăнлантарнăччĕ.

Çурт-йĕре тĕпрен юсама тÿлекен взнос тăкакне 80 çул тултарсан туллин саплаштараççĕ. Анчах çакă уншăн тÿлемелле мар тенине пĕлтермест. Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 160-мĕш статйи тăрăх пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн тăкакĕн компенсацине, çав шутра тĕп юсав ĕçĕсен взносĕ тĕлĕшпе, парăм пулмасан кăна параççĕ. Çапла вара гражданинăн малтан тĕп юсав ĕçĕшĕн взнос тÿлемелле, ун хыççăн хăй пурăнакан вырăнти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пайран компенсаци ыйтмалла.

Ăна илме гражданинăн хăйĕн е шаннă çын урлă ?шантару хучĕпе% вырăнти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пая заявлени тата çын кам пулнине ĕнентерекен документ тăратмалла.

Компенсаци илме хваттер тĕлĕшпе харпăрлăх правине çирĕплетекен документăн* çемьере пĕрле пурăнакансем пурри çинчен илнĕ справкăн* пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн тата нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсамашкăн взнос тÿленин копийĕсем хатĕрлемелле. Парăм пулсан ăна татма килĕшÿ туни çинчен калакан документ копийĕ те кирлĕ. Заявлени, документсен копийĕсене почтăпа та ярса пама юрать.

Ыйтăва 15 кун иртиччен татса параççĕ, йышăнаççĕ. Ун пирки 5 кунра хуçине пĕлтереççĕ.

Гражданин кăçалхи ака уйăхĕччен тăкакланнине шута илсе 2016 çулта тăратнă заявленисем тăрăх тÿлевпе тивĕçтереççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.