Комментари хушас

2 Çĕртме, 2016

Çырава хатĕр-и?

2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне Чăваш Енре хатĕрленсе ирттерессипе Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта видео çыхăну урлă район-хуласенчен те хутшăнчĕç. Комисси ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланасси уйăх юлчĕ /утă уйăхĕн 1-çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртет/. Республика яваплă мероприятие ирттерме хатĕр-и?

Шывпа пăсланнă çĕр

Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова пĕлтернĕ тăрăх - çыравра шута илмелли списокра /çу уйăхĕ тĕлне/ 436 ял хуçалăх организацийĕ /çав шутра предприятисен хушма хуçалăхĕсем те/, 3674 фермер /уйрăм пайтаçăсемпе пĕрле/ тата 238,7 пин уйрăм хуçалăхсем, хуласенчи граждансен суйласа илнĕ 8709 хуçалăхĕ /34 пин хушма хуçалăхран/, граждансен коммерциллĕ мар 746 пĕрлешĕвĕпе вĕсенчи 9780 участок /пĕтĕмĕшле 141,2 пин участокран/.

Хупăннă ял хуçалăх организацисен çĕрĕсен «шăпине» уçса парасси тĕп вырăнта пулнă. Унччен 167 организацин - 80,5 пин, 1194 фермер хуçалăхĕн 8 пин гектарĕ «сывлăшра çакăнса» тăнă темелле. Предприятисемпе ыйтăва татса панă пулсан, ĕçне чарса лартнă 28 фермер хуçалăхĕпе /вĕсен 277 гектар çĕр/ информаци çук. Вĕсем Çĕмĕрле /13 объект/, Сĕнтĕрвăрри /10/, Элĕк /1/, Куславкка /1/, Красноармейски /1/, Шăмăршă /1/, Елчĕк /1/ районĕсемпе Канаш хулинче /1/. Çыравччен çак çĕрсемпе ĕçлекенсене палăртмасан усă курман лаптăксен шутне кĕртеççĕ.

Граждансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсенчи участоксен 56,6 проценчĕ юхăннă. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче ял тăрăхĕсем хупăннă хушма хуçалăхсене палăртнă. Вĕсем республикипе илсен 7800 е пĕтĕмĕшле хисепĕн 3 проценчĕ.

Кăçалхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне район администрацийĕсен ял тăрăхĕсенчи çĕрпе усă куракан, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен списокне тăратмалла пулнă. Анчах Патăрьел енчен хыпар çитеймен-ха.

Район администрацийĕсен кăтартăвĕпе çĕр валеçмелли фондра 53 пин гектар. Росстат методологийĕпе муниципалитет пĕрлĕхĕсем респондент шутланмаççĕ, çырава хутшăнмаççĕ. Çавăнпа фондри çĕре усă куракансене валеçсе памасан юхăнса выртаканнисен шутне кĕрет. Хальхи вăхăтра унти 30,4 пин гектарĕпе кам усă курни паллă мар.

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Росреестр кăтартăвĕпе республикăра сухалакан çĕр 807,5 пин гектар. Район администрацийĕсем тăратнă çырав списокĕнчи хисеп темшĕн пĕчĕкрех. 2015 çулта сухаласа акса хăварнă лаптăксене, çĕртмене шута илсен усă курман çĕр 202 пин гектар /2006 çулхи çырав тăрăх - 170 пин гектар/.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕччен ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен Чăвашстата акса хăварнă лаптăксем пирки пĕлтермелле. Хальхинче уççи-хуппине тупма май килĕ-ши?

Вăрмар, Етĕрне тата хăш-пĕр районта валеçмелли фондра çĕр самай. Ăна ял хуçалăх организацийĕсене çирĕплетсе паманнипе çырава та лекеймеççĕ. Ларура муниципалитетсене çак ĕçе хăвăртлатма ыйтрĕç. Республика пысăк мар, йăлтах алă тупанĕ çинче темелле, анчах Росреестр, Чăвашстат, ЧР ял хуçалăх министерствин пулăхлă çĕр пирки кăтартусем тĕрлĕрен пулни те шухăшлаттарать.

 

Ĕçлекенсем паллă

Чăвашстат паллă мероприяти вăхăтĕнче 765 çынна ĕçе явăçтарĕ. Çав шутра тĕп йышра - 658 /536 переписчикпа 95 инструктор/. Çыравçăсем - çĕртме уйăхĕн 19-çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче /58 кун/, инструкторсем çĕртме уйăхĕн 9-авăн уйăхĕн 3-мĕшĕсенче /87 кун/ вăй хурĕç. Ĕçлекенсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕпе пĕрле суйласа илеççĕ.

Кăçалхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне 790 çыравçăпа инструктор суйласа илнĕ, çав шутра тĕп йышра - 658 çын /83 процент/, ыттисем резервра. Çыравра ĕçлеме суйласа илнисенчен хĕрарăмсем - 94, аслă пĕлÿ илнĕ е аслă шкул пĕтерейменннисем - 57, ятарлă вăтам пĕлÿллисем - 39 процент. Ыттисен – вăтам пĕлÿ. Вĕсенчен виççĕмĕш пайĕ унчченхи çыравсене хутшăннă. Çав шутра çуррине яхăн - 2006 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне. Списока лекнĕ çынсенчен ĕçлекен граждансем - 69, вăхăтлăх ĕçлеменнисем - 31, çав шутра халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан янисем 1 процент. Ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри инструкторсем - 69, çыравçăсем 82 процент.

Росстат сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн çыравçăсен резервне те йĕркеленĕ /пĕтĕмĕшле хисепрен 10 процент/. Вĕреннĕ, сведени пуçтарнă вăхăтра кĕтмен лару-тăру та сиксе тухма пултарать /чирлесе ÿкни, ĕçлеме килĕшменни тата ытти те/. Республикипе илсен резервра çынсем çителĕклĕ. Çапах хăш-пĕр муниципалитетра сахалрах /Шупашкарсăр пуçне пур хулара та, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Муркаш районĕсенче/.

Чăвашстата çырав ирттерме кирлĕ хатĕрсем /ятарлă тум, çырав хучĕ, планшетлă компьютер тата ытти те/ çитнĕ. Çĕртме уйăхĕн 10-18-мĕшĕсенче вĕсене районсенчи инструктор участокĕсене çитерĕç. Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне инструктор участокĕсен хатĕр пулмалла. Вăл санитарипе гигиена тĕлĕшпе тивĕçтермелле, унта сĕтел-пукан, çутă, пушар сÿнтермелли хатĕр, çыхăну, хурал пулмалла, транспорт çирĕплетмелле.

2016 çулхи ял хуçалăх çыравне ирттерме Чăвашстата 48 млн тенкĕ уйăрнă, çав шутра 92 проценчĕ вăхăтлăх ĕçе йышăннисене тÿлеме кайĕ. Унсăр пуçне республика бюджетне 20,7 млн тенкĕ субвенци уйăрма пăхнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.