Комментари хушас

10 Çĕртме, 2016

Хваттерсене юсанăран çынсем кăмăллă

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли программăна Шупашкарта еплерех пурнăçланипе кăсăкланчĕ.

Андриян Николаев летчик-космонавт урамĕнчи 15 тата 17-мĕш çуртсене кĕрсе курчĕ. Вĕсене 1962 çултах тунă. «Малтан 15-мĕш çурта списока 2021 çулта юсама кĕртрĕç, — каласа пачĕ хваттерсенче пурăнакансен канашĕн председателĕ Татьяна Ролянская. — Тăрăран шыв анать, ун тĕлне хваттерсенче витре-чара лартатпăр. «Çичĕ çул кĕтейместпĕр, — терĕмĕр ертÿçĕсене. — Списока кăçалах кĕртĕр». Итлерĕç, юсава кăçалах пуçларĕç».

Чăн та, строительсем кивĕ çи­­­виттине пăсса çĕнĕрен тăрăлаççĕ. Ленин районĕнчи котельнăйран парса тăракан вĕри шывпа хваттерсене ăшăтмалли пăрăха килес çул улăштарма палăртнă. «Сивĕ шывпа тивĕçтермелли, хваттерсене ăшăтмалли, хура шыва юхтарса кăлармалли хатĕрсене çĕнетрĕç, — пĕлтерчĕ 17-мĕш çуртра пурăнакансен канашĕн председателĕн заместителĕ Владислав Котов. — Халĕ электрооборудование улăштараççĕ. Ĕç пахалăхĕ лайăх. Подряд организацийĕ хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать».

Çуртсенче пурăнакансем юсав фончĕ умĕнчи çивĕч ыйтусене те хускатрĕç. Кунти çуртсенче хваттерсем шутланман пÿлĕмсем /миравай судья, лавкка вырнаçнă/ пур. Вĕсем тата приватизацилемен хваттер хуçисем фонда укçа куçармаççĕ, анчах çурта çĕнетессе кĕтеççĕ. Вĕсене юсанă çуртăн пĕрлехи пурлăхĕпе усă курма намăс мар.

В.Котов çуртсене юсама патшалăх хыснинчен укçа ытларах уйăрма ыйтрĕ. Шупашкар пуçлăхĕ Леонид Черкесов балконсене 2017 çулта юсама шантарчĕ.

М.Игнатьев çак урамри 55, 57, 59 тата Патрис Лумумба урамĕнчи 23-мĕш çуртсен юсавĕпе те паллашрĕ. Вĕсенче строительсен бригади тăрăшатчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ картишре пуçтарăннă çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. «Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăн капиталлă юсав фондĕнче 1,5 миллиард тенкĕ пухмаллаччĕ, 800 миллион çеç пуçтарăнчĕ. Мĕншĕн тесен хваттерсенче пурăнакансен пĕр пайĕ 350 миллион тенкĕ куçармарĕ. Çавна пула вуншар çурта тĕпрен хăтлăлатаймастпăр. Апла пулин те юсав вăй илет. Шупашкарта кăçал çĕнетмелли çуртсем авăн уйăхĕнче хатĕр пулĕç».

«Пурĕ 145 хваттер, — терĕ Леонид Черкесов. — Çав шутра 108-шĕнче ĕçсем пыраççĕ. Кăçалхи тĕллеве пурнăçласанах çуртсене тĕпрен юсамалли 2016-2017 çулсенчи ĕçсене пуçăнатпăр. Унпа килĕшÿллĕн 67 çурта çĕнетмелле. Тĕп хулари хваттерсенче пурăнакансен 75 проценчĕ фонда укçа уйăхсерен куçарать.

ЧР Пуçлăхĕ объектсенче асăрханă çитменлĕхсене пĕтерме, çынсем çĕкленĕ ыйтусене татса пама хушрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.